Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Анчах сыхлан, чунна тимлӗн упра, ху куҫупа курнӑ ӗҫсене манса ан кай, мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех вӗсем сан чӗрӳнтен ан тухчӑр; вӗсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлусене, ывӑлун ывӑлӗсене каласа пар, 10. ху Хорив тӑвӗ патӗнче [пуху кунӗнче] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче тӑни ҫинчен каласа кӑтарт; ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Ман патӑма халӑха пух, Эпӗ вӗсене Хамӑн сӑмахӑмсене пӗлтерӗп; ҫав сӑмахсене итлесе вӗсем хӑйсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑма вӗренӗҫ, ачисене те вӗрентӗҫ, терӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эпӗ вара каларӑм сире: ан хӑрӑр, ан шикленӗр вӗсенчен; 30. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сирӗн умӑртан пырать; Вӑл хӑвӑр куҫӑр умӗнче сирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫӗ, Вӑл сирӗншӗн Египетра та ҫапла турӗ, 31. эсӗ куртӑн ӗнтӗ, ҫакӑ пушхирте те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑвӑр килнӗ пӗтӗм ҫулӑр тӑршшӗпех, ҫак вырӑна ҫитичченех, этем хӑйӗн ывӑлне ҫӗклесе ҫӳренӗ пек йӑтса килчӗ, терӗм.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр: шултӑра выльӑхран икӗ пӑру, пӗр така тата айӑпсӑр пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳмелле, 12. унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни пултӑр: кашни пӑру пуҫне пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн виҫҫӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса парӑр, така пуҫне пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса парӑр, 13. кашни путек пуҫне тырӑ-пулӑ парни — пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса — парӑр; ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ; 14. ҫав парнесем ҫине эрех сапмалла: пӑру ҫине ҫур гин, така ҫине гинӑн виҫҫӗмӗш пайне, путек ҫине чӗрӗк гин сапмалла; ҫулталӑк тӑршшӗпех кашни ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче ҫакӑн пек пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмелле.
Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Адама вара ҫапла каланӑ: арӑмун сӑмахне итленӗшӗн, Эпӗ сана «ан ҫи» тесе каланӑ йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫинӗшӗн ҫӗр сан пирки ылханлӑ пулӗ; ӗмӗрӳ тӑршшӗпех эсӗ, асап курса, ҫӗртен тӑранса пурӑнӑн; 18. ҫӗр сана йӗплӗ курӑксемпе ҫумкурӑкӗсем ӳстерсе парӗ; эсӗ хирти курӑкпа тӑранса пурӑнӑн; 19. ҫӗртен пулнӑскер, эсӗ каялла ҫӗре кӗричченех ҫӑкӑрна тар юхтарса ӗҫлесе ҫийӗн: эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн, тенӗ.
Пулт 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗлене каланӑ: ҫакна тунӑшӑн эсӗ мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх умӗнче, хирти пур тискер кайӑк умӗнче ылханлӑ пулӑн; эсӗ хырӑмупа шуса ҫӳрӗн, хӑвӑн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех тӑпра ҫисе пурӑнӑн; 15. санпала арӑм хушшине, сан вӑрлӑхупа арӑм вӑрлӑхӗн хушшине тӑшманлӑх хурӑп; арӑмран ҫураласси санӑн пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ, эсӗ ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн, тенӗ.
Пулт 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лев Анисов аслашшӗ ҫинчен ӑнсӑртран тупса вуланӑ хыҫҫӑн /тӗрӗссипе, хӑйӗн ӗмӗрӗн тӑршшӗпех шыранӑ ӑна/ Шупашкарта, Мӑн Сӗнтӗрте темиҫе те пулнӑ.
Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Аккасем медфак хыҫҫӑн ӗмӗр тӑршшӗпех врачра ӗҫлерӗҫ.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Кӳренӗве ӗмӗр тӑршшӗпех асра тытса пурӑнмалла мар, ачисен амӑшӗпе хутшӑнмаллах.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
– Анне ҫӗвӗҫре тимленӗ, атте пурнӑҫ тӑршшӗпех сельсоветра ӗҫленӗ.
Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Ӗмӗр тӑршшӗпех тӑрӑшса ӗҫленӗ атте халӗ тивӗҫлӗ канура.
Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех ут усрать.
«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Экологи рейтингӗнче республика 2015 ҫул тӑршшӗпех (ҫуркунне – тӑххӑрмӗш, ҫулла саккӑрмӗш вырӑнсенче) малти регионсен йышӗнче тытӑнса тӑма пултарчӗ.
Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Экологи рейтингӗнче республика 2015 ҫул тӑршшӗпех /ҫуркунне - тӑххӑрмӗш, ҫулла саккӑрмӗш вырӑнсенче/ малти регионсен йышӗнче тытӑнса тӑма пултарчӗ.
Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Чӑн малтанах, хӑйсен пурнӑҫӗ тӑршшӗпех ҫӗршывпа общество ырлӑхӗшӗн ӗҫленӗ ветерансене!В первую очередь ветеранам, которые всю жизнь работали на благо страны и общества!
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Пирӗн хресченсем, тӑрантаруҫӑ-ҫӗр ӗҫченӗсем, пурнӑҫ тӑршшӗпех колхозра е совхозра вӑй хунӑ ветерансем халӗ пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвне лайӑх шайри хӑтлӑ условисенче илме пултарӗҫ!
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945