Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Аслӑ ҫынсемпе ҫеҫ юлсан, вӗсемпе канаш тытнӑ, вара патша ҫарӗ Иудейӑна ҫитсе хулана ярса иличчен маларах хирӗҫ тухма, ӗҫе Турӑ пулӑшнипе татса пама шутласа хунӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Анчах вӑл сӑваплӑн вилекенсем валли чаплӑ тивлет хатӗрлесе хунӑ тесе шухӑшланӑ, — мӗн тери таса та сӑваплӑ шухӑш! — ҫавӑнпа ӗнтӗ вилнисемшӗн ҫырлахтаракан парне кӳнӗ, вӗсенӗн ҫылӑхӗ каҫарӑнтӑр тенӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсене ҫӗнтернӗ-парӑнтарнӑ хыҫҫӑн Иуда тӗреклӗлетнӗ Ефрон хулине хирӗҫ кайнӑ, унта Лисий тата тӗрлӗ халӑх ҫыннисем йышлӑн тӑнӑ: хӳме умӗнче тӑракан патвар ҫамрӑксем хастар ҫапӑҫнӑ; унтах темӗн чухлӗ ҫар хатӗрӗпе ҫӗмрен хатӗрлесе хунӑ пулнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иоппи ҫыннисем вара Турра хирӗҫле ҫакӑн пек ӗҫ тунӑ: вӗсем, усал шухӑш тытнине палӑртмасӑр, хӑйсемпе пӗрле пурӑнакан иудейсене арӑмӗсемпе, ачи-пӑчипе пӗрле хӑйсем малтанах хатӗрлесе хунӑ кимӗсем ҫине ларма сӗннӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тӑхӑр пинрен кая мар ҫын вара лайӑх тӗреклӗлетнӗ, ҫавӑрса илекенсене хирӗҫ ҫапӑҫма мӗн кирлине йӑлтах хатӗрлесе хунӑ икӗ пашнене тарса пытаннӑ.18. Не менее девяти тысяч бежали в две весьма крепкие башни, снабженные всем против осады.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара калаҫса татӑлса, пурте пӗрле йышӑнса, пӗтӗм Иудея халӑхӗн ҫак кунсене ҫулсеренех уявламалла тесе палӑртса хунӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Турӑ Ҫуртне тасатса, вӗсем урӑх парне вырӑнӗ туса лартнӑ; чул хӗртсе вут чӗртсессӗн, икӗ ҫул иртнӗ хыҫҫӑн парне кӳнӗ, тӗтӗркӗчпе ҫутаткӑҫсем тунӑ, парне ҫӑкӑрӗсем хунӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӗмӗтӗме татса пӑшӑрханмастӑп пулин те, чиртен хӑтӑлас ҫирӗп шанчӑкӑм пур пулин те, эпӗ аттемӗм тунӑ пек тӑвас терӗм: 23. аттемӗм тури ҫӗршывсенче вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне хӑй хыҫҫӑн патшана кам лармаллине пӗлтерсе хунӑ, 24. вӑл ӗнтӗ мӗнле те пулин кӗтмен япала сиксе тухсассӑн е инкек-синкек ҫитсессӗн, ҫӗршыв ҫыннисем ҫӗршыва тытса пыма кама шаннине пӗлччӗр, пӑлханса ан ӳкчӗр тенӗ; 25. ку кӑна мар-ха, таврари тата хамӑр патшалӑхпа кӳршӗллӗ ҫӗршывсен пуҫлӑхӗсем вӑхӑта сӑнаса тӑнине, ӗҫ мӗнле вӗҫленессе кӗтнине асӑрхаса, эпӗ патша пулма хамӑн Антиох ывӑлӑма лартатӑп, тури патшалӑхсенче ҫӳренӗ чухне эпӗ ӑна тӑ-тӑшах сирӗн аллӑра шанса парса хӑварнӑ, сирӗнпе нумайӑшӗпе паллаштарнӑ; эпӗ ун патне уйрӑммӑн ҫырса ятӑм.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Рим ҫыннисене тӳлемелли хырҫӑна Иерусалимра тыткӑна илнисене сутса саплаштарма пулнӑ ҫын ӗнтӗ «иудейсене Турӑ хӳтӗлет, вӗсем ҫавна пула тӗрӗс-тӗкел юлаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ хунӑ саккунсене пӑхӑнаҫҫӗ» тесе пӗлтернӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Тӑшман хыҫҫӑн пуҫтарса илнӗ пӗтӗм кӑрала меллӗ вырӑна тӗплӗн купаласа хунӑ, ытти тупӑшне Иерусалима илсе килнӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Маккавей хӑйпе пӗрле пулнисене ултӑ пин ҫын пухнӑ та вӗсене: тӑшманран ан хӑрӑр, пирӗн ҫине усалпа килекен суя тӗнлисем йышлӑн пулнинчен ан сехӗрленӗр, 17. вӗсем сӑваплӑ вырӑна сӗмсӗррӗн хур тунине, мӑшкӑл кӑтартнӑ хулана аркатса хӑварнине, аттемӗрсем хунӑ йӗркесене пӑснине куҫ умӗнче кура тӑркач паттӑррӑн ҫапӑҫӑр, тесе ӳкӗтленӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Антиох кусем хӑйӗнчен йӗрӗнеҫҫӗ тесе шутланӑ, ҫак сӑмаха та хӑйне хӑртни вырӑнне хунӑ, ҫавӑнпа чи кӗҫӗннине, халлӗхе чӗрӗ юлнӑскере, ӳкӗтленӗ, сӑмахпа кӑна мар, тупа тусах шантарнӑ: «аҫусен саккунӗсене пӑрахсассӑн, сана пуйтарӑп, телейлӗ тӑвӑп, сана хамӑн тус тӑвӑп, сана хисеплӗ ӗҫ вырӑнӗ парӑп» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ӗнтӗ ватта илсе каякансем, тин ҫеҫ ӑна ырӑ суннӑскерсем, маларах каланӑ сӑмахсемшӗн ӑна курайми пулнӑ, ку сӑмахсене вӗсем ӑссӑрлӑх вырӑнне хунӑ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Антиох хӑйне питӗ мӑнна хунӑ, анчах вӑл ҫакна ӑнланман: Ҫӳлхуҫа хула ҫыннисене ҫылӑхӗсемшӗн пӗр вӑхӑтлӑха кӑна ҫилленнӗ пулнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак вырӑн хӑйне хӳтӗлекенсӗр тӑрса юлнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Птоломей вара, уҫӑлмалла тенӗ пек, патшана пӑлтӑра чӗнсе илнӗ те ӗҫе пачах тепӗр майлӑ ҫавӑрса хунӑ.46. И Птоломей, отозвав царя в притвор под предлогом отдохновения, извратил дело.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакӑншӑн вӗсене пысӑк инкек ҫитсе ҫапнӑ, хӑйсемшӗн тӗслӗх вырӑнне хунӑ, пур тӗлӗшпе те ҫавсем пек пурӑнма тӑрӑшнӑ ҫынсем вӗсен тӑшманӗсем, вӗсене хӗн кӑтартаканӗсем пулса тӑнӑ, 17. мӗншӗн тесессӗн Турӑ саккунӗсене хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗрсе пурӑнни хасасӑр иртмест, кайран вӑхӑт ҫакна хӑех кӑтартса парать.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Лешӗ ӗнтӗ сасартӑк ҫӗре кайса ӳкнӗ, ӑна тӗттӗмлӗх хупӑрласа илнӗ, вара ӑна ҫӗклевӗҫ ҫине хунӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Турӑ Ҫуртне шанса хунӑ пурлӑха ҫавна паракансемшӗн тӗрӗс-тӗкел сыхласа хӑварма вӗсем Пурне те Тытса Тӑракан Турра тархасланӑ.22. Они умоляли Вседержителя Бога вверенное сохранить в целости вверившим.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Турӑ умне тӑмалли тумтир тӑхӑннӑ священниксем, парне вырӑнӗ умне ӳксе, тӳпенелле пӑхса тархасланӑ: сӑваплӑ Ҫурта шанса панӑ пурлӑх ҫинчен калакан саккунне Параканӗ ӑна ҫавӑнта хунӑ ҫынсемшӗн тӗрӗс-тӗкел сыхласа хӑвартӑрччӗ тесе кӗлтунӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Малтанах палӑртса хунӑ кун вӑл ҫакна пӑхса ҫаврӑнмашкӑн Турӑ Ҫуртне кӗрсессӗн пӗтӗм хула пӑлханса ӳкнӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.