Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пымалла (тĕпĕ: пыр) more information about the word form can be found here.
Паллах, палӑртнин шӑнӑрне санӑнах ҫирӗп тытса пымалла.

Help to translate

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ӑна ҫӳллӗ шайра тытса пымалла.

Его нужно поддерживать на высоком уровне.

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

«Общество пурнӑҫӗнче ҫынсене наркотика хирӗҫ тӑма вӗретсе пымалла. Шанатӑп, малашне те пӗр-пӗринпе ӑнланса ӗҫлессе, наркотик хатӗрӗсемпе психикӑна пырса тивекен япаласен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслес енӗпе тӑрӑшса вӑй хурасса», - тенӗ Михаил Игнатьев.

Help to translate

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Ҫапах республикӑпа илсен шкул ачисен шучӗ малашне ҫулсеренех 5 пин ҫын чухлӗ ӳссе пымалла.

Help to translate

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

ГЛПСпа чирлес мар тесен ҫакна манмалла мар: ҫын чирленӗ вырӑнта шӑшисене пӗтермелле; канмалли учрежденисенче шӑшисем кӗмелле мар мероприятисене туса пымалла, вӗсем йӗри-тавра канавсем, шӑшисене пӗтерекен нумай вӑхӑта пыракан точкӑсем пулмалла; ялсене тирпей-илем кӗртмелле, вӗсене тасамарлӑхран тасатсах тӑмалла; учрежденисемпе организацисен шӑшисене пӗтерекен организацисемпе килӗшӳсем тумалла; пӳлӗме тасатса тирпейленӗ чухне тутапа сӑмсана хӳтӗлеме йӗпетнӗ маска тӑхӑнмалла; пур чухне те апат-ҫимӗҫе шӑшисем вараласран сыхламалла, апат ҫиес умӗн алӑсене яланах ҫумалла; ҫӗр ҫинчен пуҫтарнӑ мӑйӑрсене ҫӑвара хыпса катмалла мар.

Help to translate

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Чӑваш Ен Правительствин, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсене пур енлӗн пулӑшса пымалла.

Правительству Чувашии, органам местного самоуправления необходимо оказывать всемерную поддержку молодежным инициативам.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫавӑнпа та пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинчи лару-тӑрӑва тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑмалла, ӑна мӗнле калас, «алӑпа ӗҫлеттермелли майпа» йӗркелесе пымалла тата кирлӗ пулсан право сыхлавӗн органӗсемпе пӗрле витӗмлӗ мерӑсем йышӑнмалла.

Поэтому ситуацию в сфере ЖКХ нужно постоянно держать на контроле, регулировать, что называется, в «ручном режиме» и при необходимости принимать действенные меры совместно с правоохранительными органами.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed