Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир те — сирӗн пек ҫынсемех; эпир сире ҫак суя турӑсене пӑрахтарса Чӗрӗ Турӑ енне, тӳпепе ҫӗре, тинӗсе, вӗсенче мӗн пуррине пултарнӑ Чӗрӗ Турӑ енне, ҫавӑрасшӑн Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳретпӗр; 16. Вӑл халӑхсен унчченхи тӑхӑмӗсене харпӑр хӑй ҫулӗпе ҫӳреме чарман, 17. ҫавах та Вӑл пире тӗрлӗ ырӑлӑх кӑтартса, тӳперен ҫумӑр ҫутарса, тырӑ-пулӑллӑ ҫулсем ярса, ҫимӗҫпе тӑрантарса, пирӗн чӗрене савӑнтарса Хӑй ҫинчен пӗлтерме чарӑнман, тенӗ.
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӗренекенсем вара харпӑр хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран Иудейӑра пурӑнакан тӑванӗсем валли пулӑшу яма пулнӑ; 30. вӗсем вара ҫапла тунӑ та: мӗн пуҫтарнине Варнавӑпа Савл урлӑ пресвитерсене парса янӑ.
Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫак кунсене малашне те уявлама йышӑнса, вӗсем ҫакӑн ҫинчен юпа ҫине ҫырса хӑварнӑ, хӑйсем ӗҫкӗ ирттернӗ вырӑн вара кӗлтумалли вырӑн пулмаллине ҫирӗплетсе, вӗсем — тӗрӗс-тӗкелскерсем, ирӗклӗскерсем, ҫав тӗрлӗ савӑнӑҫлӑскерсем, патша хӳттипе пыраканскерсем — малалла типӗ ҫӗрпе, тинӗспе, юханшыв тӑрӑх кашнийӗ харпӑр хӑй килне кайнӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пурте пӗрле килӗшсе татӑлнипе хӑйсене ҫичӗ кун хушши карапсем кӗтсе тӑнӑ Птолемаидӑна — вырӑнне кура Родофор [роза ӳстерекен] теекен ҫӗре — ҫитсессӗн вара 16. вӗсем унта ҫӑлӑнӑҫ ӗҫки ирттернӗ, мӗншӗн тесессӗн патша вӗсене пурне те харпӑр хӑй килне ҫитичченех кашнине мӗн кирлине ытлӑн-ҫитлӗн панӑ пулнӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Патша ҫапла каласассӑн, пухӑннисем пурте кӑмӑллӑн та хаваслӑн хӑйсем ӑна ырланине пӗлтернӗ, вара кашнийӗ харпӑр хӑй килне саланнӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хаяр ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра Антиох ҫӗнтерме тытӑнсассӑн, Арсиноя ҫӳҫне-пуҫне арпашӑнтарса ярса ҫар тӑрӑх куҫҫульпе йӗрсе ҫӳренӗ, ҫарҫӑсене харпӑр хӑйшӗн, ачисемпе арӑмӗсемшӗн харсӑртараххӑн ҫапӑҫма чунтан ӳкӗтленӗ, ҫӗнтерсессӗн кашнине икшер мина ылтӑн пама пулнӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Иудейсем те вӗсенӗн сӑпрайӗсене хирӗҫ тытӑҫма сӑпрайсем вырӑнаҫтарса тухнӑ, ӗнтӗ нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ; 53. анчах управӑшсенче малтан хатӗрлесе хунӑ апат-ҫимӗҫӗ ҫитеймен, мӗншӗн тесессӗн ӗнтӗ ҫиччӗмӗш ҫул теекен ҫулталӑк пулнӑ, мӗн янтӑласа хунине Иудейӑна суя тӗнлӗ ҫынсенчен тарса пынӑ халӑх ҫисе янӑ; 54. ҫапла вара сӑваплӑ Ҫурта сыхлама ҫынсем нумай юлман: выҫӑпа аптӑранипе кашнийӗ харпӑр хӑй ҫӗрне саланса пӗтнӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Халӑхсем пурте харпӑр хӑй туррин ячӗпе ҫӳреҫҫӗ; эпир вара ӗмӗр-ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр ячӗпе ҫӳрӗпӗр.
Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпир Вавилона имлерӗмӗр, анчах вӑл сывалмарӗ; пӑрахӑр ӑна, кашнийӗ харпӑр хӑй ҫӗрне каяр, ун ҫине хунӑ айӑплав тӳпенех ҫитнӗ, пӗлӗте ҫитиех ҫӗкленнӗ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тӳресем те ҫавӑн пекех харпӑр хӑй ятне мухтава кӑларнӑ, вӗсенӗн чӗри аташман, вӗсем Ҫӳлхуҫаран пӑрӑнман — вӗсен асӑмлӑх ячӗсем пиллӗхлӗ пулччӑр!
Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем, пуян та хастар ҫынсем, харпӑр хӑй кил-ҫуртӗнче тӑнӑҫлӑ пурӑннӑ.6. люди богатые, одаренные силою, они мирно обитали в жилищах своих.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пурте вӗсем хӑйсен аллине шанаҫҫӗ, харпӑр хӑй ӗҫӗнче ӑста вӗсем; 37. вӗсемсӗр хула та лартас ҫук, вӗсем урӑх вырӑна, унта-кунта куҫса ҫӳрес ҫук; 38. ҫапах та ҫав ҫынсемпе канашланмаҫҫӗ, вӗсем пухура та чыслӑ вырӑн йышӑнмаҫҫӗ, тӳре вырӑнӗнче лармаҫҫӗ вӗсем, сут ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ, вӗрентсе те каламаҫҫӗ, хурламаҫҫӗ те; 39. вӗсем пурӑнан пурӑнӑҫра мӗн кирлине туса тӑраҫҫӗ, кӗлтӑвасса та вӗсем хӑйсен ӗҫӗ валли ӑнӑҫлӑх ыйтса кӗлтӑваҫҫӗ.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пурӑнӑҫра чи кирли — шывпа ҫӑкӑр, тумтир тата харпӑр ҫын пурӑнӑҫне хӳтӗлекен кил-ҫурт.24. Главная потребность для жизни - вода и хлеб, и одежда и дом, прикрывающий наготу.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кайӑк-кӗшӗк харпӑр хӑй йышӗпеле пухӑнать, чӑнлӑх та хӑйне шыракансем-тӗпчекенсем енне ҫаврӑнать.9. Птицы слетаются к подобным себе, и истина обращается к тем, которые упражняются в ней.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кирек мӗнле чӗрчун та харпӑр хӑй йышшине юратать, этем те ҫавнашкал — хӑй евӗрлине савать.19. Всякое животное любит подобное себе, и всякий человек - ближнего своего.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иов пуҫӗ ҫине йӑтӑнса аннӑ ҫак мӗнпур инкек ҫинчен унӑн виҫӗ тусӗ — Феман ҫынни Елифаз, Савхея ҫынни Вилдад тата Наама ҫынни Софар — илтнӗ те, кашнийӗ харпӑр хӑй ҫӗрӗнчен тапранса тухса пӗрле пуҫтарӑннӑ; Иовпа пӗрле кулянса унӑн чунне лӑплантарас тесе ун патне кайнӑ.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав ҫырура патша иудейсене харпӑр хӑй пурӑнакан хулара пӗрле пуҫтарӑнса хӑйсен пурӑнӑҫне хӳтӗлеме ирӗк панӑ: ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та вӗсем ҫак ҫӗрти халӑхсем хушшинчи мӗнпур вӑйлӑ ҫынсене, хӑйсемпе тӑшманла хирӗҫекенсене, вӗсенӗн ачисене те, арӑмӗсене те пӗтӗмпе тӗп туса-вӗлерсе-пӗтерсе тухччӑр, вӗсен кил-ҫурчӗсене ҫаратса аркатчӑр, 12. ҫакна вӗсем пӗтӗм Артаксеркс патша ҫӗрӗнче пӗр кунра, вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, туччӑр, тенӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Лаша хапхинчен лерелле священниксем кашнийӗ харпӑр хӑй килӗ тӗлӗнче юсарӗ.28. Далее ворот Конских чинили священники, каждый против своего дома.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Израиль патшипе Иудея патши Иосафат, патша тумтирӗ тӑхӑннӑскерсем, Самари хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта харпӑр хӑй пуканӗ ҫинче ларнӑ, пӗтӗм пророк вӗсем умӗнче тӑнӑ, малашне мӗн пуласса пӗлтерсе каланӑ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Соломон, хӑйӗн ашшӗ Давид хушнине пурӑнӑҫа килтерсе, ҫапла тунӑ: священниксен Турӑ Ҫуртӗнче черетпе ылмашӑнса ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ, левитсен те черетпе ӗҫлемелле пулнӑ, вӗсен, харпӑр кун йӗркине пӑхӑнса, Турра мухтаса, священниксем ҫумӗнче ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ, тата кашни хапха патӗнче черетпе хурал тӑма хуралҫӑсем уйӑрнӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ҫынни Давид хушса хӑварнӑ йӗрке ҫапла пулнӑ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.