Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйне паллаттарас мар тесе вӑл антӑрлӑхлӑ калпакне куҫӗ ҫинех антарса лартнӑ.Ее лицо по самые глаза закрывала шляпа с тесемками — видимо, девушка не хотела, чтобы ее узнали.
Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Куҫӗ ҫурма тӗттӗме хӑнӑхса ҫитсен Ивук унталла ярса пусрӗ те путмар ҫинче выртакан юлташне ыталаса илчӗ.Когда глаза привыкли к полутьме, Ивук ступил туда и сходу обнял лежавшего на нарах товарища.
Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кӗҫӗр тата тепӗр вут куҫӗ хутшӑннӑ-мӗн: Муркаш ҫырми леш енче тӗмере, ялтан кӑшт анатарах, кӗрлеттерсех вут ҫунать.А вот и еще один новый костер на том берегу речки Моргаушки вовсю горит, полыхает.
Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чирлӗ Гаврикӑн куҫӗ каллех хуралма пуҫларӗ.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Акӑ ун куҫӗ умӗнчех, пӳртрех, хура юнлӑ тӑшмансем пулемётран персе лараҫҫӗ.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Унтан, куҫӗ хуралса килнипе, майӗпен тӗлӗрсе кайнӑ пек пулчӗ.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Унӑн ӗҫӗ пурин куҫӗ умӗнче.
Ӗмӗрӗпе медицинӑра вӑй хурать // И.КОРНИЛОВА. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bce%d1% ... %82%d1%8c/
Ача садне килнӗ шӑпӑрлан кунӗпех ун куҫӗ умӗнче-ҫке, юнашар.
Ачасемшӗн вӗрентекен те, юлташ та // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d0%b0%d1%8 ... %82%d0%b0/
Чӗлхи каясси ҫинчен калать, куҫӗ, сӗм каҫ витӗрех, ҫерем хурса ҫавӑрнӑ аякри тӑпрасене курать.Язык говорит одно, а глаза видят другое — могилы, обнесенные зеленым дерном.
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫирӗп шӑлсем чей ӗҫме хатӗрленӗ сухарие шатӑртаттарса ватаҫҫӗ, куҫӗ вут хурса ларакан хитре арӑмпа чӑваш хӗрне танлаштарса пӑхать.
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫаралнӑ йывӑҫсем хушшипе вӑрманта пӗчӗк вут куҫӗ мӗкӗлтетет.
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ухтиванӑн куҫӗ хурала-хурала килет, чӗри тапма чарӑннӑ пек пулать.
«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Акӑ ӗнтӗ, унӑн куҫӗ умӗнчех, тепӗр тӗнче сӳнчӗ.
Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
…Ухтиванӑн юлашки халӗ пӗтсе ҫитет, куҫӗ хуралса килет.
Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пурне те курать амӑшӗ, куҫӗ асӑрхаса илменнине чӗрипе те пулин сисет те хӗрне пулӑшма тӑрӑшать, анчах мӗнпе пусармалла хыпса илнӗ ӑш-чике, ӑна ҫын мар, хӑй те пӗлмест Мариҫ.
Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Анчах ҫынсен куҫӗ умӗнче пӗрлешсе тухса кайма хаюлӑх ҫитмест, ҫынсем куласран хӑрушӑ.Хотя и не осмеливаются уйти с парнем на виду у всех — боятся злых языков.
Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Асӑрханӑ, мӗншӗн тесен талӑкне пӗрре-иккӗ хӗр унӑн куҫӗ умне тӗл пулнӑ.Замечал, потому что пару раз в сутки девушка попадалась ему на глаза.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ылтӑн чӑрӑш ҫинче ылтӑн шӑпчӑк, ҫав ылтӑн шӑпчӑк ҫине хӑҫан та хӑҫан хура халах куҫӗ ӳкет, ҫавӑн чух тин Хӗлип ҫине куҫ ӳксе ҫӗнтертӗр…
Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Эсӗ юриех ун куҫӗ умне курӑнса ҫӳре, ан хӑра.
Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пуҫ ҫавӑрмӗш Рая Каҫҫан куҫне хупсан та ун куҫӗ умӗнчех тӑнӑ.Вскружила Рая Касьяну голову, во сне и наяву стоит перед его глазами.
«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.