Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унпа (тĕпĕ: ун) more information about the word form can be found here.
Хӗрарӑмсенчен пӗри президиум сӗтелли ҫинчи хӗрлӗ сатин ҫивиттине туртса антарчӗ те унпа хыҫалтан Разметнов пуҫне чӗркесе лартрӗ.

Одна из баб стащила со стола президиума красную сатиновую покрышку, сзади укутала ею голову Размётнова.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Дымок тахҫантанпах ун ҫине ҫав тери хытӑ тарӑхса ҫӳрет, ҫавӑнпа та халь акӑ, тавӑрма майлӑ вӑхӑт ҫитрӗ тесе, унпа татӑлас тесе, сцена ҫине улӑхса тӑчӗ…

Дымок издавна питал к нему великую злобу и вот теперь-то, считая момент подходящим для расплаты, и полез на сцену, чтобы поквитаться…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Райком секретарӗ ӑна халичченхинчен урӑхларах, сиввӗн сывлӑх сунчӗ, тата, унпа калаҫасран пӑрӑнас тесе, ҫав вӑхӑтрах райисполком председателӗпе урӑх япала ҫинчен сӑмахлама пуҫларӗ.

Секретарь райкома с небывалой сдержанностью поздоровался с ним и, как видно, уклоняясь от разговора, тотчас же обратился с каким-то вопросом к председателю рика.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Паллах ӗнтӗ, вӑл хӑйне ҫапла тыткалани чуна кӳрентерсе ярать, вара е унпа вӑрҫма тытӑнатӑн, е нимӗн чӗнмесӗр пирус чӗртсе яратӑн та тарӑхса выртатӑн, ыйӑхсӑр асапланатӑн.

И вот становится обидно за такое ее положение, и либо зачнешь ругаться с ней, либо молчаком куришь и злобствуешь, а сну нету.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗсри, чӑн та, тӗсрен питех мар, анчах эсӗ унпа юнашар выртса ҫывӑрас ҫук-ҫке, унпа суха сухаламалла, тӗрӗс калатӑп-и?

Кобылка сива, не очень красива, да ведь тебе же с ней не спать, а на ней пахать, верно говорю!

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗмӗрте те унпа тӑрса курман эпӗ!

Сроду я с ней не стоял!

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нумай шухӑшласа-туса тӑмасӑрах, вӑл пӳлӗме кӗчӗ те лампадкӑна вӗҫертсе илчӗ, йывӑҫ ҫуне ывӑҫ тупанӗ ҫине ярса, унпа хӑйӗн типсе хытсах ларнӑ аттисене сӗрчӗ, лампадкине вара атӑ кӗли ҫумне ҫапса ҫӗмӗрчӗ.

Недолго думая, он прошел в горницу, снял лампадку, вылил деревянное масло на ладонь и тщательно смазал им свои задубевшие сапоги, а лампадку разбил о каблук.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ, унпа килӗшсе, пуҫне сулчӗ.

И тот согласно кивнул головой.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мана халь унпа пӗр шайра тӑма намӑс!

Мне с ним зараз зазорно на одной уровне стоять!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗн, эпӗ унпа пӗр кӳлӗмре ҫӳренӗ-им?

Что я с ним в цобах ходил?

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тата мӗн тума эсир ман мӑйран Троцкие ҫакса яратӑр, мана унпа пӗрле кӳлетӗр?

И зачем вы мне Троцкого на шею вешаете, взналыгиваете меня с ним?

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫитӗнӳсене пула Макарӑн пуҫӗ ҫаврӑнса кайнӑччӗ, унпа пӗрлех пирӗн хамӑр пуҫсем те кӑштах ҫаврӑннӑ…

Закружилась Макарова голова от успехов, заодно и наши головы малость закружились…

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хамӑрӑн хаклӑ тимӗрҫӗ Ипполит Сидорович Шалый юлташа, вӑл чӑн-чӑнах ударлӑ ӗҫленӗшӗн, — ытти колхозниксен те унпа танлашма тӑрӑшмалла, — эпир — колхоз правленийӗ — ӑна ҫак инструментсене парнелетпӗр.

— Нашему дорогому кузнецу, товарищу Ипполиту Сидоровичу Шалому, за его действительно ударную работу, по которой должны равняться все остальные колхозники, мы — правление колхоза — преподносим настоящий инструмент.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унпа юнашарах ҫине юлнӑ пӗр хӗрарӑм тӑнӑ-мӗн, вӑл хӑраса ӳкет те пӗтӗм чиркӗве янӑратсах: «Ой, аннеҫӗм! Ара вӑл пире халех ҫыртса туласа пӗтерет-иҫ!» — тесе ҫухӑрса ярать.

Рядом с ним стояла беременная баба, испугалась она да как заголосит на всю церкву: «Ой, ридна моя маты! Та вона ж зараз нас усих перекусае!»

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Старикки хӑй сӗтел хушшинче малти кӗтесре ларать, унпа юнашар — унӑн хӗрӗхелле ҫитнӗ ывӑлӗ.

Сам старик сидел за столом в переднем углу, рядом с ним — сын лет сорока.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ юриех ыран унпа пӗрле килӗрен киле ҫӳресе пӑх-ха, вӑл мӗнле майсемпе ӗҫне майлаштарнине тимлерех сӑна, — терӗ малалла Давыдов, — кун пек тунинче, туршӑн та, сана кӳренмелли нимӗн те ҫук.

— Ты из любопытства пойди с ним завтра по дворам и присмотрись, какими способами он достигает, — продолжал Давыдов, — в этом, ей-богу, нет ничего обидного для тебя.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир партизан чирне пурте чирлесе ирттернӗ, уйрӑмах пирӗннисем, флотрисем унпа хытӑ чирлӗччӗ, ну, паллах, эпӗ те чирлесе курнӑ ӗнтӗ.

Все мы партизанщиной были больны, особенно наши флотские, ну, и я конечно.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак вӑхӑтра пӳлӗме ял Совет исполнителӗ пырса кӗчӗ, унпа пӗрле — виҫӗ колхозник кӗрсе тӑчӗҫ.

В это время в комнату вошел сиделец, с ним — трое колхозников.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗҫӗн алӑк умне тӑккаланнӑ улӑма вӑл улӑм ури патнелле вӗҫтерсе пычӗ, унпа йытӑсем чавса шӑтарнӑ шӑтӑксене питӗрсе лартрӗ, улӑм урин пусӑрӑнсах тӑман кӗтессисене тураса якатрӗ, ун тӑрринчи типӗ юра шӑлса тӑкрӗ.

Он принес к скирду рассыпанную возле калитки солому, забил ее в лазы, устроенные собаками, очесал взлохмаченные углы скирда, где солома не так плотно слеглась, смел с вершины прикладка сухой снежок.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара вӑл шӑрпӑкне чӑлтах ҫутса ячӗ те курах кайрӗ: кӗтесре, сӑсӑл тултарнӑ ещӗк хыҫӗнче, Лятьевскин хӑрах куҫӗ йӑлтӑртатса илчӗ, унпа юнашарах тата ним тума аптӑраса ӳкнӗрен юбкине турткаласа, ҫамки ҫине анса ларнӑ тутӑрне тӳрлеткелесе хӑмач пекех хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ кинӗ тӑрать…

Чиркнув спичкой, увидел в углу за ящиком с отрубями одиноко блеснувший глаз Лятьевского, а рядом красную, как кумач, сноху, смущенно одергивавшую юбку и поправлявшую сбитый на затылок платок…

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed