Шырав
Шырав ĕçĕ:
Григорий куҫӗсенче вӗсен пичӗсем, тӑм тӗслӗн нимӗрленсе тӑракан пӗр лаптӑк пулса, хутшӑнса кайрӗҫ.Лица их слились в глазах Григория в студенистое, глиняного цвета пятно.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унтан, икерчӗ хурса тултарнӑ тӑм тирӗке кинӗ умне шутарса лартса, ӑна сӑйласа хӑналама пуҫларӗ.И угощала сноху, двигая по столу глиняную чашку, набитую блинцами.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Картишне кӗчӗ, вӗтӗ ҫуртырри улӑмӗпе хутӑш ҫӑрса тунӑ тӑм пӳртӗн пӗчӗк чӳречинчен шаккарӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Урана тӑм илӗ, — иккӗленсе тӑчӗ Митька, кая юлса.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӑм илтерӗн тата.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Унтан тӑм ӑшӗнчен тухрӗ те йӗмпӗҫҫисене чӗркуҫҫи таран вараланнӑ ури ҫинех усса ячӗ.И вылез из глины, опуская штаны прямо на измазанные по колено ноги.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Машина пӳлӗмӗн алӑкӗ патӗнче ларакан юрӑхсӑра тухнӑ нефть цистерни аяккинче вальцовщик Тимофей, весовщик, «Валет» тенӗскер, тата вальцовщикӑн помощникӗ, шап-шур шӑллӑ ҫамрӑк йӗкӗт Давыдка, йӗмӗсене чӗркуҫҫи таран тавӑрнӑ та пысӑк ҫаврашкара тӑм ҫӑраҫҫӗ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Наталья, пилӗк чалӑш тарӑнӑшӗнчен кӑларнӑ пӑр пек сивӗ чунсӑр ҫӗре алӑпа сӗртӗнсе мӗнле туйӑннине ҫавӑнтах хӑвӑрт аса илнӗ те, аслашшӗн ватӑлнипе тӑм пек хӗрлӗ куктӗррисемпе витӗннӗ аллисем ҫине хӑраса, шикленсе пӑхнӑ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ильинична чие ҫырли пек хӗрелсе, йӑлкӑшса ларать, унӑн тӑхлачи эрех ӗҫсе тултарнипеле тӑм тивнӗ вӑрман улмийӗ пек симӗсленсе кайнӑ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Иван Федорович ҫаксене пурне те пӗлсе тӑнипе малтанах икӗ ҫыхӑ клентӗр тата колбаса хатӗрлесе хунӑ; халӗ вӑл, пӗр черкке эрех илсе — эрехрен пӗр постоялӑй двор та татӑк тӑмасть, — тӑм урайне чавса лартнӑ сӗтел хушшине ларчӗ те каҫхи апат тума тытӑнчӗ.
II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Тӗлӗнмелле, пани! — терӗ Данило, козак аллинчен тӑм кружка илсе.— Чудно, пани! — продолжал Данило, принимая глиняную кружку от козака.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Светлица урайне лайӑх таптаса якатнӑ, тӑм шӑлса лартнӑ.
III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хальхи пек тӑм шӑлнӑ, килхушшинче ларакан пӳртсем пӗрре те пулман.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Эпир вӗт, тупата, тӑванӑмсем, ахалех килтӗмӗр кунта! — ҫаплах-ха, чарӑнмасӑр, тӑм куркаран сыпкаласа калаҫрӗ вӗт.Ведь мы, ей-богу, братцы, по пустякам проехали сюда! — продолжал он, прихлебывая из глиняной кружки.
VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Аллине тӑм илтернӗ пулас, — ӑнлантарчӗ разведчик.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл питне тахҫанах тӑм илтернӗ пулас: хӗрлӗ шӑртпа витӗннӗ пит шӑмми ҫинче темле имҫампа сӗрнӗ кӗсенсем палӑраҫҫӗ.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Лена, эсӗ питне тӑм илтернӗ вӗт?
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Озеров вара пӑсӑлса, ланкашкаланса пӗтнӗ ҫула, ун тӑрӑх майӗпен шӑвакан лавсене, пичӗсене тӑм илтернӗ, юрланса пӗтнӗ хӗрарӑмсем ҫӗмрӗк ҫуна тавра тата ҫул хӗрринчи канава пушатнӑ тырӑ миххисем тавра тӑнине курчӗ, Васька Голубцова та курчӗ вӑл: харсӑр ача, ашшӗн кӗске кӗрӗкне тӑхӑннӑскер, кӗрт тӑрӑх аран-аран ашса, васкаман хӗрарӑмсем патне пырать, вӗсене пушӑ аврипе юнаса хыттӑн кӑшкӑрать…
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл ывӑннӑн, пичӗпе улӑм ҫине лӑпчӑнса, сулахай аякки ҫине выртнӑ; хӑй ҫав тери ҫамрӑк, сенкер куҫлӑ, сӑмсипе питҫӑмартийӗсене иртнӗ каҫ тӑм илтернӗ.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫырӑвӗнче пуринчен ытла лайӑх вӗренме, амӑшӗпе асламӑшӗ мӗн хушнине итлеме, пӗчӗк Володьӑна кӳрентермелле мар, шкула кайнӑ чух е шкултан таврӑннӑ чух питҫӑмартисене тата сӑмсуна тӑм ан илтер, тесе ҫырчӗ.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.