Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татӑлса (тĕпĕ: татӑл) more information about the word form can be found here.
Унтан ӑна сутуҫӑсем патшалӑх валли тавар сутнӑ чухне пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлса хака хӑпартнӑшӑн вӗсене тӗрмене хупма пултарасси ҫинчен ҫырнӑ тӗле уҫать.

Раскрыл ее на той странице, где было написано, что сговор на торгах при поставке на казну карается тюремным заключением.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫынсем троссем хытӑран та хытӑ карӑнса пынине те курман, тепӗртакран ҫав троссем татӑлса кайнӑ.

Люди не обращали внимания также на то, что швартовы натягивались все туже и туже, но настал момент, когда они лопнули.

Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Мана хирӗҫ карчӑк кӑкӑрӗнче темӗн лӑнкӑртатрӗ, темӗн хӑрӑлтатрӗ; унтан унӑн ӑшлатакан шӑлсӑр ҫӑварӗнчен ӑнланса пӗтермелле мар сасӑсем сирпӗнсе тухрӗҫ, сывлӑшсӑр пулнӑ ватӑ курак кранклатнӑ пек те туйӑнчӗҫ вӗсем, сасартӑк татӑлса ларнӑ хӑйӑлти фистула пек те.

В ответ что-то заклокотало и захрипело в груди у старухи; потом из ее беззубого, шамкающего рта вырвались странные звуки, то похожие на задыхающееся карканье старой вороны, то вдруг переходившие в сиплую обрывающуюся фистулу:

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Шурӑ кителӗн крахмалланӑ ҫухине туртса йӳле ячӗ, туртнипе каптӑрмисем татӑлса ыткӑнчӗҫ.

Он рванул перекрахмаленный воротник пикейного кителя с такой силой, что отлетели крючки.

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

…Хыпӑнса ӳкнӗ Катя кӗпе-йӗм купи ҫинче выртакан чирлӗ ача умне пӗшкӗнсе ларнӑ та, эпӗ кӗрсен, татӑлса йӗме тытӑнчӗ.

Бледная, расстроенная, Катя сидела над бельевой корзиной, в которой лежал, раскинувшись, больной ребёнок, и горько заплакала, едва я вошёл.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сулахай ҫунатӑн пӗр чӗрӗк пайӗ татӑлса ӳкнӗччӗ, баксем те шӑтнӑччӗ.

Четверть левой плоскости была снесена, баки пробиты.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юланутҫӑ, йӗнерӗ ҫинчен татӑлса анас пек, ман ҫине усӑнса пӑхать, ҫӑмламас хура ҫӗлӗкӗнчен ӳкнӗ мӗлке унӑн питне хупласа тӑрать.

Всадник резко склоняется ко мне с седла, лунная тень от черной косматой шапки закрывает ему все лицо.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кушак ҫури чӗвен тӑрать, малти урисемпе сӗтел ҫиттине тытма хӑтланать, чӗрнисемпе ярса илсе, шереперен ҫакӑнать, татӑлса анать.

Котенок вставал на задние лапки, старался передними дотянуться до скатерти, иногда уцепившись коготками, повисая на бахроме.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ман каллех чӗре татӑлса анчӗ.

У меня опять оборвалось сердце.

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗлесчӗ эс, мӗн чухлӗ йывӑр ҫак пилӗк ҫамрӑк пионера тата вӗсен вожатӑйне санран татӑлса кайма!

Если бы ты знала, как трудно было отрываться от тебя пятерым маленьким пионерам и не очень старой их вожатой!

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Татӑлса йӗрекен аннепе уйрӑлни, хуйхӑллӑ атте хӑйне хӑй маттур тытма тӑрӑшни — пурте, пурте халӗ те куҫ умӗнчех.

И прощание с отчаянно плакавшей мамой, и отец, весь обмякший, хотя и старавшийся держаться молодцом:

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хам таврара мӗн пулса иртни ҫеҫ мана питӗ ерипен иртнӗ пек туйӑнчӗ — поезд платформа патнелле ытла майӗпен килет, пусма тӑрӑх анакан пирвайхи пассажирсем те питӗ майӗпен анаҫҫӗ, мана хирӗҫ те вӗсем тӗлӗнмелле майӗпен утаҫҫӗ — утаҫҫӗ те утаҫҫӗ вӗсем, Саня манӑн ҫаплах ҫук, каллех халӑх иртет, чӗрем татӑлса анас пек ӗнтӗ хамӑн, ҫук-ҫке вӑл.

Мне только казалось, что всё происходит очень медленно — поезд медленно подходит к платформе, и первые пассажиры медленно сходят со ступенек и удивительно медленно идут ко мне навстречу — идут и идут, а Сани всё нет, и опять идут, и у меня сердце начинает куда-то проваливаться, потому что его нет.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пугачев пӗррех тапрӗ алӑка; ҫӑра татӑлса ывтӑнчӗ; алӑк уҫӑлчӗ те, эпир кӗтӗмӗр.

Пугачев толкнул дверь ногою; замок отскочил; дверь отворилась, и мы вошли.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ку лару, ыттисем пекех, хамӑрӑн тӑвӑр учительскинчех, яраписем татӑлса ӳкнӗ кӑвак пустав ҫитти витнӗ сӗтел хушшинче иртрӗ.

Это было самое обыкновенное заседание в нашей тесной учительской, за столом, покрытым синей суконной скатертью с оборванными кистями.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, пӗлӗтрен татӑлса анмасть вӑл, шыв кӑларса пӑрахать ӑна.

Конечно, она падает не с неба, а ее выносит водой.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн такелажран юр ҫупкӑммӑн-ҫупкӑммӑн татӑлса анать, лӑпкӑн чашлатса ӳкет.

Временами гирлянды инея срываются с такелажа и с тихим шуршаньем осыпаются вниз.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Энск ҫинчен, йӑмӑкӑмпа Даша инке ҫинчен, вӗсем патне ҫӳлтен татӑлса аннӑ пекех пырса кӗресси, вӗсем мана мӗнле палласа илесси ҫинчен шухӑшлама пуҫлатӑп.

Оно развлекало меня, и я думал теперь об Энске — о сестре, о тете Даше, о том, как я свалюсь к ним, как снег на голову, и как они меня не узнают.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ татӑлса макӑратӑп.

И теперь я плачу отчаянно, невыносимо, взахлеб.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл темӗн ҫинчен мӑкӑртатрӗ, унтан, сасартӑк лаштӑрах кайса, пичӗпе ман ӗнсе ҫине тӗршӗнсе, татӑлса макӑрма пуҫларӗ.

Он бормочет что-то несвязное и вдруг начинает плакать, прижавшись щекой к моему затылку.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ пур сӗтел ҫине пуҫа шакка-шакка, ялан пӗр сӑмах: — Александр Дмитриевич!.. Александр Дмитриевич!.. — тесе татӑлса йӗретӗп.

А я бьюсь головой об оконный столик и повторяю: — Александр Дмитриевич!.. Александр Дмитриевич!

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed