Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав вӑхӑтрах юлташӗпе Коля Акимовпа ирех тӑрса кросс чупма, хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнма тытӑнаҫҫӗ.
Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Ҫапла вӗренекенсемпе вӗрентекенсем вӑрҫӑ паттӑрӗн амӑшӗпе ҫыру ҫӳретме тытӑнаҫҫӗ.Таким образом учителя и ученики стали переписываться с матерью героя войны.
Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Лариса Ивановна хӑшпӗр хӗрарӑмран тӗлӗнет, вӗсене ӑнланма пултараймасть: — Амӑшӗн правинчен хӑтарма пуҫлаҫҫӗ те эх тытӑнаҫҫӗ вара: «Ачасене чей вӗретсе ӗҫтерме те укҫа ҫук!»
Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
Кун ҫути тӗттӗмленнӗ май Анат Уратьма ялӗнчи уява хатӗрленме тытӑнаҫҫӗ.
Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Аслисем сӑмах тапратсанах кӗҫӗннисем хавхаланса каяҫҫӗ те тавралӑха тата вичкӗнрех куҫпа сӑнама тытӑнаҫҫӗ.
Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Аслисем ӗҫре чухне ача вӑхӑта мӗнле ирттересси ҫинчен чылай ҫемьере малтанах шухӑшлама тытӑнаҫҫӗ.
Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Кӗрхи ӗҫсем вӗҫленсен аслӑраххисем те килме тытӑнаҫҫӗ.После завершения осенних работ, и взрослые начинают приходить.
Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Таварсен ҫӗнӗ тӗсӗсене «Гравена Акрил», «Шупашкарти ҫурт-йӗр тӑвакан комбинат» предприятисенче туса кӑларма тытӑнаҫҫӗ, ҫавӑн пекех «ЧЭТА», «ЭКРА», «Бреслер», «Динамика» предприятисен ҫӗнӗ производство площадкисем уҫӑлаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Кӑҫал Индустри паркӗн территорийӗнче «ЭнергоМаш» завод», «БИРС Арматура», «Прессдеталь» предприятисем ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Федерацин яла аталантармалли программи шайӗнче Вӑрмар, Ҫӗрпӳ тата Елчӗк районӗсенче нумай функциллӗ культура центрӗсем тума тытӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Дыньӑн тӗп тунинче вара ама чечексем хӑвӑрт тухмаҫҫӗ, туратланса тухакан ҫеҫкере ама чечексем хӑвӑртрах тытӑнаҫҫӗ.
Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№
— Библиотекӑран чи нумай кӗнеке илсе вулакансене тӑтӑшах палӑртатпӑр, — каласа парать Ольга Николаевна. — Ачасем хӑйсен ятне илтсен питӗ савӑнаҫҫӗ, пушшех те пикенсе вулама тытӑнаҫҫӗ.
Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
«Вӗсем мана йӑлӑхтарсах ҫитерчӗҫ, йӗркеллӗ пурӑнма памаҫҫӗ. Эпӗ Ишлӗре килте пӗлтӗрхи раштавра юлашки хут пултӑм. Анчах мана кӗртмерӗҫ, алӑка питӗрчӗҫ. Хамӑн кил-ҫурта кирек хӑҫан та пырса ҫӳреме ирӗк пур манӑн. Япаласене кислота сапса ҫунтарса ячӗҫ, пушмаксене касса вакларӗҫ. Питӗ «ӑслӑ» арӑм тупнӑ та, ӑна итлесе пурӑнаҫҫӗ. Урамра е автобусра курсан тӳрех хӑртма, кӑшкӑрма тытӑнаҫҫӗ», — ӑнлантарчӗ Ольга Краснова.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
«Шкула ача сачӗ ҫумӗнче туса хума май паракан проектсем пур: ҫакӑ хӑтлӑ тата вӗрентӗве пӗр тикӗс ҫаврапа йӗркелет. Кӑҫал пуҫланакан программӑпа 25 млрд тенке усӑ курма тытӑнаҫҫӗ те ӗнтӗ», – тенӗ премьер.
Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Ун пирки хаҫатра хӗр шырани пирки пӗлтерӳ парсах арӑм шырама тытӑнаҫҫӗ.По этому поводу, написав в газету объявление о поиске девушки, начинают искать жену.
Киле килнӗ Тур ҫырни Чӗмпӗр тӑрӑхне каять // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11640.html
Ҫав стандартсемпе килӗшӳллӗн 2015 ҫултан пуҫласа ял ҫӗрӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑнсенче куҫӑмлӑ сийлӗ автомобиль ҫулӗсем тума тытӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
«Каяшсемпе усӑ курасси» акционерсен хупӑ обществипе концесси килӗшӗвӗ тунӑ тата кӑҫалхи III кварталта кунта йӑлари каяшсене йышӑнма тытӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Пулас инженерсемпе конструкторсем специальноҫсене шкул саккинченех алла илме тытӑнаҫҫӗ.Будущие инженеры и конструкторы начинают осваивать специальности уже со школьной скамьи.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945