Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Вара Турӑ умӗнче хӑйсен аслӑ пуканӗсем ҫинче ларакан ҫирӗм тӑватӑ ватӑ Турра ӳксе пуҫҫапса каларӗ: 17. эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Сана тав тӑватпӑр, Эсӗ пур, яланах пулнӑ, Эсӗ килетӗн: Эсӗ Хӑвӑн аслӑ хӑватна илсе патшана лартӑн.
Ӳлӗм 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тӑватӑ чӗрчунӑн пуринӗн те ултшар ҫунат, пур тӗлте те, пур тӗлте те, ҫуначӗсем айӗнче те — куҫ; хӑйсем кунӗн-ҫӗрӗн пӗр чарӑнмасӑр мухтавлаҫҫӗ: сӑваплӑ, сӑваплӑ, Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑваплӑ, Вӑл яланах пулнӑ, Вӑл халӗ те пур, Вӑл килӗ! тееҫҫӗ.
Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ — Альфа, Омега, Пуҫламӑшӗ те, Вӗҫӗ те; Эпӗ — Пурри, Яланах Пулни, Килесси, Пурне те Тытса Тӑраканӗ, тет.8. Я есмь Альфа и Омега, начало и конец, говорит Господь, Который есть и был и грядет, Вседержитель.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4-5. Иоанн — Асийӑри ҫичӗ Чиркӗве: Пурринчен, яланах Пулнинчен, Килекеннинчен, Унӑн аслӑ пуканӗ умӗнче тӑракан ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран — чӑн Кӳнтеленрен, вилнисенчен чи малтан Чӗрӗлсе Тӑнинчен, ҫӗр ҫинчи патшасенӗн Патшинчен — сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр; Вӑл пире юратса ҫылӑхӑмӑрсенчен Хӑйӗн Юнӗпе ҫуса тасатнӑ, 6. пире Туррӑн, Хӑй Ашшӗнӗн, патшисем, священникӗсем туса хунӑ, — Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав та, хӑват та пултӑр, аминь.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Яланах пӗр-пӗрне тӑванла юратӑр; 2. ҫул ҫӳрекенсене хапӑллама ан манӑр: хӑшӗсем ангелсене ҫул ҫӳрекенсем тесе пӗлмесӗрех хӑна туса янӑ.
Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Ҫапла хамӑр тавра кӳнтеленсем пӗлӗт пек тӑруҫӑн, эпир хамӑра мӗн пусса тӑнине сирсе ывӑтар та, хамӑра такӑнтаракан ҫылӑхран хӑтӑлар та, хамӑр умӑрта яланах Иисуса — хамӑр тӗн Пуҫлӑхне, тӗне туса ҫитернӗ Иисуса — курса тӑрса, ӑмӑртса чупакан пек чӑтӑмлӑ пулса, малалла васкар.
Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫапла тунӑ кӗлӗ чатӑрӗн малтанхи пӳлӗмне священниксем яланах Турра кӗлтума кӗреҫҫӗ; 7. тепӗр пӳлӗмне аслӑ священник анчах ҫулталӑкра пӗрре кӗрсе тухать; вӑл унта юнсӑр кӗмест; юна хӑйшӗн тата халӑхӑн пӗлмесӗр тунӑ ҫылӑхӗшӗн парнене кӳрет.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫавӑнпа Вӑл Хӑй урлӑ Турӑ патне пыракансене кирек хӑҫан та ҫӑлма пултарать, Вӑл, яланах чӗрӗскер, кирек хӑҫан та вӗсен хутне кӗме пултарать.
Евр 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй сӑваплӑ тӑванӑмсем, ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем, хамӑр патӑмӑра Янине, хамӑр тӗнӗн Аслӑ Священникне, Иисус Христоса пӗлсе ҫитӗр: 2. Туррӑн пӗтӗм ҫурчӗ-йӗрӗнче Моисей шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ пек, Вӑл та Хӑйне Янӑскершӗн яланах шанчӑклӑ.
Евр 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4-5. Эсӗ Иисус Ҫӳлхуҫана ӗненнине, юратнине тата мӗнпур сӑваплӑ ҫынна юратнине илтсе, хам кӗллӗмсенче яланах сана асӑнса Туррӑма тав тӑватӑп.
Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ вӗсене астутарсах тӑр: вӗсем аслӑ ҫынсене, пуҫлӑхсене итлесе-пӑхӑнса тӑччӑр, пур тӗрлӗ ырӑ ӗҫ тума хатӗр пулччӑр, 2. никама та усал ан калаччӑр, вӑрҫчан ан пулччӑр, лӑпкӑ пулччӑр, пур ҫынпа та яланах йӑваш пулччӑр.
Тит 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун йышши ҫынсем тӗрлӗ ирсӗр шухӑш хыҫҫӑн кайса, ҫылӑх ӑшне путнӑ хӗрарӑмсенӗн килӗсене вӑрттӑн кӗрсе вӗсене улталаҫҫӗ — 7. ҫав хӗрарӑмсем ӗнтӗ яланах вӗренеҫҫӗ, нихӑҫан та чӑнлӑха пӗлсе ҫитме пултараймаҫҫӗ.
2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Давид йӑхӗнчен тухнӑ, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Христос Ҫӳлхуҫана яланах асӑнта тыт; эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар ҫакӑ ӗнтӗ вӑл.
2 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хамӑн кӗллӗмсенче яланах, — кӑнтӑрла та, ҫӗрле те, — сана аса илнӗ чухне Турра тав тӑватӑп, эпӗ Ӑна, аттемӗрсем пек, таса чун-чӗререн ӗҫлесе тӑратӑп, 4. санӑн куҫҫульне аса илетӗп те — манӑн ҫав тери сана курас килет, вара темӗн тӗрлӗ савӑнӑттӑм.
2 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эсӗ вӗсене ырӑ ӗҫсем тума вӗрент, вӗсенӗн пуянлӑхӗ ырӑ ӗҫсем пулччӑр; уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, яланах ыттисене пулӑшма хатӗр пулччӑр, 19. ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн хӑйсем валли ҫавӑн пек мул пухчӑр, ҫапла малашнехи валли ырӑ никӗс хуччӑр.
1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пулӑшу памалли тӑлӑх арӑмсен йышне утмӑл ҫултан иртнисене ҫеҫ, пӗрре качча кайнисене ҫеҫ, кӗрт, 10. вӗсем хӑйсен ырӑ ӗҫӗсемпе палӑрнӑ ҫынсем — ачисене пӑхса ӳстернӗ, иртен-ҫӳрене хапӑл тунӑ, сӑваплӑ ҫынсенӗн урине ҫунӑ, чухӑнсене пулӑшса тӑнӑ, яланах ырӑ тума тӑрӑшакан ҫынсем — пулччӑр.
1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑвна ху та, ху мӗн вӗрентнине те асӑрхаса тӑр; ҫакна яланах ҫирӗп тытса пыр, ҫапла пурӑнсассӑн эсӗ хӑвна та, хӑвна итлекенсене те ҫӑлӑн.
1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй Ҫӳлхуҫа юратакан тӑвансем, чӑннине ӗненнӗшӗн Турӑ сире, Таса Сывлӑшпа тасатса, малтанах ҫӑлӑнма суйласа илнӗ, ҫавӑнпа пирӗн яланах сирӗншӗн Турра тав тумалла.
2 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫакна эпир Ҫӳлхуҫа пӗлтернипе калатпӑр: эпир, Ҫӳлхуҫа киличчен вилмесӗр юлнисем, вилнисенчен малтан улшӑнмӑпӑр, 16. Турӑ хушнипе архангел сасси илтӗнсе кайсассӑн, Турӑ трупи кӑшкӑртса ярсассӑн тӳперен Ҫӳлхуҫа Хӑй анӗ те, Христоса ӗненсе вилнисем малтан чӗрӗлсе тӑрӗҫ; 17. унтан вара пире, вилмесӗр юлнисене, вӗсемпе пӗрле пӗлӗтсем ҫинче тӳпене Ҫӳлхуҫана кӗтсе илме илсе кайӗҫ; вара яланах Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулӑпӑр.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй тӑвансем, халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпар илсе килчӗ: эсир ӗненсе те юратса пурӑнатӑр иккен, пире яланах ырӑпа асӑнатӑр, эпир сире курасшӑн ҫуннӑ пек, эсир те пире курасшӑн иккен — 7. ҫакӑ пире лӑплантарсах ячӗ: эй тӑванӑмӑрсем, эсир ҫапла ӗненнипе эпир, хамӑра ҫитнӗ хӗн-хура, йывӑрлӑха пӑхмасӑр, питӗ савӑнтӑмӑр; 8. эсир Ҫӳлхуҫапа пӗрле ҫирӗп тӑнӑран халӗ пирӗн те кӑмӑл ҫӗкленчӗ.
1 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.