Шырав
Шырав ĕçĕ:
Зверков г-нӑн сӑн-сӑпатӗнче хӑйне савӑнӑҫ кӳрекен илем ҫукчӗ; тӑватӑ кӗтеслӗ сарлака пичӗ ҫинчен шӑши куҫӗсем чеен пӑхаҫҫӗ, пысӑк каҫӑр сӑмси шӑтӑкӗсем ялан уҫӑ тӑраҫҫӗ, кӗске кастарнӑ кӑвак ҫӳҫӗ картлӑ ҫамки ҫийӗн шӑрт пек вирелле ҫӗкленет, ҫӳхе тута хӗррисем пӗр вӗҫӗмсӗр йӑпӑлти кулӑпа ейӗлеҫҫӗ.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Алебастртан касса кӑларнӑ ҫӳхе юпасем маччана тӗревлесе тӑраҫҫӗ, стенасене эрешсемпе витнӗ — чӳречесем те, ҫунакан ҫуртасем те ҫук пулин те, пӳлӗме кӗрен ҫутӑ ӳкетчӗ, ҫуртне витӗр кӑтартакан кирпӗчрен купаланӑ тейӗн.
V // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Ун стенисене вӗтӗ кӑвак изразецсемпе витсе тухнӑ, алебастртан касса кӑларнӑ ҫӳхе юпасем мрамор маччана тӗревлесе тӑраҫҫӗ; ҫав мачча та, юпасем те витӗр кӑтартаҫҫӗ… шупка хӗрлӗ ҫутӑ пур енчен те пӳлӗме ӳкет, пур япалана та темле вӑрттӑн, пӗр евӗрлӗ тӗспе ҫутатать; тӗкӗр пек тикӗс урай варринчи ансӑр кавир ҫинче парча минтерсем выртаҫҫӗ.
IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Китель тӳмисене йӑлт тӳмеленӗ хӗп-хӗрлӗ Беловзоров кӗтесре чӗнмесӗр ларать; Малевскин ҫӳхе питӗнче темле ырӑ мар кулӑ сисӗнет.
XV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Аялта — ҫул ҫинче — ҫӳхе кӑвак платье тӑхӑннӑ, хулпуҫҫи ҫине кӗрен сунчӑк хунӑ Зинаида васкаса утать.Внизу, по дороге, в легком сереньком платье, с розовым зонтиком на плече, поспешно шла Зинаида.
XII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
— Капла тӗрӗс мар пулать, — полякларах акцентпа хирӗҫлерӗ граф, вӑл капӑр тумлӑ та питӗ чипер, ӑслӑ ҫырӑ куҫлӑ, ҫӳхе шурӑ сӑмсаллӑ, пӗчӗк туталлӑ, ҫинҫе мӑйӑхлӑ.
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ун ҫинче шупка кӑвак хурталлӑ ҫӳхе платье; унӑн вӑрӑм ҫӳҫ пайӑркисем икӗ питҫӑмарти хӗррипе (акӑлчанла манерлӗ) анаҫҫӗ; ҫӳҫне ҫакӑн пек турани унӑн сивӗ сӑнне килӗшет.
VI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Княгиньӑпа хӗрӗ кӑнтӑрлахи апатчен ҫур сехет маларах пычӗҫ; карчӑкӗ эпӗ пӗлнӗ симӗс платье ҫийӗн сарӑ шел тутар уртса янӑ, пуҫне кивелнӗ, вут тӗслӗ лентӑсемпе эрешленӗ ҫӳхе калпак тӑхӑннӑ.
VI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Туррӑмҫӑм, мӗнле тутӑр ку! ҫӳхе батистран тунӑскер — амбра, чӑн-чӑн амбра, унтан генерал шӑрши кӗрсе тӑрать.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Пике ларчӗ, ҫӳхе платье айӗн унӑн кӑкӑрӗ хӑпара-хӑпара анчӗ, аллисене (турӑҫӑм, мӗнле тӗлӗнмелле хитре алӑсем!) чӗркуҫҫи ҫине хучӗ; сывлӑш евӗр платьи ку вырӑнта пӗркеленчӗ, вӑл вара музыкӑпа сывланӑ пек туйӑнчӗ; сирень ҫеҫки тӗслӗ платьи унӑн шап-шурӑ аллисене тата ытларах илемлетрӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ку мӑйӑхсем ҫапла илемлӗ пулччӑр тесе, вӗсен хуҫисем хӑйсен ӗмӗрӗн чи лайӑх пайне панӑ, — ҫӗрӗпе те кунӗпе мӑйӑхӗсем ҫинчен ҫеҫ шутланӑ; ку мӑйӑхсене ытарма ҫук духисемпе ароматсем сапнӑ, ҫав тери хаклӑ тӑракан тата питӗ сайра тӗл пулакан помадӑсемпе якатнӑ; ку мӑйӑхсене ҫывӑрма выртас умӗн веленевӑй текен ҫӳхе хутсемпе чӗркенӗ; ку мӑйӑхсене хуҫисем чунтан юратаҫҫӗ, хирӗҫ пулакансем вӗсем ҫине ӑмсанса пӑхаҫҫӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Капюшонлӑ ҫӳхе куртка, кӗмӗл тӑхаллӑ ӑшӑ туфли тӑхӑннӑ та хаваслӑ юрӑ юрласа, тӑпӑр-тӑпӑр сиккелесе килтен тухнӑ.
Пӗрремӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
Унӑн аллисем юр ҫийӗн шурӗҫ, вӗҫерӗне-вӗҫерӗне кайрӗҫ, хӑйне те ӑна кашни самантрах ҫӳхе пӑрпа витӗннӗ шыва путса анса каяссӑн туйӑнчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Нумайччен шухӑшласа тӑмасӑрах вакӑ патне чупса ҫитрӗм те, ҫӳхе пӑра урапа тапрӑм.Недолго думая, я подбежал к проруби и сильно топнул ногой по тонкому льду.
Ухмаха ернӗ кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 96–101 с.
Катьӑн витӗр пӑхакан кӑвак куҫӗ, пурҫӑн пек ҫӳҫӗ, ҫӳхе тути, тулли пичӗ, пӑртак сарлакарах сӑмси асра тӑрса юлнӑ… вӑя вӗсене пурне те пӗрле пуҫтарса пӑхасшӑн пулчӗ, анчах урӑх нимӗн те аса илеймерӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Григорий пӗҫҫисене чармакласа, курӑк ҫине чавсаланса выртнӑ, хӗвел шевлиллӗ ҫӳхе тӗтрепе пиеленнӗ ҫеҫенхире, инҫетри сӑрт тӳпинче кӑваккӑн курӑнакан хурал куринкисене, тӑвайкки тӑрринче ампӑс-тӗмпӗссӗн йӑлтӑртатса юхакан ӑрша хумӗсене курса тӑранайми ӗмӗтсӗр куҫсемпе йӗрлесе пӑхать.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Вӗсем, ҫав благороди хӑраххи ҫынсем, пурте ҫапла ҫӳхе тирлӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унта, ҫав ҫӳхе тӗтре чаршавӗ хыҫӗнче, манӑҫми тӑван хутор, Аксинья, пӗчӗк пепкисем…
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сӑртсен кӑнтӑр еннелли тайлӑмӗсенче юр ирӗлсе пӗтрӗ те, пӗлтӗрхи курӑкпа сарӑхса хӑмӑрланнӑ ҫӗр кӑнтӑрласенче ҫӳхе ҫивиттиллӗ, витӗр курӑнакан ҫутӑ кӑвак пӑспа пиеленчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӳлленчӗксем ҫӳхе кӑвак пӑрпа витӗнчӗҫ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.