Шырав
Шырав ĕçĕ:
Темиҫе ҫӗр юланутҫӑ пехотӑн пӗтӗм армийӗсене сурӑх кӗтӗвӗсене хӑваласа салатнӑ пек салата-салата янӑ; ку вӑл континент ҫине мӑнкӑмӑллӑ, пӗчӗк ҫӗр хуҫисенчен тӑракан пехотинецсем килсе тухичченех ҫапла пулнӑ; вӗсен ҫав шиклӗх пулман, вӗсем никама та, ниме те ҫапӑҫусӑр паман; утлӑ ҫартан тармалла, тесе шутлама хӑнӑхман ҫав ҫынсем Францие килнӗ те хисеппе хӑйсенчен те иртекен утлӑ ҫара кашни тӗл пулмассерен ҫапа-ҫапа аркатнӑ; Англин сахал йышлӑ пехотинецӗсем Францин утлӑ ҫарӗсене Кресси, Пуатье тата Азенкур патӗнче чаплӑн аркатса тӑкнине пӗлетӗн ӗнтӗ эсӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл тулли, тапса тӑрать; ҫавӑнпа та асаилӳсемпе аппаланма вӑхӑт та юлмасть; асаилӳсем вӗсем кайран пулӗҫ, кайран-кайран, вунӑ ҫултан та, ҫирӗм ҫултан та мар, кайран; халӗ вӗсен вӑхӑчӗ мар-ха, сайра хутран вӗсем халӗ те пулкалаҫҫӗ-ха, акӑ, сӑмахран, час-часах пулман асаилӳсенчен нумайрах пулаканни пӗри паян та аса килчӗ-ха ӑна.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах манӑн Мускава ҫитмелле те пулман, Петербургран ҫеҫ тухса каймалла пулнӑ, ҫавӑнпа та эпӗ Новгородра чарӑнтӑм.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӑл Мускава кайсан, вӑл темле, халиччен пулман япала тума шутласа хунине куртӑм эпӗ.Но когда он уехал в Москву, я видела, что он задумал что-то особенное.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Общество мана тӗкӗнмен, мана тем те пӗр каласа пӗтермен, эпӗ Александр ҫине мӗнле пӑхнине курасшӑн пулман пулсан, — ун чухне, паллах, Дмитрий Сергеич сӗннӗ меслет шӑп та шай ҫителӗклӗ пулатчӗ, унӑн вилесси ҫинчен шухӑшламалла та пулмастчӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнах та ӗнтӗ, эпӗ пачах лӑпкӑ пулман, вӑл виличчен эпӗ хам пурнӑҫпа тӑвӑрланаттӑм, анчах вӑл чӑн-чӑн сӑлтава шыраса тупайман.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнах та ӗнтӗ, хамӑр хушӑри пурнӑҫ улшӑнни ҫине капла тарӑннӑн пӑхман пулсан, Рязане кайса ҫӳрени те кирлӗ пулмастчӗ; анчах вӑл: унта кайса килни уншӑн йывӑр пулман, тет, ҫапла, кунта эпӗ тӗнче ҫине питӗ савӑнса, хавхаланса пӑхнинчен пысӑк инкекех пулман.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Дмитрий Сергеич пек пӑхас-тӑк, нумайрах та калама пулать: ун чухне унӑн ӗҫе ҫакӑн пек эффектлӑ та хӑй ҫине питӗ йывӑр япала илсе татса памалла та пулман, ҫакӑн патне ӑна эпӗ питӗ хӑраса пурӑнни ҫеҫ илсе пынӑ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун сӑмахӗсем чӗререн тухман тесшӗн мар эпӗ, — ҫук, хӑй шухӑшӗнче пулман япала ҫинчен вӑл нихҫан та калаҫман, — анчах вӑл тӗрӗслӗхӗн мана лӑплантарма пултаракан енне ҫеҫ яр уҫса кӑтартать.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр тесен тата, пире итлес-тӗк, пирӗн пек эгоистсем халиччен тӗнчере те пулман темелле.Да если послушать нас, мы все трое такие эгоисты, каких до сих пор свет не производил.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах эпӗ ӑна, Александр Матвеича, лайӑх пӗлеттӗм; унӑн шухӑшӗсене пӗлесшӗн тӑрӑшма та кирлӗ пулман манӑн.Но я хорошо знал его; мне не было надобности узнавать его мысли для того, чтобы узнать их».
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кунта ҫав хурлӑха ирттерсе ямалли япала шырани пулман ӗнтӗ; кунта эпӗ ӑна ырӑ тӑвассишӗн тата хам ӑна кӑмӑлланипе ҫеҫ ҫакӑн пек шут тытрӑм теме пултаратӑп.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та пирӗн хутлӑхра ун пек пулман.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кунта нимӗнле асаплану та пулман ӗнтӗ, ҫавӑнпа ку сӑмах кунта пит килӗшсех каймасть, юрӑхсӑр; лайӑх туйӑмсем енчен илсе пӑхсан, ӑна юраса пурӑннипе эпӗ савӑнӑҫ ҫеҫ курнӑ; анчах мана ҫапах та кичемччӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ йӑнӑш турӑм ӗнтӗ, анчах ку йӑнӑшра аван марри темех ҫук; ун енчен вара пачах ним те пулман.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов мӗнле ҫын пулни ҫинчен нумай страницӑсем ҫинче тӳррӗнех ҫырса кӑтартнӑ пулин те, витӗр курса вулакан, сана ҫав ҫынпах, романта кирлӗ пулман ҫынпа, паллаштарма тата та ытларах страницӑсем кирлине ӑнланатӑн-ши ӗнтӗ эсӗ халь?
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов уншӑн кирлӗ пулман: Рахметов Вера Павловнӑпа Лопухов ҫинчен калакан шухӑшсенче, государьӑм, манӑн санран пытарса тӑмалли нимӗн те ҫук, Лопухов хӑй те хӑй ҫинчен ҫавӑн пекех шутланӑ, кӑшт вӑхӑт иртсен Вера Павловна та хӑйпе Лопухов ҫинчен ҫавӑн пекех шухӑшланӑ пулӗччӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера ӑна тав туса ирттерсе янӑ-яманах курнӑ пулӗччӗ; ҫапла вара, тенӗ Лопухов, Вера Павловна патне Рахметова ярса эпӗ пӗртте сиен курмастӑп, Рахметов мана ятлать ӗнтӗ унта, анчах мана часах Вера Павловна хӑй те ятла пуҫлать ӗнтӗ; пачах урӑхла, мана Вера Павловна ытларах хисеплеме пуҫлӗ: эпӗ Рахметов унпа мӗн ҫинчен калаҫассине малтанах пӗлнине, ҫавӑн пек калаҫма та хамах хушнине тата мӗншӗн хушнине те вӑл часах тавҫӑрса илӗ, вӑл акӑ ҫапла шухӑшласа илӗ: «епле ырӑ кӑмӑллӑ ҫын вӑл, эпӗ уншӑн малтанхи кунсенче хуйхӑрнисене пусарас тесе вӑл малтанах тӑрӑшнӑ; ӑна ятланӑшӑн эпӗ Рахметов ҫине ҫиллентӗм пулин те, Рахметов чӑн каланине эпӗ ун чухнех ӑнлантӑм вӗт; хам эпӗ ӑна тепӗр эрнесенчен тавҫӑрса илнӗ пулӑттӑм, анчах вӑл ун чухне маншӑн пит кирлех пулман пулӗччӗ, эпӗ унсӑрах лӑпланса ҫитнӗ пулӑттӑм; ҫав шухӑшсене мана пирвайхи кунах каласа панӑ пирки ман ӑшӑм пусӑрӑнчӗ, атту вӑл эрнипе те пусӑрӑнас ҫукчӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫук, государьӑм, Рахметов пӗртте уншӑн кирлӗ пулман.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Апла пулсан, Гороховӑй урам вара чи кирли пулать ӗнтӗ, мӗншӗн тесен унсӑрӑн вӑл урамри ҫуртсем те, апла пулсан, Сторешников ҫурчӗ те, апла пулсан, ҫав ҫуртӑн управляющийӗ те, ҫав ҫурт управляющин хӗрӗ те, кӗнеке хӑй те пачах пулман пулӗччӗ.