Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑвӑрах куратӑр, хамӑр вӑйпах йӗркелерӗмӗр.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӑвӑрах чухлӑр, ҫынсем пӗр-пӗринпе тӗл пулсан, чи малтан мӗн ҫинчен ыйтаҫҫӗ?
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӑвӑрах вӗрентеттӗр, искусствӑна юратсан, уншӑн мӗн пурне памалла, теттӗр.Вы сами учили, что надо все отдавать, если любишь искусство.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах, хӑвӑрах шухӑшлӑр, эпир сирӗнпе питӗ те пысӑк ӗҫ турӑмӑр-ҫке.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӑвӑрах куратӑр, аптӑраса ӳкмен, пултарнӑ.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Математик Антон Петрович та, пӗрре ҫавӑн пек, перемена чухне ман пата юриех пычӗ те: — Хӑвӑрах куратӑр, Крупицына, — тесе сӑмах хускатрӗ, — математика ҫав тери хӑрушӑ япала мар.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кайран хӑвӑрах курӑр.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эп мӗнле иккенне хӑвӑрах курӑр.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Акӑ хӑвӑрах ҫитрӗр иккен, юрать, аван, — терӗ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Лактометра туртса кӑларсан, унта нимӗнле улшӑну та ҫуккине асӑрхарӑм, халь ӗнтӗ хӑвӑрах шухӑшлӑр, пуҫӑмра мӗнле шухӑш ҫаврӑннине, эпӗ лактометра каллех юр ӑшне чиксе хутӑм, анчах хальхинче ӑна пуҫхӗрлӗ чикрӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Портрет хыҫӗнче — ҫыру, хӑвӑрах пӗлетӗр, эпӗ пӑхмасӑр калама вӗреннӗ ҫыру пур.А за портретом хранилось письмо, которое я, разумеется, знал наизусть.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Хӑвӑрах куратӑр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Ҫапла ӗнтӗ, эсир хӑвӑрах куратӑр, — терӗм эпӗ мӗн пултарнӑ таран лӑпкӑ сасӑпа, ирӗксӗрех кулнӑ пек туса; — эсир хӑвӑрах куратӑр эпӗ сире качча илейменнине.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Иксӗмӗртен кашниех ҫав площадкӑн чи хӗррине пырса тӑрӗ; чи ҫӑмӑл суран та вилӗмлӗ пулать вара: ку сирӗн шухӑшӑрпа килӗшет пулмалла, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑрах ултӑ утӑмран пемелле тӑвасшӑн пултӑр.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Эпӗ ӑна каламастӑп та, хӑш чухне пулкалать-ҫке, хӑвӑрах пӗлетӗр…— терӗ вӑл, чеереххӗн кулкаласа, — ырӑ ҫыннӑн авланмаллах пулать, тата хӑшӗсен амӑшӗсем те хӑйсен хӗрӗсене чармаҫҫӗ…
Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Балра эсир хӑвӑрах тавҫӑрса илӗр.
Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Ҫук, хӑвӑрах тавҫӑрса илӗр, эсир вӗт тӗнчере мӗн пуррине йӑлтах тавҫӑраканскер!
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫавӑнпа та эпӗ сиртен ҫавсене илме тесе пӗр-пӗр ҫынна яма е хӑвӑрах Архангельскине килсе кайма ыйтатӑп.Поэтому прошу Вас прислать за ними или приехать лично в Архангельск,
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Чимӗр-ха! — терӗм эпӗ лекаре, — эсир хӑвӑрах каларӑр-ҫке вӑл пур пӗрех вилет, тесе, мӗне кирлӗ пулччӑр ӗнтӗ сирӗн им-ҫамӑрсем?» — терӗм.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑвӑрах шутлӑр-ха ӗнтӗ, мӗн каламаллаччӗ ман ӑна хирӗҫ?..
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964