Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урӑххи the word is in our database.
урӑххи (тĕпĕ: урӑххи) more information about the word form can be found here.
Тен, сирӗн пит-куҫӑр ҫинче хуйхӑ палӑрнӑ пулӗччӗ (сире манпа кичем пулман тени тӗрӗс пулсан), е эсир, манӑн ырӑ ӗмӗтсене ӑнланса илеймесӗр, кӳреннӗ пулӑттӑр: ӑна та, кӑна та тӳссе ирттереймен пулӑттӑм та, каллех урӑххи ҫинчен калаҫу пуҫарнӑ пулӑттӑм, ун чухне вара таса ӗмӗтсем пӗтӗмӗшпех пӗтсе, ыран тӗл пулма калаҫса татӑлнипе вӗҫленнӗ пулӗччӗҫ.

Может быть, на лице вашем выразилась бы печаль (если правда, что вам нескучно было со мной), или вы, не поняв моих добрых намерений, оскорбились бы: ни того, ни другого я не перенесу, заговорю опять не то, и честные намерения разлетятся в прах и кончатся уговором видеться на другой день.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тепӗр чухне эпӗ ҫакӑн евӗрлӗ мӗн те пулин каласшӑн, анчах пачах урӑххи ҫинчен калатӑп.

Иногда я и хочу сказать что-то похожее на это, а говорю совсем другое.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Кунта урӑххи нимӗн те ҫук!

— Больше ничего тут нет и не было!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольга япӑх хӗр мар, ун чӗрине уссисемпе кӑтӑклаймӑн, хӑлхине хӗҫ сассипе килентереймӗн, тейӗпӗр; анчах вара урӑххи кирлӗ…

Положим, Ольга не дюжинная девушка, у которой сердце можно пощекотать усами, тронуть слух звуком сабли; но ведь тогда надо другое…

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кам та пулин урӑххи ҫапла тӑвас пулсан та — турӑ сыхлатӑр!

Боже сохрани, если б это вздумал сделать и другой!

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗнле те пулин хут ҫине алӑ пусмалла-и, е вулӑсра ӗҫ, е мӗн-тӗр урӑххи… никам пултараймасть…

Когда гумагу какую нужно подписать, или в волости дело, или что… никто не может…

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Анчах ума пачах урӑххи тухса тӑчӗ: пӗвӗпе лутрарахскер, хӗрлӗ ҫӳҫне кӗске кастарнӑскер.

Но вперед вылез совсем другой мальчишка, ниже ростом, рыжий и коротко стриженый.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Анчах эпӗ урӑххи ҫинчен калатӑп-ха — унӑн шӑпи пек телейсӗр шӑпа никамӑн та пулман-ҫке.

Но я говорю о другом — о самой исключительности судьбы его.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Этеме курӑнакан тулаш харсӑрлӑх пирки мар кунта сӑмах — урӑххи, шалти, чун-чӗрене канӑҫ паман хӑват пирки.

Help to translate

Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27

Урӑххи вӑл Ромашовччӗ.

Это другое был Ромашов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каллех калаҫатпӑр эпир, халь ӗнтӗ урӑххи ҫинчен, пӑшӑлтатса кӑна.

Опять мы говорили теперь шёпотом, и совсем о другом — после того как долго молчали.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тата урӑххи пӑшӑрхантарчӗ мана.

Но другое волновало меня.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав шухӑша витӗр пӑхсан, ун хыҫӗнче йӑлтах урӑххи тӑрать, терӗм.

Но что за всем этим стоит другое, совершенно другое.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лӑпланма кирлӗччӗ-ха, урӑххи ҫинчен шухӑшламаллаччӗ, вунҫичӗ сехет тӗлне Гидрографически управленире мана Р. кӗтме пулни ҫинчен аса илтӗм эпӗ.

Нужно было успокоиться, то есть подумать о другом, и я вспомнил о том, что в семнадцать часов Р. будет ждать меня в Гидрографическом управлении.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урӑххи, ҫавӑн пекех чи кирли ҫинчен калаҫӑпӑр…

Поговорим о другом, не менее важном…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫук, урӑххи, вӑхӑтсӑр ватӑлса кичемленнӗ Катя.

Нет, другая, мрачная, постаревшая Катя,

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах куҫа палӑрсах кайми халӑх хушшинчен хам тахҫан ыталанӑ чух кӑмӑлсӑр пӑхакан Катя мар тухса тӑчӗ ман умма, хама телей кӳрекен Катя мар — урӑххи тухрӗ.

Но не Катя, у которой становилось строгое выражение, когда я обнимал её, не Катя, которая была моим счастьем, вышла из нестройной туманной толпы и встала передо мною.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен шӑпах ҫав сехетре манӑн театрта пулас пур-и, е нимӗн тумасӑрах ҫывӑрнӑ вӑхӑт пулӗ, е тата кампа та пулин калаҫасси, хальхи пек каласси пулӗ, акӑ бригадир мӗн ҫинчен те пулин урӑххи ҫинчен шухӑшласа, пуҫа ҫӗклетмесӗр ӗҫлеме сӗнчӗ, эпир пӗчӗк редакторшӑпа пӗр-пӗрин ҫине пӑхрӑмӑр та кулса ятӑмӑр.

Быть может, в этот час я буду в театре, или буду спать, ничего не чувствуя, или буду разговаривать с кем-нибудь и смеяться, как сейчас, когда бригадир посоветовал нам работать машинально, то есть думая о чём-нибудь другом, и мы с чёрненькой редакторшей посмотрели друг на друга и рассмеялись.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня Испани ҫинчен каласа парать те, мана тахҫан манӑҫнӑ тӗлӗнмелле туйӑм ҫавӑрса илет: такам урӑххи ҫинчен каласа панӑ пек итлетӗп ӑна эпӗ.

Саня рассказывает об Испании. И странное, давно забытое чувство охватывает меня: я слушаю его, как будто он рассказывает о ком-то другом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ӑнланатӑп эп; сана, кӑмӑлна кура, урӑххи кирлӗ…

— Я понимаю, что тебе по твоему настроению другое нравится…

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed