Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫук, хирӗҫлеме юрамасть манӑн. Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах татса памалла!» — мӗлтлетсе иртрӗ Павӑл пуҫӗнче.Но нет — я не должен возражать. Быстрей надо решать, быстрей…» — проносилось у Павле в голове.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
«Чи кирли — пуштӑна илсе ҫитерсе памалла, ҫыхӑнӑва татмалла мар, ытти пӗтӗмпех ман ӗҫ», — тесе ответлет вӑл критикӑна хирӗҫ, вара хӑйӗн ҫул ҫинчи вӑрттӑнла ӗҫӗсем ҫинчен тӗрлӗрен тӑрӑхласа каласа парать.
13 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чикӗ урлӑ каҫнӑ ҫав виҫӗ ҫын юри янӑ, урӑххи ҫинчен шухӑшлаччӑр тесе тунӑ ушкӑн ҫеҫ — ҫакна Громада ӗненет, халӗ тӑваттӑмӗш, тӗп лазутчике ӑҫта тата епле шырассине татса памалла.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Унӑн хӑй участокӗнчи ҫӗршыв чиккине пӑснӑ ҫынна мӗнле те пулин хӑвӑртрах тытмалла, хамӑра сиен кӳме памалла мар.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫак ыйтусене татса пама пулать, татса памалла та — ӑна тума Громада генералӑн пысӑк опычӗ пулӑшӗ.Богатый опыт генерала Громады говорил о том, что эти вопросы могут и должны быть разрешены.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Метафизикӑлла шухӑшсем теп вырӑн йышӑнакан хамӑрӑн калаҫусенче эпӗ ак мӗнле минута юрататӑп; шухӑшсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑвӑртрах та хӑвӑртрах шӑвӑна-шӑвӑна тата пӗтӗмленнӗҫемӗн пӗтӗмленсе пырса, юлашкинчен сӑмахпа каласа памалла мар тӗтреленеҫҫӗ те, мӗн шухӑшланине калатӑп тесе шутласа, пач урӑххи ҫинчен калама пуҫлатӑн.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак сӑн — Володьӑн хура кӑранташпа тунӑ пӗрремӗш ӳкерчӗкӗ, ӑна ҫуралнӑ кун ячӗпе паян кукамая памалла.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Барометр йӗппи ӳкни ҫинчен Карл Иванычпа темиҫе сӑмах калаҫкаласан тата, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ҫамрӑк сунар йыттисене итлесе пӑхас кӑмӑлӗ пуррипе, вӗсене апат памалла марри ҫинчен Якова каласан, атте эп кӗтнӗ пек мар, урӑхла турӗ, пире, сунара илсе каяссипе йӑпатса, вӗренме ячӗ.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакнашкал пытанса ларни отряд кун-ҫулне татса парассине Учапа Павӑл ертсе пыракан ҫынсем халь ӗнтӗ пурте ӑнланчӗҫ: ӗнерхи сурансене сиплемелле, урӑхла каласан, отряд валли пемелли хатӗрсем тупса памалла, Павӑлпа Уча кӑларса тӑратнӑ хире-хирӗҫле икӗ плана пурнӑҫа кӗртме пулӑшмалла.
10 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Каялла чакнӑҫем чакса пынӑ чухне ӑна ҫӗнтерӳ шанчӑкне епле памалла?Как заставить его сейчас, в дни поражений, поверить в победу?
9 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫӗр чӑмӑрӗн ҫуррине пӗр хӗрхенмесӗр юнпа тултаракан вӑрҫӑн тупсӑмне ку ачана епле ӑнлантарса памалла?Как разъяснить мальчугану, за что льется кровь, орошая половину земного шара?
9 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Йывӑр самант ҫитсе тӑчӗ, мӗн тумаллине хӑвӑрт татса памалла.Момент был критический, необходимо было принять немедленное решение.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑхӑт пур чух ыйтӑва хӑвӑртрах, халех татса памалла пек.
7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ ӑна айӑпларӑм, вунӑ кун хушши патрон памалла мар турӑм.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Отрядӑн кун-ҫулне халӗ пирӗн хамӑрӑн татса памалла.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Командовани мӗн тӑвасси пирки шухӑшлама салтака вӑхӑт памалла мар, ӑна ӗҫсӗр лартмалла мар…— Солдат не должен иметь досуга, тогда он не станет размышлять о делах штаба.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Манӑн ӑна, — тетӗп, — питӗ паха оперативлӑ сводкӑсем каласа памалла.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Японецсене малтанах вӗсен вырӑнӗ ӑҫта пулнине кӑтартса памалла.
III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Вӑл ыттисене те ҫакна вӗрентнине кӑтартса памалла?
68 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл чӑн-чӑн ҫынсене, совет ҫыннисене, коммунистсене вӗрентсе ӳстернине кӑтартса памалла?Доказывать, что он воспитывал настоящих людей, советских людей, коммунистов?
68 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.