Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл пӗр самантрах ҫакна тавҫӑрса илнӗ: халь вӗсене виҫӗ нимӗҫ ҫеҫ курнӑ чухне унӑн хӑй енчен ҫапӑҫӑва хутшӑнма нимӗнле сӑлтав та ҫук, ҫывӑхри ращана ҫитсе кӗрсен вара — тен унта нимӗҫсем вуҫах та ҫук пуль, — ку виҫӗ нимӗҫ кая юлса тревога ҫӗклес пулсан та, разведчиксен хӑтӑлма шанчӑк пур, Травкин ҫавӑн пекех тарма та шутламан.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Пӳлӗмрен тухса, хӑнӑхнӑ пӳлӗмсем витӗр утнӑ май манра каллех шанчӑк ҫуралчӗ — мана каллех нимӗн те пулман пек туйӑнчӗ, анчах тухтӑрсен ҫав йӗрӗнчӗк япалисен — иодоформ, карболка шӑрши мана тӳрех ҫапса хуҫрӗ.
XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ӳтшӗн ҫунас туйӑм пур, ҫӗнӗ ӑру та пур, — тӗллеве, апла пулсан, ҫитес ӑрура пурнӑҫлас шанчӑк пур.
XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Уншӑн шанчӑк ҫук, анчах ӑна паян больницӑна ӑсатаҫҫӗ, унта ӑна канлӗрех пулать.Надежды нет никакой, но сегодня его отправят в больницу, там ему будет покойнее.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
— Ҫак шанчӑк унӑн — пурӑнас килни, пурӑнасса шанса тӑни пулать, ҫав ҫеҫ ӑна ҫӑлса хӑварма пултарать.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Снаряд ҫурӑласса кӗтнипе пӗтӗм чун-чӗри тӑвӑнса тӑрать пулин те, таҫта шалта, чунӗ тӗпӗнче, пӗчӗкҫеҫ ҫӑлкуҫӗ пек, ҫаплах-ха шанчӑк пекки, хуллен ҫеҫ пулин те, тапса тӑрать, ҫакӑ хӑрушлӑх чиперех иртсе каясса шанатех вӑл — унтан вара…
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Виҫе ҫук-тӑк, шанчӑк та ҫук сана!
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хум пек килсе ҫапнӑ ҫапӑҫу кӗрлевӗ вара пӗрремӗш хут Андрейӑн чӗрине шиклентермерӗ, — ҫав кӗрлевре ӑна темскерле йыхрав евӗрлӗ, шанчӑк паракан, уҫӑлтарса яракан сасӑ илтӗннӗ пек туйӑнчӗ.Что-то призывное, обнадеживающее и даже освежающее послышалось ему в грохоте боя.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Окоп палӑра пуҫларӗ ҫеҫ, Андрейӑн каллех шанчӑк ҫуралчӗ: «Юлашкинчен ӗнтӗ полк нимӗҫсене чаратех», шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Темскер пур унӑн ӳт-пӗвӗнче, темскер вӑл, пӗтӗм юна ҫӗнӗ вӑй параканскер: те вӑл ҫак талӑк хушшинче ӗлӗкренпех пӗлес тесе пурӑннине пӗлнӗ, те хӑй ӑшӗнче сасартӑк темле ҫӗнӗ вӑйпа шанчӑк паракан савӑнӑҫлӑ ҫӗнтерӳ пуррине чухласа илнӗ.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Эсӗ халӗ те ман пирки шанчӑк ҫухатманнине куратӑп эпӗ.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Кашни минут иртмессерен, унӑн чунӗнчи ӑшӑ шанчӑк сӳнет те сӳнет.И с каждой минутой где-то еще теплившаяся надежда все гасла и гасла в ней.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Халӗ мӗнпур шанчӑк ҫав сыхласа хӑварнӑ шыв ҫинче ӗнтӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Шанчӑк ҫук, — илтрӗ вӑл, — икӗ уринче те гангрена.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах шанчӑк ҫук…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Шанчӑк сан ҫинче.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эпӗ нихӑҫан та анне пулса курман, ҫапах та шухӑшпа хама ҫав вырӑнах лартатӑп: акӑ манӑн ача ӳсет — юратнӑскер, куҫ пек курса тӑраканскер, унра мӗн-пур шанчӑк, уншӑн тертленнӗ-тӑрӑшнӑ, куҫҫуль юхтарнӑ, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрман… сасартӑк вара — айванлӑх, ӑнсӑртлӑх, хӑйпе хӑй тӗллӗн сиксе тухнӑ тискерле ӑнсӑртлӑх: вӑл чӳрече ҫинче вылять, нянька ҫаврӑнса тӑнӑ, курмасть, ача аялалла, чулсем ҫинелле персе анать.
XXII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Эпир вунсаккӑрӑн пӗрле пухӑнса ӗҫе тытӑнсан, тем пулсан та, ирӗке тухма шанчӑк ытларах пулӗ — тесе шухӑшларӑм эпӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫав ҫын хӑй ҫине пӑхманнине сисрӗ курӑнать те, ҫӑлӑнас шанчӑк ӑна килсе кӗчӗ пулас: сасартӑк малалла тапса сикрӗ те вӑл ҫил пек вӗҫтерчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ку мана шанчӑк пачӗ: эпӗ, ҫил тамалсан, карап патне кайса, ун ҫинчи ҫимӗҫсене, хама кирлӗ япаласене илсе тухма шутларӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.