Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултаруллӑ the word is in our database.
пултаруллӑ (тĕпĕ: пултаруллӑ) more information about the word form can be found here.
Эсӗ те пултаруллӑ, Катюша, маххӑ памастӑн, — хавасланса мӑнаҫлӑн калаҫать Тимуш.

И ты, Катюша, молодчина, не подкачала, — восторженно говорит Тимуш.

Пӗчӗк космонавт // Альбина Исемпи. Альбина Исемпи (Васильева А.П.) Пӗчӗк космонавт. — Шупашкар: 2008. — 16 с, илл.

Мӗнпур енӗпе пултаруллӑ ҫак шкул республикӑра чӑннипех те чи лайӑххи пулни ахалех те паллӑ пулин те, А.Калуков ку енӗпе питех мӑнаҫланмарӗ, те куҫӑхтарасран шикленчӗ: «Чи лайӑххи сен шутне кӗриччен ӗҫлемелли пур-ха», — текелерӗ ҫеҫ.

Help to translate

Тӗллев — чи лайӑххи пуласси // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7-8 стр.

Урӑхла каласан, Аслӑ Сӗнчел ҫӗрӗ кашни ӑрӑва пултаруллӑ педагогсем парнеленӗ, парнелет те.

Help to translate

Тӗллев — чи лайӑххи пуласси // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7-8 стр.

Ҫапах та пултаруллӑ вӗрентекенсем ҫук-тӑк, хальхи йышши техника та ниме тӑман япала кӑна.

Но если нет талантливых учителей, то и современная техника это никчему не годная вещь.

Тӗллев — чи лайӑххи пуласси // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7-8 стр.

— Епле пултаруллӑ!..

— Какой молодец!..

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Пултаруллӑ профессионалсем хаҫат интереслӗрех, аванрах, пуянрах, пӗлтерӗшлӗрех пултӑр тесе чунӗсене парса ӗҫлеҫҫӗ.

Талантливые профессионалы работают с душой, чтобы газета была интереснее, лучше, богаче, значительнее.

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

Пирӗн хаҫат — пултаруллӑ вулакансен хайлавӗсене пичетлемелли чи меллӗ хатӗр.

Наша газета — самое удобное средство для публикации произведений талантливых читателей.

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

Хаҫат урлӑ пултаруллӑ чӑваш ӳнерҫисем, скульпторӗсем, вӗрентӳҫисем, усламҫисем, таврапӗлӳҫисем, пуҫлӑхӗсем пирки те пӗлме пултартӑмӑр.

Через газету мы могли узнать о талантливых чувашских художниках, скульпторах, учителях, предпринимателях, краеведах, начальниках.

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

Ман куҫ умӗнчех сахал мар пултаруллӑ юлташсем «ҫунса кайрӗҫ» темелле, — пурте хӑйсем пултарайман вырӑна сӗкӗннипе, хӑйсен вӑйӗсене виҫсе пӑхманнипе.

На моих глазах, как говорится, «погорело» немало способных товарищей, и все потому, что лезли не на свое место, не рассчитывали своих возможностей…

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Никодим пиччӗшне Роман сӑпайлӑ та пултаруллӑ рационализатор, пурне те ӑста ҫын пек кӑтартнӑ, культурӑпа ҫут ӗҫ работниксен шкулне пӗтерекен, тӑван колхозра ӗҫлеме ӗмӗтленекен Васенӑ йӑмӑкӗ ҫинчен чунтан савӑнса каласа кӑтартнӑ.

Брата Никодима Роман выдавал за скромного, но даровитого рационализатора, мастера на все руки, восхищенно рассказывал о сестре Васене, которая заканчивала школу культпросветработников и мечтала работать в родном колхозе.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Черемшанкӑпа Заречье пӗрлешме кӑмӑл тусан-тумасан та, пирӗн унта пултаруллӑ, вӑйлӑ организаци тумалла, тен, ӑна территори принципӗпе тӑвас пулать, унта учительсене, ҫу заводӗнчи рабочисене кӗртмелле, чи кирли вара — шырамалла, ҫӗнӗ ҫынсем шырамалла!

— Независимо от того, захотят ли объединиться Черемшанка с Заречьем, нам нужно создать там боевую и сильную организацию, может быть, сделать ее территориальной, влить туда учителей, рабочих с маслозавода, а главное — искать, искать новых людей!

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫак чи кирлине ӑнланмасан, кирек мӗнле пуҫлӑх та, вӑл темӗнле пултаруллӑ, малтанах витӗр курса тӑракан ҫын пулсан та, тинӗсе кашӑкпа ӑсса пӗтерме хӑтланакан ҫын пек пулса тӑма пултарать».

И любой руководитель, как бы он ни был одарен и прозорлив, не поняв этого главного, может оказаться в положении человека, пытающегося вычерпать море ложкой».

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫамрӑк чухне пурте хастар та пултаруллӑ пулнӑ, — хӑйӗн куҫӗсене секретарӗн, шӑтарса пӑхакан куҫӗсенчен тартса, хуллен хуравларӗ Корней.

— Смолоду мы все были бравые да удалые, — уводя глаза от проницательного взгляда секретаря, тихо ответил Корней.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унта пултаруллӑ сӑвӑҫӑн Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай чӑвашла куҫарнӑ, тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ.

Туда вошли стихи известного поэта в переводе на чувашский язык Народного поэта Чувашии Валери Тургая.

Паллӑ казах поэчӗн кӗнеки чӑвашла кун ҫути курнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24712.html

Пултаруллӑ чӑвашсен ретӗнче унӑн кӳлепи чи малти вырӑнта тӑрать.

Help to translate

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Сергей каланӑ тӑрӑх — питӗ пултаруллӑ та нумай пӗлекен ҫын.

По рассказам — бедовый и грамотный человек.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пур енчен те курӑнать, пултаруллӑ ҫын эсӗ, вӑрҫӑра маттур ҫапӑҫрӑн, пире те усӑ кӑтартӑн…

Судя по всему, ты талантливый человек, ты хорошо воевал на войне, и нам принесешь пользу…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Инженера пулӑшакан ҫын пултаруллӑ пулмалла.

Тут нужен хороший помощник инженеру.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Параська вӗҫӗмсӗр калаҫнӑ, ик ҫыншӑн ҫеҫ мар, харӑсах виҫӗ ҫыншӑн та калаҫнӑ; сӑмаха ҫаптарнӑ кӑна, вӑл калаҫни ҫав тери хӑвӑрт юхса пынӑ, темле пултаруллӑ стенографистка та ҫырса пыма ӗлкӗрес ҫук.

А Параська говорила и говорила, и не то что за двоих, а сразу за троих, — так и сыпала, так и сыпала словами, и ее речь текла такой удивительной скороговоркой, что записать ее не смогла бы даже самая опытная стенографистка.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Генерала парад тумтирӗпе ӳкернӗ, орденсем ҫакса тултарнӑ, ҫамрӑк та яштакаскер, Сергей ҫине вӑл хӑйне уйрӑм кӑмӑлпа пӑхса ларать — дивизи командирӗ орден панӑ чухне хӑйӗн пултаруллӑ та маттур офицерӗ ҫине ҫапла пӑхать.

Молодой, статный, в парадной форме и при орденах, генерал посмотрел на Сергея тем особенным взглядом, которым обычно смотрит командир дивизии на своего молодцеватого и расторопного в бою офицера.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed