Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, урса ҫитсе, сӗтел ҫинче ларакан пӑхӑр шандала тытрӗ те ӑна Силвио ҫине вӑркӑнтарчӗ, лешӗ кӑшт ҫеҫ пӑрӑнса ӗлкӗрчӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Кирила Петрович урса кайнӑ, князь ӑна ашшӗ ҫыру ҫинчен пӗлнине хӗре хӑйне систересрен аран-аран ӳкӗте кӗртсе чарнӑ.
XVI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тепӗр чухне мӗскӗнӗн хӑйӗнчен икӗ утӑмри упа урса кайнӑ пек мӗкӗрсе сикнине, вӑл икӗ ури ҫине тӑрса хӑрушшӑн хӑлаҫланнине пӑхса, виҫшер сехет таранах стена ҫумне лӑпчӑнса тӑма тивнӗ.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унтан вара, тарӑхса ҫитсе, урса кайнӑ пек мӗкӗре-мӗкӗре, упа пичке ҫине сикме тытӑннӑ.Он входил в совершенное бешенство, с ревом бросался на бочку.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл, урса кайнипе, тарӑхнӑ самантрах мӗн пур дворовӑйсене пухса Кистенӗвкӑна (кӳршин ял ячӗ ҫапла пулнӑ) аркатма, ӑна тӗппех ҫаратса, помещикне хӑйне усадьбинчех хупӑрласа илме шут тытса пӑхнӑ.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Йывӑҫсем хушшинче урса кайса ҫил улать, таврара мӗн пуррине пурне те хӑйпе пӗрле юрлаттарса шавлаттарать.Среди деревьев выл разъяренный ветер, заставляя всё вокруг шуметь вместе с ним.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Урамра ҫаплах ахӑр самана кӗрлет, урса кайнӑ аслати такама вӑрҫать, хӑратать, пушӑпа ҫапнӑ пек ҫиҫӗм ҫиҫет: ҫат, ҫат!..
Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова
30. Сӑлан пӑхакансен пуҫлӑхӗ вара, ҫав тискер кайӑксене латӑнпа хутӑштарнӑ ырӑ шӑршӑллӑ эрехпе шӑварса урса каяс патнех ҫитернӗскер, вӗсем ҫумне хӑрушӑ вӑрҫӑ сӑпрайӗ ҫыха-ҫыха лартнӑ, вара ир-ирех — халӑх та ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе, хуларан тухса, лашасене ӑмӑртса чуптармалли вырӑна васканӑ чухне — кермене пынӑ та патшана ӗнтӗ тумалли ӗҫ ҫинчен аса илтернӗ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Анчах тухӑҫран та ҫурҫӗртен ҫитнӗ хыпарсем ӑна хӑратса пӑрахӗҫ те, вӑл, урса кайса, ҫавӑнталла ҫул тытӗ, аркатӗ, ҫӗмӗрӗ вара, нумайӑшне тӗп тӑвӗ; 45. вӑл хӑйӗн патша чатӑрӗсене тинӗспе мухтавлӑ сӑваплӑ Ҫуртӑн тӑвӗ хушшине карса тухӗ; анчах хӑйӗн вӗҫӗ тӗлне ҫитсе тӑрӗ, ӑна никам та пулӑшмӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Навуходоносор, тарӑхса та урса кайнӑскер, Седраха, Мисаха тата Авденагона илсе килме хушнӑ; вара ҫавӑ арсене патша патне илсе пынӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫавӑ кун вӑл урса кайнӑ тинӗс кӗрлевӗ пек мӗкӗрсе ярӗ; ҫӗр ҫине пӑхса илӗ — акӑ ӗнтӗ сӗмлӗх, хуйхӑ-суйхӑ, пӗлӗтсем ҫинчи ҫутӑ та сӳнсе ларнӑ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кӑнтӑр тӗлӗ иртнӗ, вӗсем пур — ҫаплах-ха, каҫхи парне кӳрес вӑхӑт ҫитичченех, урса кайса кӑшкӑрашнӑ; анчах нимӗнле сасӑ та пулман, нимӗн те илтӗнмен.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.