Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Тӗрӗс, ку тахҫанхи истори, — тет моряк сасартӑк хыттӑн, вара эпӗ те вӑрантӑм та хӗпӗртесе сывлӑшӑма ҫавӑртӑм, мӗншӗн тесен пӗтӗмпех тӗлӗкпе ҫеҫ аташрӑм иккен: акӑ эпир пӗрле ҫитес кунсенчех Ҫурҫӗре тухса каятпӑр, акӑ Саня та тӑрать ман умрах, ӗшеннӗ вӑл, ӑслӑ та савнӑ ҫыннӑм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑшпӗр чухне хуть тӗлӗкӗнчен вӑранатчӗ те каюрасемпе ҫараҫерҫисен пурнӑҫӗ ҫинчен мӗнле те пулин кулӑшла истори кала-кала паратчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Истори енӗпе илсен интереслӗ ӗнтӗ, — терӗ вӑл, эпӗ хам сӑмаха аран-аран пӗтеркелесен.— Исторически интересно, — сказал он, когда я кое-как окончил свой рассказ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Калӑн ҫав, ку истори тахҫанах иртнӗ тесе, унта кӳренӳ те, юрату та, Марья Васильевна вилӗмӗ те, Ромашка пирки кӗвӗҫӳ те пулман тейӗн ҫав…
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ара вӗт пӗтӗм ҫав истори санӑн куҫу умӗнче пулса иртнӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку вӑл питӗ вӑрӑм истори, анчах та эпӗ сире ӑна пурпӗрех каласа парас тетӗп.Это довольно длинная история, но я всё-таки расскажу её вам.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Петька вара ку истори пирки эпӗ кӗтмен-туман сӑмах персе ячӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр сӑмахпа каласан, Анна Власьевнӑн халлапӗ истори ҫинчен ҫырнӑ хутӑн чылай страницисене йышӑнмалла пулнӑ тата пулас йӑхшӑн та пит те паха пулнӑ пулӗччӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Лихопа хамӑн хушӑмри истори ҫинчен каласа панӑ май «идеализм» пирки пӗр сӑмах та асӑнманнинчен эпӗ паян кун та тӗлӗнетӗп.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Итле-ха, Катя, — терӗм эпӗ татӑклӑн, — эпӗ сана пӗр истори каласа парас тетӗп.— Послушай, Катя, — сказал я решительно, — я хочу рассказать тебе одну историю.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Катюшка валли манӑн истори хӗл каҫиччен каласа пама ҫитӗччӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан эпӗ тепӗр хут Котовский патӗнче пулнӑ истори ҫинчен илтрӗм, мӗнле вӑл, легендарлӑ комбригпа пӗрле, казак есаулӗ пек тумланса, Антонов бандине тытни ҫинчен.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Настройщикран эпир ҫакна пӗлтӗмӗр: просмотрта пулса иртнӗ истори хыҫҫӑн темиҫе кунтан фабрикӑна Аслӑ комитетран ятарласа тунӑ комисси килнӗ, вара Причалин картинине пуҫӗпех пӑрахӑҫланӑ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Истори ӑслӑлӑхне веренме пуҫларӑм, пуҫӗпех ҫав ӗҫе парӑнтӑм.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Истори преподавателӗ пӗрре урокра ҫапла каласа хучӗ:
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫак истори нумай ҫыншӑн паллӑ.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Чӑнах та, ӗнерхи ӗҫ ҫинчен вӑл чӑн-чӑн истори шутласа кӑларма ӗлкӗрнӗ: мана килтисем заказланӑ таксине кӗтме янӑ имӗш; эпӗ таксилӗх укҫана мороженӑй илсе пӗтернӗ пулать те, машина ҫитсен, сехрем хӑпнипе, Ромкӑран пулӑшу ыйтса, машина номерне астуса юлма йӑлӑннӑ пулать.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Сартут шатрисем ҫинчен истори шарламасть.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тата, ҫитменнине, манӑн пуҫа сасартӑк хӑрушӑ истори пырса кӗчӗ.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мана ӗнер пулса иртнӗ пӗр вӑрттӑн истори пӑлхантарчӗ.Меня взбудоражила таинственная история, которая произошла накануне.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950