Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтанхи (тĕпĕ: малтан) more information about the word form can be found here.
Малтанхи тӗп элчӗ, Бозек бакши, Булат Ширинпа туслӑрах пурӑнатчӗ, ытларах вӑл хушнине итлетчӗ.

Help to translate

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тарӑхса ҫитнӗ ҫул ҫӳрен каллех малтанхи ҫӗр пӳрт патне таврӑнчӗ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтанхи кунсемех вӗсем шӑши хӑйсем тытса ҫиме пултараймарӗҫ-ха, Твиккапа Квикка тытса пырса ҫитерессе кӗтсе кӗрепле шӑчӑсем ҫинче ларатчӗҫ кӑна.

Help to translate

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Утара, вӗсен малтанхи килӗ ӑҫтине те манса кайрӗҫ.

Help to translate

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Вӗсене хӑвӑртрах хӑнӑхтарас тесе эпир Палюк мучипе иксӗмӗр те малтанхи каҫ уйрах, Твиккапа Квикка патӗнчех, ҫӗр каҫрӑмӑр.

Help to translate

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Кушак кайнӑшӑн Настаҫ кинеми малтанхи кунсем кӑштах пӑшӑрханса, кулянса ҫӳрерӗ.

Help to translate

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Хӑйӗн малтанхи килне кайрӗ-ши, тен, тата урӑх ҫӗре пырса ҫыпҫӑнчӗ пуль, кирек мӗнле пулсан та шел мар, мӗншӗн тесен утара килнӗренпе вӑл пӗр шӑши те тытмарӗ, тутлӑ апат — аш-пӑш, сӗт-ҫу ҫисе, кӑмака ҫинче ыйха тӑсса кӑна пурӑнчӗ.

Help to translate

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Твиккапа Квиккана аш панӑ чух малтанхи кунсем Ламппас кӑштах кӳренетчӗ, нӑйкӑшса, куҫне мӑч-мӑч хупса выртатчӗ.

Help to translate

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Твиккапа Квикка малтанхи кунсенче Палюк мучи пынӑ чух, хӑраса, юпасем ҫинчен йывӑҫсем ҫине улӑхса ларатчӗҫ, ашне кайран, Палюк мучи кайсан, анса ҫиетчӗҫ.

Help to translate

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Темӗнле кушакран та ӑста тытать капкӑн шӑшисене; малтанхи кунсем пилӗкшер, тӑватшар шӑши лекрӗҫ.

Help to translate

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Аквариумри малтанхи ӑшӑ шывне тӑкса кӑшт ҫеҫ хӑвартӑмӑр та, ҫӑлтан ӑснине, сиввине тултарма тытӑнтӑмӑр.

Help to translate

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Лайӑх, малтанхи пекех картланӑ пӗве инҫетренех йӑлтӑртатса курӑнать.

Help to translate

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Малтанхи кунсем ҫӑкасем пурте тенӗ пекех чирлесе ларчӗҫ.

Help to translate

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Малтанхи кунсем темӗнле тутлӑ апат парсан та ҫимерӗ.

Help to translate

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Халь читлӗхри шӑнкӑрч чӗппи малтанхи кун нимӗн те ҫимерӗ: хӑрать-ха вӑл.

Help to translate

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Шӑнкӑрчсен тухса ӳкнӗ йӑвине эпӗ каллех вӗлле ӑшне хутӑм, тӗпне ҫапса юсарӑм та, чӗпписене те шала лартса, вӗллене тепӗр хут йӑмра ҫине, малтанхи вырӑна улӑхса ҫыхрӑм.

Help to translate

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

40 ҫултан иртнӗ хырӑн малтанхи тураттисем хӑрса хуҫӑлса ӳкеҫҫӗ те пурӑна киле вӑл туратсен вырӑнӗ те юлмасть.

Help to translate

Палӑк юман // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 8–9 с.

Иккӗмӗш хутӗнче ӑна каллех Микулай ҫӗнет, анчах малтанхи ҫӗнтерӳ — чуна ҫунатлантараканскер, савӑнтараканскер.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Вун тӑххӑрти Михала унпа малтанхи хут тытӑҫать.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫартан чирлесе таврӑннӑ Тимук малтанхи ҫулсенче сывалнӑ пек пулчӗ, хӑйсен пӳртне тунӑ чухне те ӗҫлерӗ, каярахпа авланчӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed