Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав канатсем витӗр тинӗс аврипе пӗр пек курӑнакан юханшыва, вӑл вӗҫӗ-хӗррисӗр йӑлтӑртатса выртнӑ пирки, уйӑрса илме те питӗ хӗн пулнӑ, унта пӑрахут ҫутисем пӗрре ҫухалнӑ, унтан каллех курӑнма пуҫланӑ.
XX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Матвей вӗсенчен тепӗр еннелле, йывӑҫсем хушшипе йӑлтӑртатса курӑнакан шыв еннелле кайнӑ…Матвей пошел от них в другую сторону, где сквозь зелень блеснула вода…
XIX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Хушӑран ҫул ҫинче тӗксӗм коробка пек вагон курӑнса кайнӑ, вӑл, ҫут-хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатса илсе, пысӑкланнӑҫемӗн пысӑкланса пырса, ҫумранах иртсе кайнӑ, аякра каллех тепри курӑнма пуҫланӑ…
XIX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Еврейӗн куҫӗсем тӗлӗнмелле йӑлтӑртатса илнӗ, Матвей ун ҫине пӑхнӑ та: — Эсӗ те ҫавӑнталлах туртӑнатӑн иккен. Эпӗ сана йӗркеллӗ ҫынах тесе шутланӑччӗ, — тенӗ.
IX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫӗр курӑнма пуҫланӑранпа тата пысӑк ҫуртсемпе пристаньсем умӗпе пӑрахут икӗ сехет те ишнӗ ӗнтӗ, анчах ҫӗнӗ урам речӗсен, ҫӗнӗ ҫуртсен, йӑлтӑртатса кӑна тӑракан ҫутӑсен вӗҫӗ-хӗрри те курӑнман…
V // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫакӑ пурте пушӑ вӑхӑт нумай пулнӑран тата куҫ умӗнче океан куҫкаласа тӑнӑран, вӑл шавланӑран, кӗрленӗрен, тӗрлӗ ҫутӑсемпе йӑлтӑртатса вылянӑран, хушшӑн-хушшӑн инҫе-инҫе кайса ҫухалнӑран килнӗ.
III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Карап ҫывӑхӗнчи шыв ҫуталса тӑнӑ шывра шупка ҫутӑсем вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн йӑлтӑртатса, унтан сӳннӗ пек, ҫӳлелле ишсе хӑпарнӑ пек, унтан каллех тинӗсӗн вӑрттӑн та вӗҫсӗр тарӑн тӗпнелле анса кайнӑ пек пулса майӗпен куҫса ҫӳренӗ.
III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Мачтӑсем авӑнаҫҫӗ, чӗриклетеҫҫӗ, пӑяв-канатсем хушшинче сивӗ ҫил шӑхӑрать, карап шунӑҫемӗн малаллах шӑвать; карапа хушӑран хӗвел те; ӑшӑтать, тӗттӗм каҫ та хупӑрлать, ун тӗлӗнче тӳпере пӗлӗтсем, тем шухӑша кайнӑ пек, хускалмасӑр тӑраҫҫӗ, е тата океан ҫинче аслати кӗрлеме, шавлама пуҫлать, кашлакан хумсем ҫине ҫиҫӗм йӑлтӑртатса ӳкет.
III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫакна каланӑ чух Наҫтаҫ Хуркайӑк еннелле айккӑн ларатчӗ те, унӑн мӑйӗ ҫинелле усӑнса аннӑ сарӑ ҫӳҫӗн виҫӗ кӑтра пайӑрки хӗвелпе йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫав авалхи лутра пӳртсенчен нумайӑшӗсем тахҫанах ҫук ӗнтӗ, вӗсен вырӑнӗнче вӗр-ҫӗнӗ хӳхӗм пӳртсем ҫураҫнӑ хӗрсем пек лараҫҫӗ, тӗнче ҫине вӗсем пысӑк ҫутӑ кантӑкӗсемпе йӑлтӑртатса пӑхаҫҫӗ.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Халӗ, ҫав хӑрушӑ ҫултанпа вӑтӑр ҫул ытла иртнӗ хыҫҫӑн, вӗсем ҫинчен ҫурт никӗсӗсен мӑкӑрӗсемпе нӳхреп шӑтӑкӗсем ҫеҫ аса илтереҫҫӗ, унта-кунта рак хуранӗсен ванчӑкӗсем йӑлтӑртатса курӑнаҫҫӗ: выҫлӑх вӑхӑтӗнче ҫав рак хуранӗсене ҫырмасемпе кӳлӗсенче тытатчӗҫ, вӗсемпе ҫынсем выҫӑ вилесрен ҫӑлӑнса юлма тӑрӑшатчӗҫ.
Ӗмӗрхи депутат // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Уйӑх ҫути тӗллӗн-тӗллӗн ҫеҫ ӳкнӗ, асамлӑ курӑнаканскер, унӑн яка кӗлетки тавра йӑлтӑртатса тӑрать.Свет луны, неровный, призрачный, струился вокруг его литого тела.
Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Юр кӗмӗл тӗслӗ йӑлтӑртатса выртатчӗ.
Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Каретӑра тӗттӗм, анчах та ун куҫӗсем ҫак тӗттӗмлӗхре те йӑлтӑртатса илчӗҫ.В карете было темно, но глаза ее сверкнули в самой этой темноте.
XL // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Тин ҫеҫ ҫын ҫӳреме пуҫланӑ Франкфурт урамӗсем таса та кӑмӑллӑн курӑнаҫҫӗ; пӳртсен чӳречисем тӗкӗр пек йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ; карета хуларан тухсан, ҫӳлтен, уҫӑлса ҫитмен сенкер тӳперен, тӑрисен уҫӑ саслӑн шӑрантаракан юррисем илтӗнме пуҫларӗҫ.
XXI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Мӗнле илемлӗн йӑлтӑртатса, чӗтренсе, пайӑркисене сапаламан вӗсем!
XX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Сылтӑм аллин шӗвӗр пӳрни ҫинче икӗ алтупанӗсем хушшине ҫулӑмланса тӑракан чӗре ӳкернӗ ҫӗрӗ илемлӗн йӑлтӑртатса тӑрать.
XVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Мӗлке шӑпах тутаран кӑшт ҫӳлерех ӳкет: Джеммӑн кӗрен тутисем, роза ҫеҫкисем пек, ачашшӑн курӑнаҫҫӗ, сайра хутра шӑлӗсем те ачасенни пек, йӑлтӑртатса илеҫҫӗ.
XIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Аркине, ҫӗленӗ пуставӗпе шӑрҫа тӗррине те, пурӑш тирӗнчен тунӑ мамӑк ҫухине те, ура айӗнче пурҫӑн пек йӑлтӑртатса выртаканскере, никам та асӑрхамасть.
XVII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Вӗсем чарӑлнӑ, йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, шалта-шалта ҫӑмӑл мӗлкесем ҫӳреҫҫӗ те, куҫсем пачах тӗпсӗр пек туйӑнаҫҫӗ.
XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.