Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапранса (тĕпĕ: тапран) more information about the word form can be found here.
Лешӗсем, тапранса тухса, Иерусалима пырса ҫитнӗ; каллех тапранса тухса, пир-авӑр шуратмалли хире каякан ҫул ҫинче, Тури пӗвен шыв ҫулӗ патӗнче чарӑнса тӑнӑ.

И пошли, и пришли к Иерусалиму; и пошли, и пришли, и стали у водопровода верхнего пруда, который на дороге поля белильничьего.

4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Езекия вунтӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сеннахирим, Ассири патши, Иудӑн мӗнпур ҫирӗплетнӗ хулисене хирӗҫ тапранса тухнӑ та вӗсене ярса илнӗ.

13. В четырнадцатый год царя Езекии, пошел Сеннахирим, царь Ассирийский, против всех укрепленных городов Иуды и взял их.

4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Менаим — Фирца хулинчи Гадий ывӑлӗ — тапранса тухнӑ та Самарие ҫитнӗ, Самарире ӗнтӗ Селлума, Иавис ывӑлне, вӗлерсе пӑрахнӑ, ун вырӑнне хӑй патшана ларнӑ.

14. И пошел Менаим, сын Гадия из Фирцы, и пришел в Самарию, и поразил Селлума, сына Иависова, в Самарии и умертвил его, и воцарился вместо него.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӗнтӗ Израиль патши Иоас тапранса тухнӑ, вара вӗсем — Иоас тата Иудея патши Амасия — Иудейӑри Вефсамис хули ҫывӑхӗнче куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ.

И выступил Иоас, царь Израильский, и увиделись лично он и Амасия, царь Иудейский, в Вефсамисе, что в Иудее.

4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ииуй тапранса тухнӑ та Самарие ҫитнӗ.

12. И встал, и пошел, и пришел в Самарию.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫав вӑхӑтра Иорам патша, Самарирен тапранса тухса, пӗтӗм Израиль халӑхне хӑй тавра пуҫтарнӑ; 7. вӑл тата Иудея патши Иосафат патне ҫынсем янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: Моав патши манран уйрӑлчӗ, эсӗ манпа пӗрле ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа пыратӑн-и? тенӗ.

6. И выступил царь Иорам в то время из Самарии и сделал смотр всем Израильтянам; 7. и пошел и послал к Иосафату, царю Иудейскому, сказать: царь Моавитский отложился от меня, пойдешь ли со мной на войну против Моава?

4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Ҫулталӑк иртсессӗн Венадад Сири ҫыннисене пуҫтарнӑ та Израильпе вӑрҫӑ вӑрҫма Афек хули патне тапранса тухнӑ.

26. По прошествии года Венадад собрал Сириян и выступил к Афеку, чтобы сразиться с Израилем.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Малтан ҫӗр пуҫлӑхӗсен тарҫисем тапранса тухнӑ.

17. И выступили прежде слуги областных начальников.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Вӗсем кӑнтӑр тӗлӗнче тапранса тухнӑ.

16. И они выступили в полдень.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫапла Израиль патши Вааса Иудейӑна хирӗҫ тапранса тухнӑ та, Иудея патши Аса патӗнчен никам та ан каяйтӑр, ун патне никам та ан килейтӗр тесе, Рама хулине тума тытӑннӑ.

17. И вышел Вааса, царь Израильский, против Иудеи и начал строить Раму, чтобы никто не выходил и не уходил к Асе, царю Иудейскому.

3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Филистимсем пуҫтарӑннӑ та тапранса тухса кайнӑ, Сонам хулинче тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ; Саул та пӗтӗм Израиль халӑхне пуҫтарнӑ, вӗсем Гелвуй сӑрчӗ ҫинче тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ.

4. И собрались Филистимляне и пошли и стали станом в Сонаме; собрал и Саул весь народ Израильский, и стали станом на Гелвуе.

1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Израиль ҫыннисем, Массифӑран тапранса тухса, филистимсене хыҫалтан хӑваласа кайнӑ, вӗсене Вефхор ҫывӑхӗнчи вырӑна ҫитичченех аркатса пынӑ.

11. И выступили Израильтяне из Массифы, и преследовали Филистимлян, и поражали их до места под Вефхором.

1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫапла вӑл хӑй пурӑннӑ вырӑнтан тапранса тухнӑ, икӗ кинӗ те унпа пӗрле пулнӑ.

7. И вышла она из того места, в котором жила, и обе снохи ее с нею.

Руфь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Гивӑн анӑҫ енӗнче пытанса ларнӑ израильсем те тапранса тухнӑ.

И засада Израилева устремилась из своего места, с западной стороны Гивы.

Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Израиль ывӑлӗсем вара ир-ирех тапранса тухнӑ та Гива ҫывӑхӗнче тапӑрӑн чарӑнса тӑнӑ; 20. ҫапла израильсем Вениамина хирӗҫ вӑрҫа тухнӑ, Гива патӗнче ҫапӑҫӑва йӗркеленсе тӑнӑ.

19. И встали сыны Израилевы поутру и расположились станом подле Гивы; 20. и выступили Израильтяне на войну против Вениамина, и стали сыны Израилевы в боевой порядок близ Гивы.

Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Иуда ӗнтӗ тапранса тухнӑ, ханаансемпе ферезейсене Ҫӳлхуҫа вӗсен аллине ӳкернӗ, Везек теекен вырӑнта вӗсем тӑшманӗсене вунӑ пин ҫын пӗтернӗ.

4. И пошел Иуда, и предал Господь Хананеев и Ферезеев в руки их, и побили они из них в Везеке десять тысяч человек.

Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Иисус аллине тӑссанах, пытанса тӑнӑ ҫар вырӑнтан тапранса хуланалла вӑйкӑннӑ, хулана вирхӗнсе кӗнӗ, ярса илсессӗнех ӑна вут тивертсе янӑ.

19. Сидевшие в засаде тотчас встали с места своего и побежали, как скоро он простер руку свою, вошли в город и взяли его и тотчас зажгли город огнем.

Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вара халӑх Иордан урлӑ каҫмашкӑн хӑйӗн чатӑрӗсем патӗнчен тапранса тухнӑ, священниксем халӑх умӗнчен [Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчине ҫӗклесе пынӑ, 15. ҫапла [Ҫӳлхуҫа саккунӗн] арчине йӑтса пыракансем Иордана пырса кӗрсессӗнех, арча ҫӗкленӗ священниксем урине шыва чиксессӗнех [Иордан вара тулӑ вырнӑ вӑхӑтра яланах ҫыранӗнчен тухса ейӗве кайса выртать], 16. тури енчен юхакан шыв тӑпах чарӑннӑ та Цартан ҫывӑхӗнчи Адам хули патне ҫитичченех хӳме пек пӳлӗнсе тӑнӑ; анаталла юхакан шывӗ тӳремлӗх тинӗсне, Тӑварлӑ тинӗсе, юхса кайса пӗтнӗ.

14. Итак, когда народ двинулся от своих шатров, чтобы переходить Иордан, и священники понесли ковчег завета [Господня] пред народом, 15. то, лишь только несущие ковчег [завета Господня] вошли в Иордан, и ноги священников, несших ковчег, погрузились в воду Иордана - Иордан же выступает из всех берегов своих во все дни жатвы пшеницы, - 16. вода, текущая сверху, остановилась и стала стеною на весьма большое расстояние, до города Адама, который подле Цартана; а текущая в море равнины, в море Соленое, ушла и иссякла.

Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иисус ирхине ирех тӑнӑ та, вара вӗсем, — вӑл хӑй тата пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, — Ситтим хулинчен тапранса тухса Иордан хӗррине ҫитнӗ, ҫавӑнта ҫӗр выртнӑ, шывӗ урлӑ каҫман-ха.

1. И встал Иисус рано поутру, и двинулись они от Ситтима и пришли к Иордану, он и все сыны Израилевы, и ночевали там, еще не переходя его.

Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, парас нихӑш кил-ҫуртра та Пасха пусма пултараймастӑн; 6. ӑна Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, Хӑйӗн ячӗ валли Хӑй суйласа илнӗ вырӑнта ҫеҫ каҫпала, хӗвел аннӑ чухне, шӑпах хӑв Египетран тапранса тухнӑ вӑхӑтра, пус; 7. ӑна вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илнӗ вырӑнта пӗҫерсе ҫи, тепӗр кунне ӗнтӗ каялла таврӑнма, хӑвӑн чатӑрусене кӗме пултаратӑн.

5. Не можешь ты заколать Пасху в котором-нибудь из жилищ твоих, которые Господь, Бог твой, даст тебе; 6. но только на том месте, которое изберет Господь, Бог твой, чтобы пребывало там имя Его, заколай Пасху вечером при захождении солнца, в то самое время, в которое ты вышел из Египта; 7. и испеки и съешь на том месте, которое изберет Господь, Бог твой, а на другой день можешь возвратиться и войти в шатры твои.

Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed