Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Эсӗ унӑн йӑхне Египетран кӑларса Синай тӑвӗ патне илсе килнӗ чухне 18. пӗлӗтсене тайӑлтарнӑ, ҫӗре чӗтрентернӗ, тӗнчене кисрентернӗ, тӗпсӗр авӑрсене чӗтретнӗ, пӗтӗм ҫут тӗнчене пӑлхатса янӑ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсене ҫуратнӑ амӑшӗ# калать: «кайӑрах, ачамсем; эпӗ ӗнтӗ тӑлӑх арӑм, мана пӑрахса хӑварнӑ. 3. Эпӗ сире савӑнса пӑхса ӳстертӗм — килтен йӗрсе те хурланса кӑларса ятӑм, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫылӑха кӗтӗр, Ун умӗнче усал ӗҫ турӑр. 4. Халӗ ӗнтӗ мӗн тӑвӑп сире валли?
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пирӗн ҫӗршывӑн тӗреклӗлетнӗ вырӑнӗсене шанчӑклӑ сыхласа пурӑннӑ ҫынсене, кашнине килӗнчен хӑваласа кӑларса, кам ӑссӑрла пухнӑ кунта?
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне патша, шутсӑр ҫилленсе кайнӑскер, яланхи курайманлӑх туйӑмӗнчен хӑтӑлма пултарайманскер, сӑлан пӑхакан Ермона чӗнтернӗ те ӑна тепӗр кунне сӑлансене пилӗкҫӗрӗшӗпех мӗн май пур таран ытларах латӑн ҫитерме, мӗн тӑраничченех шӗветмен эрехпе шӑварма, вара, ытлашши ӗҫтернипе усалланса ҫитсен, вӗсене вилме пӳрнӗ иудейсем ҫине кӑларса яма хушнӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӗнтӗ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, ватлӑхпа йӑмшанӑран ури вӑйӗ юлманнипе пӗкӗрӗлсе аннӑ ватӑсене ушкӑнӗпех хӑваласа пынӑ; вӑйпах кӑларса яма хушнӑран вӗсене, намӑса пӗлмесӗр, хӑвӑртрах утма хистенӗ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тимофей хӑй Досифейпа тата Сосипатрпа пӗрле пулнисен аллине лекнӗ, темӗн тӗрлӗ чееленсе хӑйне чӗрӗлле кӑларса яма тархасланӑ: ун патӗнче [иудейсен] чылайӑшӗн ашшӗ-амӑшӗ, хӑшӗсен вара тӑванӗсем тыткӑнра имӗш, эхер те вӑл вилсессӗн, вӗсене ӗнтӗ хӗрхенсе тӑрас ҫук.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫакӑн ҫинчен Маккавее пӗлтерсессӗн, вӑл, халӑх ҫулпуҫӗсене пуҫтарса, вӗсене кӗмӗлшӗн хӑйсенӗн тӑванӗсене сутнӑшӑн, тӑшмансене кӑларса янӑшӑн ятланӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патшапа унӑн ҫӗнтерме май ҫук пек туйӑннӑ ҫарӗ Персие кайсассӑн, вӗсене Нанейӑн чӳк ҫуртӗнче Нанея апӑсӗсен ултавӗ урлӑ пӗтерсе тӑкнӑ: 14. Антиох, Нанейӑпа пӗрлешме тенӗ пек, ҫав вырӑна пырсассӑн, унпа пӗрле килнӗ тусӗсем вара хулӑм укҫи илме пырсассӑн, 15. ҫав укҫана вӗсене Нанея апӑсӗсем сӗннӗ; ҫапла Антиох пысӑках мар ушкӑнпа чӳк ҫуртне шала кӗнӗ, лешӗсем вара Антиох кӗнӗ-кӗменех ҫуртне питӗрсе илнӗ, 16. унтан, маччари вӑрттӑн шӑтӑка уҫса, чулпа пеме тытӑннӑ, патшана та, унпа пӗрле пулнисене те вӗлернӗ, вакласа, пуҫне касса вӗсене урамра тӑракансем умне кӑларса пенӗ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вара ҫавна пӑхӑр хӑма ҫине ҫырса, юпа ҫумне ҫапса Сион тӑвӗ ҫине кӑларса лартнӑ.27. И написали о том на медных досках и выставили их на столбах на горе Сион.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Хуларан мӗнпур тасамара кӑларса пӑрахнӑ, унта саккуна уяса пурӑнакан ҫынсене вырӑнаҫтарнӑ, ӑна тӗреклӗлетнӗ, унта хӑйне валли те ҫурт лартнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ионафан Иерусалима пынӑ та ҫав ҫырӑва пӗтӗм халӑх тата керемри ҫынсем илтмелле сасӑпа вуласа панӑ; 8. патша ӑна ҫар пухма ирӗк пани ҫинчен илтсессӗн, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; 9. керемре пурӑнакансем саклата илнӗ ҫынсене ирӗке кӑларса Ионафана панӑ, вӑл вара вӗсене ашшӗ-амӑшӗ патне килӗсене янӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӑйпе пӗр канашлӑ пултӑр тесе, Димитрий Ионафана ҫар пухма, кӑрал хатӗрлеме ирӗк панӑ тата саклата илсе кереме хупнӑ ҫынсене ирӗке кӑларса ӑна пама хушнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эхер те хӑш халӑхӗ те пулин ҫак йышӑну ҫумне мӗн те пулин хушас е унран кӑларса пӑрахас тесессӗн, ҫакна пӗр-пӗринпе канашласа тумалла, вара мӗн хушни е кӑларни вӑя кӗрӗ, тенӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла кала-кала панине илтсессӗн, Иуда ӗнтӗ Евполема — Аккос ывӑлӗн Иоанӑн ывӑлне — тата Елеазар ывӑлне Иасона суйласа илнӗ те вӗсене Рим халӑхӗпе туслӑ, татуллӑ пурӑнма килӗшӳ тума кӑларса янӑ, 18. «эпир эллинсен патшалӑхӗ Израиль халӑхне чуралантарасшӑн пулнине куратпӑр, пире вӗсен пусмӑрне лекме ан парӑр» тесе калама хушнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем патша умӗнче халӑха айӑпласа калаҫнӑ: «Иудӑпа унӑн тӑванӗсем санӑн тусусене пӗтерчӗҫ, пире те хамӑр ҫӗр ҫинчен хӑваласа кӑларса ячӗҫ. 7. Унта хӑвӑн шанчӑклӑ ҫыннуна яр; кайтӑр та, вӗсем пире тата патша ҫӗршывне еплерех сӑтӑр тунине хӑй куҫӗпе хӑй курса, вӗсене хӑйсене те, вӗсене пулӑшакансене те тавӑртӑр» тенӗ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Вӗсем сӑваплӑ Ҫурта тасатнӑ, ирсӗрленӗ чулсене таса мар ҫӗре кӑларса пӑрахнӑ.43. Они очистили святилище и оскверненные камни вынесли в нечистое место.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Сӑваплӑ Ҫурта тасатнӑ хушӑра Иуда керемри суя тӗнлӗ ҫынсене хирӗҫ вӑрҫма пӗр ушкӑн ҫын кӑларса янӑ.41. Тогда отрядил Иуда мужей воевать против находившихся в крепости, доколе он очистит святилище.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Лисий ӗнтӗ патша юлташӗсем хушшинчен вӑйлӑ арсене — Доримен ывӑлне Птоломея тата Никанорпа Горгие — суйласа илнӗ те 39. вара, патша хушнӑ пек, Иудея ҫӗрне кайма, ӑна тустарса тухма вӗсемпе пӗрле хӗрӗх пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, ҫичӗ пин ҫынлӑ утлӑ ҫар кӑларса янӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Акӑ Эпӗ сире хулсӑр тӑратса хӑварӑп, питӗр-куҫӑр ҫине тислӗк, хӑвӑр кӳнӗ уяв парнисен тислӗкне, сапӑп, сире ҫавӑнпа пӗрле кӑларса ывӑтӗҫ.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑ кун унчченхи пек тӗрлӗ ӗҫӳпе Ман умӑмра ҫылӑха кӗрсе, эсӗ хӑвна ху намӑс кӑтартмӑн: ун чухне Эпӗ санӑн чапупа мухтанакансене сан хушшунтан кӑларса ярӑп, Манӑн таса тӑвӑм ҫинче текех мухтанаймӑн вара.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.