Шырав
Шырав ĕçĕ:
Укҫа ҫыххисене курсан, Мойсей Мойсеич аванмарланса кайрӗ, ют ҫын вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлесшӗн мар пек пулса, пӳлӗмрен тухрӗ; вӑл чӗрне вӗҫҫӗн утрӗ, ҫавна май, турӗ пырас тесе, сывлӑшра аллисемпе сулкалашрӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Унӑн пуҫӗ тӑрринчех килпетсӗр чул катрамӗ ҫинче кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ тухнӑ хайхи пӗчӗкҫӗ ача, паҫӑр хӗрарӑм ҫумӗнче пулнӑскер, хускалмасӑр тӑрать; мӑнтӑрккаскер, мӑкӑрӑлчӑк пысӑк хырӑмлӑскер, ҫинҫе ураллӑскер.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Огнянов пӗшкӗнчӗ те, хӗре ал вӗҫҫӗн ҫӗклесе, арманӑн катари кӗтесне илсе пырса вырттарчӗ.
XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл ӑсран каяс пек шухӑш вӗҫҫӗн илӗртӗнме пултаракан ҫынччӗ.
XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Радӑн алӑ вӗҫҫӗн тунӑ ялавӗ, арӑсланпа тӗрленӗскер, хула урамӗ варринче вӗлкӗшсе тӑнӑ.Знамя с вышитым львом — рукоделье Рады — развевалось над площадью.
XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ачамсем, ҫӑра вӗҫҫӗн сире тытма ҫылӑх.
XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Марийкӑна пӗлтернӗ пуль-ха вӑл ҫавӑн ҫинчен, Соколова сӑмах вӗҫҫӗн кӑна пӗлтерме сӗннӗ пуль.
X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Бойчо кун-ҫулӗ ҫип вӗҫҫӗн кӑна тытӑнса тӑрать, тесе шухӑшларӗ хӗр, вӑл нимӗн те сисмест-ха, тикан арӑмӗ курнӑ ҫын мӗн тесен те вӑлах…
X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Рада чӗтрекен пӳрне вӗҫҫӗн ҫырӑва ярса илчӗ те васкавлӑн пӑхса тухрӗ.Рада схватила записку, развернула ее дрожащей рукой и быстро пробежала глазами.
IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Боримечка, чӑн та, мулкач йӗрне ӳксен, пӑшалпа пемесӗрех ӑна вӗтлӗхре алӑ вӗҫҫӗн тытнӑ иккен.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сӑмах вӗҫҫӗн те пулин ун патне хыпар-хӑнар пулмарӗ.
XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӳртри ҫынсем уласа йӗчӗҫ, Рада хӑй вара кӑштах ӑнран кайса ӳкетчӗ пуль, ӑна ярса тытрӗҫ те, ал вӗҫҫӗн ҫавӑтса, урамалла ертсе тухрӗҫ.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тухтӑр жилетка вӗҫҫӗн кӑна, тухса кайма хатӗрленетчӗ пуль, япалисене чӑматана пуҫтарать.Он был в одном жилете и укладывал вещи в чемодан, видимо готовясь к отъезду.
XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫеҫке ӳкнӗ турат ҫине икӗ ҫерҫи ларнӑ та пӗр-пӗринпе сӑмса вӗҫҫӗн «чуп тӑваҫҫӗ»…Лепестки падали с ветки, на которой резвилась парочка воробьев, целуясь клювиками…
XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тияккӑн аллинчи ҫуртине пӗр арча витти ҫине лартрӗ, тепӗр арчи умӗнче чӗрне вӗҫҫӗн пӗшкӗнчӗ, чӗркуҫҫийӗ сиксе чӗтретчӗ те, вара вӑл урайнех урине хӗреслетсе «тӗрӗкле» ларчӗ.
XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тарҫисем иккӗш те пӳлӗмрен чӗрне вӗҫҫӗн пусса тухса шурӗҫ.
IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ушкӑнри ҫынсем ҫакӑ мӗне пӗлтерни пирки шухӑшланӑ хушӑра йывӑҫ хӳттинчен пӗр тем пысӑкӑш тӗттӗм кӗлетке курӑнах кайрӗ, паллах ӗнтӗ, ку йытӑ тавраш пулмарӗ, темле тӗлӗнтермӗш, акӑш-макӑш пысӑк упа тейӗн, кайри ури вӗҫҫӗн чӗвен тӑнӑн курӑнчӗ ҫак кӗлетке.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Огняновӑн пурнӑҫӗ ҫӳҫ пӗрчи вӗҫҫӗн кӑна тытӑнса тӑнине ӑнланчӗ вӑл, ҫав ҫӳҫ пӗрчи Колчо хӑех иккен-ха, начаркка та имшер, йышлӑ халӑх хушшинче пӗр палӑрми ҫухаласса ҫитнӗ Колчо кӑна-ҫке.
XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫапла Милкӑ Тодоркина пирки те сӑмах вӗҫҫӗн сӑмах сыпӑнтарса ятне янӑ…
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сӑмах вӗҫҫӗн кӑна ирттерсе яман пулӗччӗ.
XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.