Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑнта та, фронтран икӗ пин ҫурӑ километр аякра та, вӑрҫӑ пыни пур енчен пӑхсан та палӑрать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
…Ытла ҫӳлтен вӗҫме питех ӳркентеретчӗ пулин те пилӗк километр ҫурра ҫӳле хӑпартӑмӑр.…Как ни лень было тянуть, а пришлось добирать до пяти с половиной.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пушатмалли вырӑнсем тӑрӑх икӗ километр та утрӑм пуль, ҫапах та ҫӗклекен крансен вӗҫӗ-хӗрри курӑнмарӗ-ха, вӗсем тӗрлӗ япаласене штабель-штабелӗн ку паласа тӑраҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Халь ӗнтӗ каясси инҫех те мар — ҫурҫӗрелле Катьӑран пин километр ҫеҫ инҫете каймалла…Теперь мне предстоял недалёкий путь — только тысяча километров на север от Кати…
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем пултаракан пилотсем, нумайӑшӗ пӗрремӗшпе иккӗмӗш классенчисемччӗ, виҫҫӗшӗ тата «миллионерсемччӗ», миллион километр ытла вӗҫнисене ҫапла калаттӑмӑр эпир.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑн, нимӗҫ халь пирӗнне ҫӗр километр кӑна та мар татса илнӗ…Правда, немец у нас не одну сотню километров сейчас отхватил.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пин-пин километр килнӗскер, юлашки метрсем юлсан, такӑнтӑм, пӳлӗнсе лартӑм.Тысячи километров проехала, а на последних метрах споткнулась и застряла.
20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Таҫта, пиншер километр инҫетре, Гвадаррама тӑвӗсем ҫинче, ҫапӑҫу пырать, манӑн каҫхи сӗтел тӗлӗнче пӗчӗк ялавсемпе тирсе тултарнӑ картта ҫакӑнса тӑрать; инҫетри паллайми Испани, Хосе Диаспа Долорес Ибаррури Испанийӗ мана хам ачалӑха ирттернӗ тӑван урам пек ҫывӑх туйӑнать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑнах та: проектра кӑтартнӑ вырӑнсене юлашки ҫулсенче сахал-и, нумай-и, куркаласа ҫӳренӗ ӗнтӗ, ҫапах та «Св. Мария» экспедицийӗн йӗрне халиччен те тупайман — ку пӗр енчен; тепӗр енчен тата: Ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен пуҫласа Пясина юхса кӗрекен ҫӗре ҫитиччен пин километр ытла, ҫавӑн пек ҫӗрте шырасси вара питӗ кӑткӑс ӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Правдӑран» Ч. хваттерне ҫитес тесен сахалтан та ултӑ километр каймалла, анчах эп ҫурма ҫула ҫитсен ҫеҫ трамвай пуррине астуса илтӗм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ӑна, полюса ҫитме тӑватҫӗр километр ҫеҫ юлсан калле ҫаврӑннӑшӑн ятлать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Теприне — пурӗ пӗрле ҫапӑҫнӑ вырӑнтан пӗр виҫӗ километр ҫурҫӗр еннелле, «ҫамкаран» атакӑласа.Второй — лобовой атакой километрах в трех севернее от места общей схватки.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр ултӑ километр сурчӑкпа вӗҫсе килтӗм.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ аэродрома ҫитме пӗр виҫӗ километр юлчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ун патне ҫитме татах пӗр вунпилӗк километр вӗҫмелле.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Темиҫе вуншар километр тӑршшӗ тӑсӑлакан фронтра артподготовка тӑвӑлӗ лӑпланса та ҫитейменччӗ-ха, — хӑйӗн батарейисем кӗрленипе хӑлхасӑр пулса ларнӑ, позицийӗсене хупласа илнӗ тар тӗтӗмӗпе суккӑрланнӑ нимӗҫсем хӑйсен траншейӗсенче вутлӑ ҫаврашкасем пек разрывсем пулнине курчӗҫ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Грузовик хыҫҫӑн темӗн тӑршшӗ кӑвак хӳре — ҫӑра тусан тӑсӑлса пынӑ, вӑл нумай километр хушши тытӑнса тӑрса, пӗр ҫилсӗр пӑчӑ сывлӑшра ерипен кӑна сирӗлнӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Машина пӗр километр та кайма ӗлкӗреймест — пӗр вунӑ заключеннӑйӗн пичӗ-куҫӗнчен чӗп-чӗр юн юхать.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Коридор аллӑ метр тӑршшӗ пулнӑ, вӑл числона хӗрӗх пилӗк ҫине хутласан (паян вӑл шӑпах хӗрӗх пилӗк рейс тунӑ) — икӗ пин те икҫӗр аллӑ метр, урӑхла каласан, икӗ километр та чӗрӗк пулса тухнӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Оптимистсем ҫапла шутланӑ: тӑшмансенчен хӑтӑлма тӑрӑшса ҫур уйӑх хушши сӗм вӑрмансем тӑрӑх ҫавӑн чухлӗ километр тухнӑ ҫыншӑн, вӑл тума пултарайман япала ҫук, тенӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950