Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӗри (тĕпĕ: чӗре) more information about the word form can be found here.
Акӑ кур: куҫ шӑрҫисем вылямаҫҫӗ, чӗри те, ав, тапмасть, ӳпки те сывламасть — пурте типсе ларнӑ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӗнерпуҫне хамӑр салтаксем килни ҫинчен пӗлет пулсан та, Эльгеевӑн чӗри вырӑнта мар.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Хӗр чӗри мӑйӑр тӗшши: хуппине катмасӑр тутине пӗлеймӗн», — тесе ахальтен каламан ҫав.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Картиш енчен арӑмӗ ӳленӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ — хӗрарӑмӑн кирек мӗнле инкеке те час туякан чӗри кил-йыш пурнӑҫӗнче темле пысӑк инкек пулнине сиссе илчӗ.

Help to translate

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ял ҫыннисем ура ҫинче тӑрайми пулнӑ ҫынна мӑрса кӑшт та пулин хӗрхенӗ тесе шутланӑччӗ, ҫук иккен, Тукай чӗри хӗрхенӳ мӗн иккенне пачах пӗлмест иккен.

Help to translate

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗншӗн-ши: савнин тӑванӗсенчен вӑтаннипе-ши (вӑл Сашӑн арӑмӗ пулман-ҫке уншӑн куҫҫуль тӑкма), е унӑн юратӑвӗ савнин чӗри тапма чарӑниччен ҫеҫ пулнӑ-ши?

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Камӑн чӗри тӳсме пултарӗ кун пек хыпара!

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку ҫырӑва вуласа тухсан, Павлушӑн чӗри сикме чарӑннӑ пекех пулчӗ: чылайччен ним чӗнмесӗр тӑчӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӗтел хушшине ларсан, Тоскинеевӑн чӗри лӑпланни уҫҫӑнах палӑрчӗ: халӗ вӑл Микула кумне ырӑ ятпа кӑна асӑнчӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӳрех калас пулать: Павлуш пӗр вӑхӑт Ева пирки чылай кӗвӗҫнӗ ӑна, ҫавӑнпа халӗ, — Саша ӑна хӑй патне чӗнсен, — чӗри унӑн картах сикрӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Виҫе уйӑх ытла урама тухман Соня йӑлт халсӑрланнӑ иккен: пуҫӗ ҫаврӑннӑ унӑн, урисем чӗтренӗ, чӗри те васкаса сикнӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӗри сасартӑк какӑра хӗссе ыратрӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каччӑ чӗри кӑрт сикрӗ, хӑй сисмесӗрех Ева еннелле туртӑнчӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӑвашла кӗлӗ чӑвашсен чӗри патне пынӑ иккен.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш чӗри сиксе тухасла тапрӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Михаил Эльгеевӑн паян кунӗпех чӗри вырӑнта мар.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӑн та, Осипов-тухтӑр ҫын кӑкӑрне итлесе ӑна тӗрлӗ чир-чӗртен сиплет пулсан, Осипов-писатель яланах халӑх чӗри тапнине сисӗмлӗ итлесе тӑрать, ун сиенӗсемпе тӑшманӗсене ҫивчӗ перипе витерет, ӗҫҫыннисене пурнӑҫра хастарлӑ утма вӗрентет.

Help to translate

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Соня чупса пырса асламӑшне хӑпартса лартма хӑтланчӗ, анчах… ватӑ баронессӑн чӗри тек тапман.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Александр Федоровича курсан, Эльгеевӑн чӗри кӑртах сикрӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ашшӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн Соньӑн чӗри ҫемҫелнӗ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed