Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Хӑвӑншӑн ҫӑка кӗнӗ ҫынна ан ман: вӑл саншӑн хӑйӗн чунне кӑларса хунӑ.18. Не забывай благодеяний поручителя; ибо он дал душу свою за тебя.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсем малтанласах Хӑй палӑртса хунӑ пек пулса пынӑ, вӗсене Вӑл пултарнӑ чухнех пайласа уйӑрнӑ.26. По определению Господа дела Его от начала, и от сотворения их Он разделил части их.
Сир 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫаран хӑра, священника хисепле, йӗрке тӑрӑх хунӑ пайне парса тӑр ӑна: 34. малтанхи тырпулран, выльӑх-чӗрлӗхрен, тӗрлӗ ҫимӗҫрен кӳмелли парнене те, ҫылӑхшӑн кӳмелли парнене те, хул пайне те, ӳкӗнӗҫ парнине те — парнесен сӑваплӑ пайне — пурне те тивӗҫлипе парса тӑр.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Йывӑр ӗҫрен, Ҫӳлхуҫа хунӑ ҫӗр ӗҫӗнчен ан пӑрӑн.15. Не отвращайся от трудной работы и от земледелия, которое учреждено от Вышнего.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ачамсем, мана — аҫӑра — итлӗр, ҫӑлӑнас тесессӗн эпӗ каланӑ пек пурӑнӑр: 2. Ҫӳлхуҫа этем ашшӗне ачи-пӑчи тӗлӗшӗнчен асла хунӑ, амӑшне ывӑлӗсем тӗлӗшӗнчен тӳре тивӗҫне панӑ.
Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав ҫилле вӑл ӳт вӑйӗпе, кӑралпа ҫӗнтермен, хаса паракана сӑмахпа, аттемӗрсене тупа тунине, вӗсемпе халал хывнине аса илтерсе парӑнтарнӑ: 23. ӗнтӗ вилнисем пӗрин ҫинче тепӗри купаланса выртнӑ чухне вӑл, варрине тӑрса, ҫилле чарса лартнӑ, чӗррисем патне пыракан ҫула пӳлсе хунӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Санӑн халӑху, тӳрӗ ҫынсем ҫӑлӑнасса кӗтнӗ пекех, тӑшмансем пӗтессе те кӗтнӗ: 8. Эсӗ тӑшмансене мӗн тӗлӗшӗнчен айӑпланӑ, пире, Хӑв йышӑннӑ ҫыннусене, ҫав тӗлӗшрен асла хунӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫав каҫ ҫитессе пирӗн аттесене малтанах пӗлтерсе хунӑ: вӗсем, хӑйсене пама пулнине ҫирӗп шанса-ӗненсе, канӑҫлӑ тӑччӑр тенӗ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Е тата пӗр-пӗр каскалакан юрӑхлӑ йывӑҫ касса, унӑн пӗтӗм хуппине ӑстайлӑ сӳсе, хитре якатса унран кил-ҫуртра тыткаламалли савӑт тунӑ, 12. турпасӗпе вара апат пӗҫернӗ, тӑраннӑ; 13. пӗр каскаланчӑкне, ниме юрӑхсӑрскере, кукӑр та туратлӑ пуленкене, пушӑ вӑхӑтра тӑрӑшса чутланӑ, ӑста аллипе якатса ӑна этем евӗрлӗ тунӑ 14. е пӗр-пӗр ахаль чӗрчун евӗрлӗ калӑпланӑ, хӗрлӗ сӑрӑпа сӗрсе ҫиелтен каллех сӑрланӑ, пӗтӗм шӑтӑк-путӑкне сӑрласа лартнӑ, 15. вара, ун валли тивӗҫлӗ вырӑн хатӗрлесе, ӑна ҫавӑнта тимӗртен ҫакса хунӑ.
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Хӑйсене тарӑхтарса асаплантарни хӑйсем турӑ вырӑнне хунӑ чӗрчунсене те ҫитсессӗн, хӑйсене ҫавсем урлӑ хаса панине курсассӑн, вӗсем чӑн Турра пӗлсе ҫитнӗ — халиччен Ӑна пӗлесшӗн те пулман; 28. ҫавӑнпа вӗсене пӗтмеллипех айӑпланӑ.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Манӑн йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм — питӗрсе илнӗ йывӑҫ пахчи, хупса хунӑ пусӑ, пичет пуснӑ ҫӑлкуҫӗ; 13. эсӗ лартнӑ хунав пахчи — нар улмийӗн пахчи, паха улма-ҫырла, кипер, нард йывӑҫҫисем, 14. нард тата шафран, аир тата корица, ырӑ шӑршӑ саракан тӗрлӗ йывӑҫ, мирра тата алой, тем тӗрлӗ техӗмлӗ курӑк; 15. пахчари пусӑра — таса шывлӑ ҫӑлкуҫӗ, Ливан тӑвӗ ҫинчен юхакан юхӑм шыв.
Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӳпене кам улӑхса аннӑ? кам ҫиле ывӑҫласа тытнӑ? кам шыва тумтир аркине ҫыхса хунӑ? кам ҫӗр чиккисене лартса тухнӑ? унӑн ячӗ мӗнле? ун ывӑлӗн ячӗ мӗнле? пӗлетӗн-и?
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа ятне мухтаччӑр: Вӑл [каланӑ та — пулнӑ,] хушнӑ та — пулса тӑнӑ; 6. вӗсене ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе туса хунӑ; улӑшӑнми йӗрке панӑ.
Пс 148 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ман валли карса хунӑ серепесенчен, усал ҫынсен танатисенчен сыхласам мана.9. Сохрани меня от силков, поставленных для меня, от тенет беззаконников.
Пс 140 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Санӑн куҫу манӑн чӗрӗ тӗввӗме курнӑ; эпӗ пӗр кун пурӑничченех мана пӳрнӗ пӗтӗм куна Хӑвӑн кӗнекӳ ҫине ҫырса хунӑ.
Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Унӑн ҫак ӗҫне сыпӑкран сыпӑка, ӗмӗрлӗхе пыракан тӳрӗлӗх вырӑнне хунӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӗр ҫурӑлса кайнӑ та — Дафана ҫӑтса янӑ, Авирон эшкерне хупласа хунӑ.17. Разверзлась земля, и поглотила Дафана и покрыла скопище Авирона.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсенӗн тӑшманӗсене шыв хупласа хунӑ: вӗсенчен пӗри те чӗрӗ юлман.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Патша ҫын янӑ та унӑн тӑллине хывтарнӑ, халӑхсене тытса тӑраканӗ ӑна ирӗке кӑларнӑ; 21. ӑна хӑйӗн килӗ-ҫуртӗнче асли туса хунӑ, хӑйӗн мӗн пуррине пӑхса тӑраканӗ тунӑ: 22. патша улпучӗсене хӑй кӑмӑлне кайнӑ пек ӑс патӑр, аслӑ ҫыннисене ӑслӑлӑха вӗренттӗр тенӗ.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавна Вӑл Иаковшӑн саккун тунӑ, Израильшӗн ӗмӗрлӗх халал туса хунӑ: 11. «сана Ханаан ҫӗрне еткерлӗхе парӑп» тенӗ.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.