Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫеҫ the word is in our database.
ҫеҫ (тĕпĕ: ҫеҫ) more information about the word form can be found here.
Серко кайри урисене ҫеҫ кӑшт малалла ярса пусма пултарчӗ, вара ҫавӑнтах чарӑнса тӑрса йывӑррӑн сывласа ячӗ, — хыткан аяк пӗрчисем ҫеҫ ҫӗклене-ҫӗклене илчӗҫ.

Серко только сумел немного подкинуть задние ноги и тотчас тяжело остановился, водя раздувшимися, костлявыми боками.

14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Икӗ (иккӗ таран!) икӗ витре ҫакмалли пӗр! (пӗрре ҫеҫ) пӗр ҫурлитрпа (пӗрре те мар — ҫурри ҫеҫ) ылмаштаратӑп…

Одно коромысло, куда можно повесить два ведра, меняю всего на одну поллитровую бутылку самогонки.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Илтесчӗ ҫеҫ ман аннене, Илтесчӗ ҫеҫ

Лишь бы услышать, Лишь бы услышать Её – мою маму…

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Пӗр ӗмӗт ҫеҫ ман, Пӗр ӗмӗт ҫеҫ – Илтесчӗ аннене.

У меня одна мечта, Одна мечта – Хочу услышать маму.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Курасчӗ ҫеҫ ман аннене, Курасчӗ ҫеҫ

Лишь бы увидеть, Лишь бы увидеть Её – мою маму…

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Пӗр ӗмӗт ҫеҫ ман, Пӗр ӗмӗт ҫеҫ – Курасчӗ аннене.

У меня одна мечта, Одна мечта – Хочу увидеть маму.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Вӑл мана чи кирли енчен хӗсӗрлемест пулсан, эпӗ табакне вӑрттӑн ҫеҫ туртӑп, ятлаҫассине те вӑрттӑн ҫеҫ ятлаҫӑп, епле те пулин тӳссе ирттерӗп.

Если она не так будет приставать со своими порядками, я и курить буду потихоньку, и ругаться тоже, и хоть тресну, а вытерплю.

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ку таранччен ҫавӑн пӗр пайне ҫеҫ — валлиец мӗн пӗллине ҫеҫ — илтнӗ иккен.

Том до этого слышал от валлийца только половину.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑнпа та мӗскӗн ҫын мӗн те пулин тӑвас тесе ҫеҫ, кичеммӗн иртекен вӑхӑта епле те пулин ирттерес, ывӑнса ҫитнӗ ӑспуҫа мӗн ҫинчен те пулин шухӑшлаттарас тесе ҫеҫ йывӑҫа касса хӑтланнӑ.

Он рубил брус только для того, чтобы делать что-нибудь, чтобы как-нибудь скоротать время и занять чем-нибудь свой измученный ум.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Пӗр сӑмах ҫеҫ, пӗр сӑмах ҫеҫ калӑр мана, тархасшӑн.

— Скажите мне только одно, только одно, пожалуйста!

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ ачху! туса ятӑм ҫеҫ, ҫав мошенниксем сукмак ҫинчен тӗмсем хушшинелле вӗлт ҫеҫ кӗрсе кайрӗҫ, тӗмсем ӑшӗнче туратсем ҫӑтӑртатма пуҫларӗҫ, эпӗ: «Перӗр, ачасем!» — тесе кӑшкӑратӑп.

Только чихнул, эти мошенники зашуршали — и в кусты, а я кричу: «Пали, ребята!»

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӑртак аяккарах, хӗвеланӑҫ еннеллерех тӑрӑр-ха, ҫакӑн пек инкекре ҫынна пуринчен ытла тусӗсен пичӗсене курни ҫеҫ йӑпатма тултарать, кунта ман пата никам та ҫӳремест, пӗр эсир ҫеҫ.

Отойдите чуточку подальше — вот так; как приятно видеть дружеские лица, когда человек попал в такую беду, — ведь ко мне никто, кроме вас, не ходит.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн айӑпне ахаль ҫеҫ, йӑли ҫавӑн пек пулнӑран ҫеҫ тунчӗ.

И отнекивался только для виду, потому что так было принято не отступать от своих слов из принципа.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл пӗр тйвӗҫлӗ ҫынсене ҫеҫ хӑйӗн ырлӑхне кӑтартса пулсан, хӑйӗн ырӑ аллине ҫавсем патнелле ҫеҫ тӑсас пулсан, халӗ ҫакӑнта кулса хӗпӗртекен ҫынсем тата вилсен вӑл пурӑнакан ҫап-ҫутӑ та таса ҫӗре кӗме тивӗҫлӗ ҫынсем сахал пулӗччӗҫ…

Но если бы одни только достойные пользовались его милостями и помощью в трудную минуту, то немногие знали бы, что такое радость на земле и вечный покой на небе.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Уолтерс мистер хӑйне майлӑ «мухтанса хӑтланчӗ», вӑл, хӑй ӗҫченнине палӑртса, чупкаласа ҫеҫ тӑче: кам ҫине мӗн тиентерме пулать, кашнинех вӑл канашсем парса, ӗҫ хушса, приказсем парса тиентерсе ҫеҫ тӑчӗ.

Мистер Уолтерс старался, проявляя необыкновенную распорядительность и расторопность, отдавая приказания, делая замечания и рассыпая выговоры направо и налево, кому придется.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах ҫапах та, Том алшӑлли айӗнчен шуса тухсан, пит ҫунин результачӗ ытла лайӑхах пулманни палӑрса кайрӗ, мӗншен тесен таса вырӑнӗ, маска евӗрлӗ, питӗн пӗр пайне ҫеҫ, ҫамкаран пуҫласа янах таранхи пайне ҫеҫ, йышӑнса тӑрать.

Однако, когда он отнял от лица полотенце, оказалось, что вид у него не совсем удовлетворительный: чистыми были только щеки и подбородок, которые белели, как маска.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сӗрсе пӑхма ҫеҫ пар мана, кӑшт ҫеҫ сӗрсе пӑхма пар.

Слушай, пусти хоть попробовать, хоть чуть-чуть.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Киле час таврӑнмарӗ, каҫхи апата лариччен Джим ятлӑ негр ачине ыран валли вутӑ татса пама ҫеҫ, тӗрӗссипе каласан, хӑй мӗн хӑтланса ҫӳрени ҫинчен каласа пама ҫеҫ ӗлкӗрче вӑл.

Он еле успел вернуться домой, чтобы до ужина помочь негритенку Джиму напилить на завтра дров и наколоть щепок для растопки; во всяком случае, он успел рассказать Джиму о своих похождениях, пока тот сделал три четверти работы.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Влаҫ — полномочисем ҫеҫ мар, халӑх умӗнчи пысӑк яваплӑх та. Паян пирӗн умра тӑракан тӗп тӗллев — ҫынсен шанӑҫне тӑрӑшуллӑ ӗҫпе тӳрре кӑларасси. Эпир халӑхшӑн ӗҫлетпӗр! Граждансен ҫивӗч ыйтӑвӗсене халӑхран уйрӑм, пӳлӗмсенче ҫеҫ ларнипе татса параймӑн. Суйлавҫӑсемпе ҫывӑхарах пулмалла, ҫынсемпе хастартарах хутшӑнмалла, вӗсене итлемелле тата илтмелле», — калаҫӑва тӑсрӗ регион Пуҫлӑхӗ.

Help to translate

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Чылай хушӑ ӑна пахчара ҫеҫ ӳстернӗ, лаптӑкӗ майӗпен ҫеҫ пысӑкланнӑ.

Help to translate

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed