Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ку тӗле сикни ӑна йӗпенесрен хӑтармарӗ, мӗншӗн тесен, унӑн талккӑшӗпех ларакан виноград тӗмӗсем хушшипе утса тухмалла пулчӗ; ҫапла вара вӑл, ҫул ҫине тухнӑ ҫӗре йӗп-йӗпех пулчӗ.
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Пӗчӗк ушкӑн Макҫӑма манахсен келийӗсенчен пӗрин крыльци ҫинче хӑварса, чан ҫапнӑ ҫӗре кӗмелли питӗрӗнчӗк алӑк умне ҫитсе тӑнӑ тӗле хӗвел те анма пуҫларӗ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Эвелина абажур мӗлки ӳкнӗ тӗле ларнӑ, ҫурма тӗттӗмре унӑн пысӑк та тӗксӗмленнӗ куҫӗсем кӑна палӑраҫҫӗ.Эвелина сидела в тени от абажура, и только ее глаза, большие и потемневшие, выделялись в полумраке.
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Макҫӑм кӑна, ҫак шавлӑ ушкӑн суккӑр чунӗнче мӗнле йӗр хӑварнине пачах асӑрхаман пек тыткалать хӑйне, хӑнасене вӑл усадьбӑна час-час килсе ҫӳреме чӗнет, тепре килнӗ тӗле этнографилле материалсем нумай тупса хатӗрлеме сӑмах парать.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ту айккинче, лапамра мӗн пулса иртни ҫинчен юрланӑ тӗле ҫитсен, суккӑр итлекенӗн сӑнарлас ӑсталӑхӗ самантрах ӑна ҫӳллӗ вырӑнсенчен айлӑма илсе каять…
XIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Юрӑҫӑ ту ҫинче хӗрарӑмсем тырӑ вырни тӗле ҫитсен, Петруҫ хӑй ялан кайса ҫӳрекен ҫӳллӗ тӗмескене аса илнӗ.
XIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Малтанхи хӑюсӑрлӑха майӗпенех пусарса, вӑл пианино ларнӑ тӗле пычӗ те кӑшт аяккарахра тӑрса итлекелерӗ.
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӑйӗн шухӑшӗсене пула, вӑл вӑхӑтран вӑхӑта кӑна башня стени ҫинчи шӑтӑк енне, Симурден хушнипе икӗ хут вӑйлатнӑ хурал тӑратнӑ тӗле, пӑхса илчӗ те тарӑн шухӑша кайрӗ.
I. Лантенака тыткӑна илчӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Аван-ха хӑлхана ҫеҫ лектернӗ, урӑх тӗле мар.
X. Радуб // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хӑй ӗмӗтленнӗ тӗле ҫитнӗскер, вӑл «теттене» ҫӳлти кӗтессинчен тытса тӑрӑшсах ҫурма тытӑнчӗ.Оказавшись на таких высотах, он он взял «кайтинку» за верхний угол и аккуратно разорвал.
V // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл вӑраннӑ тӗле карап инҫетре пулнӑ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Юханшыв тинӗселле юхса тухнӑ тӗле ҫитсен, вӗсем пӗр лайӑхрах вырӑн, ытларах чура туянма май пур вырӑн тупса, якӑр пӑрахнӑ.Он бросил якорь в устье реки, найдя хорошее место, где можно было купить побольше рабов.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Ҫак уйӑх пӗтнӗ тӗле эпӗ вӑрманта пытанса тӑракан ҫар шутне аллӑ пине ҫитересшӗн.Но я желаю, чтобы через месяц в лесах были пятьсот тысяч повстанцев.
II. Мужик ӑс-тӑнӗ полководец пӗлнин тӗшне тӑрать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ӑнсӑртран нимле инкек-синкек те килсе тухмасан, ҫил те ҫула май вӗрсен, пур парӑссене те ҫӗклеме май килсен, ҫутӑлнӑ тӗле корвет Франци ҫыранӗ патне ҫитетех, тесе шанать Гакуаль лоцман.
II. Ҫӗрлехи тӗттӗмре пыракан караппа пассажир // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Уроксем пӗтнӗ тӗле ачасем, хӑйсем хушшинче канашласа калаҫса татӑлнӑ пекех, ӗнерхи ятлаҫу ҫинчен шарлама пӑрахрӗҫ.К концу дня, ребята, как будто условившись между собой, не заговаривали о ссоре.
22 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Саша таврӑннӑ тӗле урай шӑласси ҫеҫ юлчӗ.
19 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Шкулта вӗренме пуҫланӑ тӗле ҫӗр пӳрт хатӗр пулнӑ.
8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ҫапла эпир пӗр тӗле ҫитрӗмӗр, кунта тинӗс хӗррипе пымалли ҫул тӑп-тӑвӑр юлнӑ.
XXXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Эпир хамӑр ишсе кайнӑ тӗле каялла килсе тухайман; ҫил-тӑвӑл пирӗн сулла пӑртак ҫӳлерех илсе килнӗ, эпир ҫыран хӗррипе пырсан, «Гретхен порчӗ» патнех ҫитетпӗр пулмалла, терӗм.
XXXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ку сӑмахсем вырӑнлӑ пулнине ӑнланма ҫӑмӑл, мӗншӗн тесен, эпир каллех ҫурҫӗр енчи ҫыран хӗррине пырса чарӑннӑ пулин те, хамӑр малтан ишсе кайнӑ тӗле пыман «Гретхен порчӗ» хӗвеланӑҫӗ еннерех выртнӑ пулмалла.
XXXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.