Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юн the word is in our database.
юн (тĕпĕ: юн) more information about the word form can be found here.
Алманчӑ ӑна чӗп-чӗр юн пуличчен хӗнесе хӑварма тесе аллине ҫӗкленӗччӗ, анчах Ахтупайӑн вутпа ҫунса тӑракан куҫӗсене асӑрхарӗ те хӑйӗн ҫиллине тытса чарчӗ.

Help to translate

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Элентей хӑйне кӑштах тӑван тивет пулсан та Урасмет ӑна чӗп-чӗр юн пуличчен хӗнесе тӑкрӗ, вара тек кунта килсе ан кӗр тесе тарҫа пахча хыҫне кӑларса ывӑтрӗ.

Help to translate

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫурӑлса каякан пульӑна пуҫ миминчен иккӗмӗш хут кӑларма тытӑннӑ пулнӑ профессор, анчах шалти тымарсенчен юн юхма тапраннине чарма унӑн ӑсталӑхӗ ҫитеймен.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юн сурман-и?

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кунӗн-ҫӗрӗн тифпа чирлисен юн тымарне эп шутласа тӑни, алран шприц тухса ӳкиччен вӗсен ӳтне камфора ярса ҫӳрени, тӑна кӗреймесӗрех асапланса вилекенсем патӗнче куҫа хупмасӑр эп ларса ирттерни — саншӑн нимӗн те мар иккен, «артист»!

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗрарӑмӑн юн пусӑмӗ те ӳссе кайнӑ иккен.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юн юхтарса выртакан старик куҫ умне тухса тӑчӗ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сылтӑм аллипе уҫӑ ҫыххине чӑмӑртанӑ Артур хапха юпи кутӗнче выртнӑ-мӗн, унӑн ҫӑварӗнчен юн юхнӑ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пирӗн салтаксем сывлӑш пӳлӗниччен, юлашки юн тумламӗ юлмиччен ют патшалӑх интервенчӗсене хирӗҫ кӗрешрӗҫ пулсан та, хӑйсене валли ним ырлӑх та тупаймарӗҫ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Апла Ленин Раҫҫее нимӗҫсен аллине пӗр пуссӑр, тумлам юн тӑкмасӑр пама хатӗр!

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эклампси иртсе кайнӑ пулсан та, Соньӑн юн пусӑмӗ вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ӳссе пынӑ-ха: ҫавӑнпа куҫӗсем те тӗксӗмленчӗҫ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юн пусӑмӗ чакнӑ, теҫҫӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ассистент юн пусӑмне тӗрӗслерӗ те савӑнӑҫлӑн: — Ҫӗр аллӑпа тӑхӑрвуннӑ хушшинче, — терӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юн пусӑмӗ мӗнле?

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Палӑртнӑ вӑхӑтра юп тымарӗпе ӳт ӑшне эмел яма, юн таппине тӗрӗслесе тӑма каларӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мухтав турра, юн тӗсӗ палӑрмасть, — терӗ профессор, куҫҫулӗ пек тӑп-тӑрӑ шӗвек пробиркӑна юхнине курса.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуҫ мимине юн кайман-ши?

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юн таппине виҫсе пӑхрӗ: вӑл ытла та ӳссе кайнӑ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анна Ефимовна ун патӗнчен кайма та пӗлмерӗ: ура тупанӗсем ҫумне тутӑрпа чӗркесе хунӑ грелкӑна тӳрлеткелерӗ, сылтӑм аяк ҫине ҫавӑрса вырттарчӗ, юн таппине виҫе-виҫе пӑхрӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аран-аран чакрӗ юн пусӑмӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed