Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хитре the word is in our database.
хитре (тĕпĕ: хитре) more information about the word form can be found here.
Хитре хӗрарӑмӑн та пӗр шухӑш пулмалла: чи пысӑк света кӗресси.

Так же красивая женщина имеет свою мечту — быть принятой в высшем свете.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

…Николай пӗрре пӑхсах пӗлет: хитре Наталишӗн упӑшкин ӗҫӗсем ниме те тӑмаҫҫӗ.

Николай с первого взгляда понимает, что для прекрасной Натали дела мужа ничего не значат.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Питӗрте, Хӗллехи дворецра, Хӗллехи садра пур ҫавӑн пек пальма: хитре те яштака.

В Петербурге, в Зимнем саду, есть такая пальма: красивая и стройная.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑрахса каяс — кайма хал ҫитмест, пӑхса тӑрас — ҫан-ҫурӑма тар тапса тухать: вӗсем ытарма ҫук хитре, ытарма ҫук чӗрӗ, ҫав тӗпсӗр куҫсем, пуҫ ҫавӑрмӑш куҫсем…

И оторваться не в силах — настолько оно красиво, и оставаться страшно — того и глади затянет в свои глубины, а бездонные глаза-озера не отпускают, кружат голову, будоражат душу и мысли…

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗншӗн таврари чи хитре хӗр — ҫын аллинче?

Почему такая красавица принадлежит не ему?

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Натали патшана таҫти улӑх варринче ӳссе ларнӑ хитре чечеке аса илтернӗ.

Натали представилась царю прекрасным распустившимся цветком в райской долине.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Натали сарлака шлепкепе, кӗлеткине калама ҫук илемлӗн палӑртса тӑракан хитре шурӑ платйӗпе пулнӑ.

Наташ была в изящной широкополой шляпе и белом, облегающем ее прелестную фигуру платье.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Николай та, Бенкендорф пекех, пысӑк ҫамкаллӑ, яка шурӑ ӳтлӗ, хитре.

У царя, как и у Бенкендорфа, высокий лоб, красивое, с гладкой белой кожей лицо.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗкӗр ҫинче малалла тухса тӑракан янахлӑ хитре этем курӑнчӗ.

Бесстрастное стекло отразило красивое лицо с резко выдающимся волевым подбородком.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йӗп хыҫҫӑн ҫипписем те юлман: его величество патшан собственнӑй текен канцедярийӗн III-мӗш уйрӑмӗ, кадетсен корпусӗ, хитре хӗрсемпе хӗрарӑмсем.

Ну а за иголкой потянулась и нитка: 3-е отделение его величества собственной канцелярии, кадетский корпус, придворные дамы, невесты, дочери…

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ав унта хитре хӗрсем Ӗни хыҫҫӑн чупаҫҫӗ, Чее маттур каччисем Вӗсем хыҫҫӑн юлмаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ун пек лайӑх хитре хӗре Мӗнле каччӑ юратмӗ?

Help to translate

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Нар пек хитре хӗрӗсем Акӑшсем пек утаҫҫӗ, Чӑнкӑр-чӑнкӑр тенкисем Йӑлтӑртатса пыраҫҫӗ.

Help to translate

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сӑмахпа вӑл хитре ҫӑвать, ӗҫре ав ялан ура хурать.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл хӑйне кура самаях хитре сӑмахлама пултарать иккен, хутран-ситрен Маринене куҫҫуль тухичченех култарса илет.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳрт ӑшчикки тап-таса, вырӑн ҫине тем ҫӳлӗш минтер купаланӑ, чӳречесем умӗнче пур ҫӗрте те чечек ларать, урайне килте тӗртсе тунӑ хитре кавир сарнӑ.

Help to translate

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑт, ку хитре!

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ай, хитре ҫапрӑн вара, ывӑлӑм! — илтӗнчӗҫ сасӑсем унтан та кунтан.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Питӗ хитре мар пулса тухрӗ…

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хирте Иван нимрен малтан паян кун хитре пуҫланнине асӑрхарӗ.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed