Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Ухмах ҫынна хӑйӗн ӗҫӗ ӗшентерет, мӗншӗн тесессӗн вӑл хула ҫулне те пӗлмест.15. Труд глупого утомляет его, потому что не знает даже дороги в город.
Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Чӗррисем хушшинчи этемӗн ӗмӗчӗ пур-ха, мӗншӗн тесессӗн чӗрӗ йытта та вилнӗ арӑсланран лайӑхрах.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Этем темӗн чухлӗ тӑрӑшса тӗпчесессӗн те ҫавна пӗлсе ҫитеймест; эхер пӗр-пӗр ӑсчах «эпӗ пӗлетӗп» тесессӗн те, вӑл ҫавна пӗлсе ҫитереймест.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара савӑнӑҫа мухтаса илтӗм, мӗншӗн тесессӗн ҫут тӗнчере ҫыншӑн ӗҫсе ҫиессинчен, савӑнса пурӑнассинчен лайӑхраххи ҫук: ҫакӑ вӑл унӑн Турӑ панӑ ҫут тӗнчери пурӑнӑҫӗнче, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗнче ӗмӗрӗ тӑршшӗпех пулса пырать.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӳкӗте уяса тӑракана нимӗнле усаллӑх та тивмӗ: ӑслӑ ҫыннӑн чӗри вӑхӑта та, йӗркене те пӗлет; 6. мӗншӗн тесессӗн кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗпе хӑйӗн йӗрки пур, этемшӗн вара 7. мӗн пулассине пӗлменни — пысӑк инкек; ҫакӑ мӗнле пулассине кам калӗ-ха ӑна?
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӑслӑлӑхпа ӑс-хакӑла пӗлес, тӗпчес, тупас тесе, ҫапла ухмахлӑхӑн, пӗлменлӗхӗн, ӑссӑрлӑхӑн усаллӑхне пӗлес тесе чунтан тимлерӗм те — 26. ҫакна ӑнкарса илтӗм: вилӗмрен те хӑрушӑраххи — хӗрарӑм, мӗншӗн тесессӗн вӑл — таната, унӑн чӗри — серепе, унӑн алли — тӑлӑ; Турӑ умӗнче ырӑ ӗҫ тӑвакан унран хӑтӑлӗ, ҫылӑхли вара ун аллине ҫакланӗ.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. «Иртнӗ кунсем хальхи кунсенчен мӗншӗн лайӑхрахчӗ-ши?» тесе ан кала, мӗншӗн тесессӗн ҫакна эсӗ ӑслӑ пулнӑран ыйтмастӑн.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эхер те пӗр-пӗр ҫын, ҫӗр ача ҫуратса, нумай ҫул пурӑннӑ пулсассӑн, ӗмӗрӗ унӑн татах тӑсӑлса пынӑ пулсассӑн, анчах унӑн чунӗ ырӑлӑхпа киленеймен пулсассӑн, ӑна тирпейлесе те пытарайман пулсассӑн, эпӗ ҫапла каланӑ пулӑттӑм: вилӗ ҫуралнӑ ача унран телейлӗрех, тейӗттӗм, 4. мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫӗр ҫине кӑлӑхах килсе ӗмӗрлӗх сӗмлӗхе кайнӑ, унӑн ячӗ те сӗмлӗх айне пулнӑ.
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эхер те эсӗ, хӑш-хӑш ҫӗрте чухӑна хӗсӗрленине тата сутпа тӳрӗлӗхе пӑснине курсассӑн, ҫавӑнтан ан тӗлӗн, мӗншӗн тесессӗн аслине аслӑраххи, вӗсене вара тата аслӑраххи асӑрхаса тӑрать; 8. ҫӗршывӑн чи чапли вара — ҫӗршывшӑн тӑрӑшакан патша.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Турра сӑмах парсассӑн, ӑна пурӑнӑҫлама ан вӑрахла, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ухмахсене кӑмӑлламасть: мӗн тума асӑнтӑн — ту.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пӗччен пуличчен иккӗн лайӑхрах, мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн ӗҫӗнче ырӑ пайта пур: 10. пӗри ӳксессӗн, теприйӗ хӑйӗн юлташне ҫӗклесе тӑратать.
Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вара ӑнлантӑм эпӗ: этемшӗн хӑйӗн ӗҫӗпе савӑнса-киленсе пурӑннинчен лайӑхраххи нимӗн те ҫук, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ вӑл — ӑна пӳрнӗ шӑпа; кайран хӑй хыҫҫӑн мӗн пулассине курма кам илсе килтӗр-ха ӑна?
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ӑшӑмра этем ывӑлӗсем пирки ҫапла каларӑм: Турӑ вӗсене сӑнаса пӑхтӑр, вӗсем хӑйсем халлӗн выльӑх ҫеҫ иккенне курччӑр, терӗм; 19. мӗншӗн тесессӗн этем ывӑлӗсен шӑпи те, выльӑх шӑпи те — пӗрех: лешӗсем те вилеҫҫӗ, кусем те вилеҫҫӗ, пурте пӗр сывлӑшпа пурӑнать, этем выльӑхран мала мар, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗмпех — харамлӑх!
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӑшӑмра вара ҫапла каларӑм: «тӳрӗ ҫынна та, усал ҫынна та Турӑ сут тӑвӗ, мӗншӗн тесессӗн унта кашни япаланӑн, кашни ӗҫӗн — хӑйӗн вӑхӑчӗ» терӗм.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара ҫӗр ҫинче ӗҫлесе тунӑ пӗтӗм ӗҫӗме чӗрем мантӑр, пӑрахӑҫлатӑр терӗм, 21. мӗншӗн тесессӗн ҫынни ӑстайлӑ, пӗлсе, ӑнӑҫлӑ ӗҫлет, анчах мӗн тунине унӑн ҫав ӗҫе туман тепӗр ҫынна парса хӑварма тивет.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара ҫӗр ҫинче тунӑ пӗтӗм ӗҫӗме курайми пултӑм, мӗншӗн тесессӗн ӑна хам хыҫҫӑн килес ҫынна хӑварма тивет.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӗнтӗ пурӑнӑҫа курайми пултӑм, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче пулакан-тӑвакан ӗҫсем мана йӗрӗнтерсе ҫитерчӗҫ: пурте — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ!
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Куҫӑма мӗн килӗшетчӗ, ҫавӑ манӑн пулатчӗ; чӗреме нимӗнле савӑнӑҫран та катса хӑвармарӑм, мӗншӗн тесессӗн пур ӗҫӗмре те чӗрем хӗпӗртесе тӑратчӗ; ку вӑл мана пӗтӗм ӗҫӗмшӗн тивӗҫнӗ парне пулнӑ.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӑслӑлӑха пӗлсе ҫитес, ӑссӑрлӑхпа ухмахлӑха та пӗлсе ҫитес тесе пӗтӗм чунӑма патӑм эпӗ; пӗлтӗм вара, ку та — ҫил хӑвалани ҫеҫ: 18. мӗншӗн тесессӗн пысӑк ӑслӑлӑх пысӑк хуйхӑ кӳрет; нумай пӗлекен нумай асапланать.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл хӑвна ан питлетӗр тесессӗн, суеҫӗ пулас темесессӗн, Турӑ сӑмахӗ ҫумне нимӗн те ан хуш.6. Не прибавляй к словам Его, чтобы Он не обличил тебя, и ты не оказался лжецом.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.