Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канмалли (тĕпĕ: кан) more information about the word form can be found here.
Канмалли кунсенче ҫеҫ хуларан килсе ҫӳреҫҫӗ.

Только на выходные приезжают из города.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

Пирӗн Кӗҫӗн Тӑван ялӗн ҫыннисем иртнӗ канмалли кунсенче «Чи таса ялшӑн» девизпа ӗҫлерӗҫ.

Help to translate

Тирпей-илемшӗн тӑрӑшрӗҫ // Роза ГАВРИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.04.22

Хваттерсенче пурӑнакансен те ӗҫ хыҫҫӑн та, канмалли кунсенче те территорисене тасатма тухас пулать.

Help to translate

Пурте активлӑ хутшӑнар // В. ШАПОШНИКОВ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

10. Мана шыраса тупнӑ халӑхӑмшӑн вара Сарон айлӑмӗ сурӑх кӗтекен вырӑн пулӗ, Ахор айлӑмӗ вӑкӑрсене канмалли тапӑр пулӗ.

10. И будет Сарон пастбищем для овец и долина Ахор - местом отдыха для волов народа Моего, который взыскал Меня.

Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Каникула, канмалли кунсене таврӑнсан концертсене хутшӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кӳкеҫри йӗлтӗр трасси ҫинче кашни канмалли кун тенӗ пек ӑмӑрту иртет.

Help to translate

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ку канмалли кунсенче те кашни паркрах уяв программи йӗркелӗҫ.

Help to translate

Эх, Ҫӑварни, ҫу эрни... // Татьяна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Фермӑра ӗҫлекенӗн канмалли кун та, уяв кунӗ те ҫук.

Help to translate

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Кунта канмалли кун ярмӑрккисем, ҫуркуннехи тата кӗркуннехи уйӑхлӑхсем ирттерни те витӗм кӳрет.

Help to translate

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Республикӑри ҫул-йӗр отраслӗнче тӑрӑшакансем ҫак кунсенче канмалли кунсемсӗрех ӗҫлени пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви пӗлтерет.

Help to translate

Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html

ГЛПСпа чирлес мар тесен ҫакна манмалла мар: ҫын чирленӗ вырӑнта шӑшисене пӗтермелле; канмалли учрежденисенче шӑшисем кӗмелле мар мероприятисене туса пымалла, вӗсем йӗри-тавра канавсем, шӑшисене пӗтерекен нумай вӑхӑта пыракан точкӑсем пулмалла; ялсене тирпей-илем кӗртмелле, вӗсене тасамарлӑхран тасатсах тӑмалла; учрежденисемпе организацисен шӑшисене пӗтерекен организацисемпе килӗшӳсем тумалла; пӳлӗме тасатса тирпейленӗ чухне тутапа сӑмсана хӳтӗлеме йӗпетнӗ маска тӑхӑнмалла; пур чухне те апат-ҫимӗҫе шӑшисем вараласран сыхламалла, апат ҫиес умӗн алӑсене яланах ҫумалла; ҫӗр ҫинчен пуҫтарнӑ мӑйӑрсене ҫӑвара хыпса катмалла мар.

Help to translate

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Ҫырмапуҫсем сурхуринчи канмалли кунсенче те футболла выляса район чемпионӗн ятне тивӗҫнӗччӗ.

Help to translate

«Чикаго» кубока вĕçертмест // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Иртнӗ канмалли кун ирхи вунӑ сехет тӗлне яланхи пекех шкула ачасем, ҫамрӑксем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ пуҫтарӑнчӗҫ.

Help to translate

Тăрăнсем – спортра // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Сӑмахран, канмалли кунсенче, пушӑ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗсен шӑпӑрлансемпе пӗрле таврара курса ҫӳремелли сумлӑ вырӑнсем нумай.

Например, много достопримечательных мест, где родители и малыши могут прогуляться в выходные дни, в свободное время.

Хисеплĕ вырăнсене - ушкăнпа // Т.ШЕВЕРОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Канмалли кунсенче, каҫхине уйӑх ҫутипе ӗҫленӗрен, ӗҫе палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлеме май килнӗ.

Работа была завершена во время из-за старания по выходным, по вечерам при лунном свете.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed