Шырав
Шырав ĕçĕ:
Обломов темиҫе кӗнеке вуласа тухрӗ ӗнтӗ, Ольга унран вуланӑ кӗнекесенче мӗн ҫинчен ҫырнине каласа кӑтартма ыйтать, вӑл каласа панине виҫесӗр пысӑк чӑтӑмпа итлет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Барон сутлашнӑ, урӑхла каласан, темле чиновнике хутсем ҫыртарнӑ, вӗсене лорнетпа пӑхса вуланӑ, алӑ пуснӑ та ҫав хутсене присутствие пама ҫав чиновникех янӑ, хӑй вара, обществӑри тусӗсем урлӑ ҫав ӗҫе кирлӗ пек тума пулӑшнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хытарса каланине итлемесӗр, ача-пӑчасемпе пӗрле вӗҫен кайӑк йӑвисене тустарма чупнӑ; час-часах, класра ларнӑ чухне е кӗлӗ вуланӑ вӑхӑтра, унӑн кӗсйинче чавка чӗпписем шинклетни илтӗннӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Саккӑра кайсан ашшӗпе пӗрле географи картти умӗнче ларнӑ; сыпӑк хыҫҫӑн сыпӑк хушса Гердера, Виланда, библири сӑвӑсене вуланӑ, хресченсемпе мещенсене тата фабрикӑри рабочисене вӗсен тӗрӗс мар ҫырнӑ шут хучӗсене тӳрлетсе панӑ, амӑшӗпе вара турӑ кӗнекисем вуланӑ, Крылов юптарӑвӗсене вӗреннӗ, сыпӑк-сыпӑкӑн «Телемака» вулакаланӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вуланӑ вырӑн мӗнле интереслӗ пулсан та, апат ҫиме е ҫывӑрма вӑхӑт ҫитсен, вӑл кӗнекине хуплашкипе ҫиелелле туса хунӑ та е апат ҫиме кайнӑ, е ҫутӑ сӳнтерсе ҫывӑрма выртнӑ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫаплах: алӑ айне кӗнеке е хаҫат лексен, вӑл вӗсене вуланӑ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вуланӑ, ҫырнӑ пулӑттӑн… — терӗ Обломов.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Крылов институтра лекцисем вуланӑ, сотрудниксен ӗҫне ертсе пынӑ, ҫав вӑхӑтрах наука ӗҫӗсем те ҫырнӑ.Крылов читает лекции при институте, руководит работами сотрудников и пишет научные труды.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Лекцисем вуланӑ чух Крылов хӑйӗн конспекчӗсене пӑхсах каймасть.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Крылов флотри комиссарсем валли вуланӑ лекцисене каярахпа «Основные сведения по теории корабля» ятпа уйрӑм кӗнекен пичетлесе кӑлараҫҫӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Комисси членӗсенчен хӑшӗсем ют ҫӗршывсенче пичетленекен литературӑна тӗпе хурса цистернӑсем лартмалла тесе йышӑну тутарасшӑн, теприсен шучӗпе (вӗсем те ют ҫӗршыв литературинех вуланӑ) цистернӑсем кирлӗ мар.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫав студент Гаусс астрономипе вуланӑ лекцисене стенографист пек туллин ҫырса пынӑ.Студент дословно, частью стенографически, записал лекции Гаусса по астрономии.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл Тинӗс академийӗнче математикӑллӑ физикӑри дифференциал уравненийӗсен курсӗпе лекцисем вуланӑ чух ӑна итлеме профессорсемпе академиксем те пырса ҫӳреҫҫӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Крылов Тинӗс академийӗнче пӗрремӗш лекци вуланӑ чухне тунӑ пысӑках мар доклад халӗ пысӑк курс пулса тӑнӑ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Пирӗн пурнӑҫ мӗншӗн ҫавӑн пек япӑххине ӑнлантарса паракан кӗнеке тупса вуланӑ пулӑттӑм эпӗ.— Я хотел бы найти такую книгу, откуда можно понять, почему наша жизнь так плохо устроена.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
«Ҫак ҫырӑва илнӗ хыҫҫӑн Сирӗн высокоблагородин тӳрех Кронштадт хулине Бирилев вице-адмиралпа 2-мӗш эскадра командующийӗ Рожественский адмирал патне ҫитмелле» — вуланӑ вӑл.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Карапа хум силлени ҫинчен ҫырнӑ наука ӗҫӗсем, карап теорийӗпе туса хатӗрленӗ курс, вӑл Тинӗс академийӗнче вуланӑ чаплӑ лекцисем, карапсене шывра путмалла мар тӑвас ыйтупа тунӑ докладсем ҫак ученӑйӑн авторитетне ӳстернӗ.
Ҫирӗммӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Крылов ҫырӑвӗсене вуланӑ май Степан Осипович Алексей Николаевич тарӑн пӗлӳллӗ пулнине, хӑйӗн шухӑшлавӗсенче никама та пӑхӑнса тӑманнине тепӗр хут курса ӗненнӗ.
Вунсаккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тухса калаҫакансем ҫакна палӑртнӑ: «тинех ҫак ыйтӑва туллин тишкерсе татса панӑ», «ҫак тӗпчев карап ҫирӗплӗхне тишкерес ӗҫре ҫӗнӗ ҫул-йӗр уҫать», «ҫак доклад обществӑра вуланӑ документсенчен чи хакли».
Вунпиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тинӗс академийӗнче карап теорийӗпе вуланӑ лекцисем кайран уйрӑм кӗнекен пичетленсе тухнӑ.Лекции по теории корабля, прочитанные в Морской академии, потом вышли отдельной книгой.
Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.