Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухлӗ the word is in our database.
чухлӗ (тĕпĕ: чухлӗ) more information about the word form can be found here.
Ҫулсем иртнӗҫемӗн мӗн чухлӗ ачана ҫут тӗнчене килме пулӑшнине шутласа та пӗтереймӗн.

Help to translate

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

1932 ҫулхи ҫурхи тата кӗрхи акасем туса ирттерме тырӑ вӑрлӑхӗ кам мӗн чухлӗ панине ҫырса хуни те пур.

Имеется запись за 1932 год о том, кто и сколько сдал зерна на весеннюю и осеннюю пахоту.

Ҫарта – кавалерист, ялта – председатель // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Мӗн чухлӗ шӑпӑрлана вӗрентсе кӑларман-ши ҫак хушӑра Клара Борисовна?!

Сколько малышей обучила за это время Клара Борисовна?!

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Мӗн чухлӗ вӑй-хӑват, чӑтӑмлӑх кирлӗ пулнӑ Клара Борисовнӑна!

Сколько сил и терпения нужны были Кларе Борисовне!

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Унра триптофан аминойӳҫек пур, унӑн шайӗнчен организмра лайӑх кӑмӑл гормонӗ серотонин мӗн чухлӗ пуласси килет.

Help to translate

Хуратул — ирхине, какай — кӑнтӑрла // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Кунне 3 хут апатчен ҫур сехет маларах стаканӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ ӗҫмелле.

Пить 3 раза в день за полчаса до приема пищи до одной третьи стакана.

Иргара йӳҫек сахал // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Каларӑм-ҫке, мӑнукӑмсем ӳссе пыраҫҫӗ — вӗсене мӗн чухлӗ кирлӗ!

Говорил же, внуки вырастают - им сколько надо!

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Унта мӗн чухлӗ сиплӗ курӑк.

Там сколько полезных трав.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Мӗн чухлӗ сиплӗ курӑк пухнӑ-ши эпир?

Help to translate

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

— Хисеплӗ донор ятне илес тесен мӗн чухлӗ юн памалла?

- Сколько надо сдать крови, чтобы получить звание почетного донора?

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Организма ҫухатнӑ юна тавӑрма мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ?

— Сколько требуется организму времени, чтобы восстановить утраченную кровь?

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Эрех-сӑра ӑша янӑ хыҫҫӑн юн париччен мӗн чухлӗ кӗтмелле?

— Сколько надо ждать времени для сдачи крови после принятия алкоголя?

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Йӗркеллӗ ҫемьесене пӑтратать. Ӑна пула мӗн чухлӗ ҫын хур курать. Ӗлӗк унашкаллисене чулпа персе ялтан хӑваласа янӑ», — аптӑранӑ хӗрарӑмсем.

Начинается чехарда в нормальных семьях. Из-за нее сколько народу страдает. В старину таких из селения камнями гнали", — были в замешательстве женщины.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫакӑн чухлӗ текста астума пӗрре те ҫӑмӑл мар.

Не очень легко запомнить столько текста.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ун чухлӗ ачана тӳрех кам, епле патӑр-ха пирӗн алла?

Кто и как доверит нам сразу столько детей!

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Паян сире мӗн чухлӗ ҫын курать?

Сколько человек смотрит вас сегодня?

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫак тӗллеве ума картса хунӑ чухне нимрен те шикленмен-ши вӑл? Ҫавӑн чухлӗ ҫӗнӗ шухӑш епле майпа ҫуралать унӑн пуҫӗнче?

Неужели он не страшился, когда начертил перед собой эту цель? Откуда рождаются столько новым мыслей в его голове?

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫавӑнпа хамӑр вӑй ҫитернӗ чухлӗ кӑна усратпӑр, - сӑлтавне уҫса пачӗ Вера Арсентьевна.

Поэтому держим столько, сколько хватает сил, - озвучила причину Вера Арсентьевна.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ҫурхи культурӑсене пӗтӗмпе 350 пин гектар акнӑ — палӑртнин 97,9% чухлӗ.

Help to translate

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

— Мӗнле проектантсем шутланӑ ҫавӑн чухлӗ? — кӑсӑкланчӗ М.Игнатьев. — Тӑватӑ ҫухрӑмшӑн Европӑри пуян ҫӗршывсенче те 100 миллион ыйтмаҫҫӗ.

Help to translate

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed