Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилме (тĕпĕ: вил) more information about the word form can be found here.
Ашшӗне тек хӗнеттерес мар тесе, вӑл ҫав минутра вилме те хатӗр пулнӑ.

В эту минуту он готов был умереть, лишь бы папу больше не смели трогать.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах Гаврик, урамра алӑ тӑсса тӑриччен, выҫа вилме хатӗр.

Но Гаврик скорее согласился бы сдохнуть, чем протянуть руку прохожему.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ку ӗнтӗ «Бр. Крахмальниковых» конфечӗсене ҫисен вилме пулать тата мороженщиксем мороженнӑйне чирлӗ ҫынсене шыва кӗртнӗ сӗтрен тӑваҫҫӗ тенипе пӗрех.

Это было так же общеизвестно, как то, что конфетами фабрики «Бр. Крахмальниковы» можно отравиться или что мороженщики делают мороженое из молока, в котором купали больных.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав аптекӑран вилме патне ҫитнӗ Петя амӑшӗ валли хӑрушӑ кислород минтерӗсем илсе пыратчӗҫ.

Из этой аптеки носили для умирающей мамы Пети страшные кислородные подушки.

IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Илсе кайнӑшӑн панӑ пилӗк тенкӗ укҫана шӑлпа ҫыртса пӑхса, сарӑ ҫӳҫлӗ салху ямшӑк, яланах чирлӗ, хӗрелсе каннӑ куҫлӑскер, хӑйӗн вилме пуҫланӑ ватӑ лашисене кашни икӗ ҫухрӑмрах сӗлӗ ҫитерсе, пассажирсене тертлентерсе пырса чунне кӑларать.

Взявши пять рублей и попробовав их на зуб, рыжий унылый возница с вечно больными розовыми глазами выматывал душу из пассажиров, через каждые две версты задавая овса своим полумертвым от старости клячам.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эсир ӑна вилме ирӗк парӑр-и!

Да разве вы позволите ему умереть?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юрамасть, эпӗ хам та вилме килӗшмен пулӑттӑм!

Нельзя, никто бы не стал, я первый!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑвна ҫапла юратса тӑнӑ чух, ӑҫта унта вилме?

Где же тут умирать, когда тебя так любят?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурӗпӗрех ҫӑлаҫҫӗ, терӗм, вилме парас ҫук…

Подумал, всё равно снимут, не дадут умереть…

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лешӗ: «Таса кӗпе-йӗм тӑхӑнса вилме ирӗк парӑр», — тесе тархаслать те Чашлама вӑрманне тухса тарать — хӑтӑлса юлать (каварланнӑ чӑвашсене кайран айӑпланӑ).

Help to translate

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Ҫӗрле эпе ҫаплах пурнӑҫ хӑвӑртлӑхне туйса (ун пирки ӗнтӗ манӑн хӑлхара темскер шӑхӑрса тӑнӑ пек туйӑнать) вырӑн ҫинче выртнӑ ҫӗртех сӗм тӗттӗмре-таҫталла вӗҫнӗ пек пулса, Марья Васильевна Кораблев патӗнче чухнех вилме шутланине чухласа илтӗм.

Ночью, все еще чувствуя скорость, от которой, кажется, свистело в ушах, все еще летя куда-то, хотя я лежал на своей постели, в темноте, я понял, что Марья Васильевна уже накануне, у Кораблева, решила покончить с собой.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана унран хӑтармаҫҫӗ пулсан, эпӗ лучше вилме сӑмах панӑ, вилетӗп те, — терӗ.

Я лучше решилась умереть, и умру, если меня не избавят.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

А халӑхӗ выҫӑ вилме пуҫланӑ-ҫке! — терӗ Пугачев.

А народ мрет с голоду! — повторил Пугачев.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫакӑн пек паттӑр ывӑлсем ҫитӗнтернӗшӗн мухтаннӑ та пулӗччӗ те вӑл, анчах пире тӑван ҫӗршыв ӳстернӗ — вилме паман, ҫакӑ ҫеҫ тытса чарать иккен ӑна.

Он был бы рад похвастать, что вырастил таких ребят, но не может, потому что сама страна вырастила нас, не дала нам погибнуть.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫук, ҫук, — ачасем пӗр чӗнмесӗр пӑшӑрхануллӑн ларнине сиссе, сассине хӑпартрӗ вӑл, — эпӗ вилме хатӗрленместӗп, ман тумалли темӗн чухлӗ!

Нет, нет, — воскликнул он, заметив, должно быть, что наступило тревожное молчание, — я умирать не собираюсь, у меня еще дел пропасть!

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Ку ачаран вӑрҫӑ ҫынни пулать, — терӗ аслӑ ҫарпуҫӗ. — Эп вилме ӗлкӗриччен, вӑл виҫӗ ҫапӑҫура ҫӗнтерӗ!»

«Это будет военный человек, — сказал великий полководец. — Я не умру, а он уже три сражения выиграет!»

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вилме шухӑшламастӑп та тесшӗнччӗ эпӗ, пурӑнасшӑн тесшӗнччӗ, анчах вӑл ҫавӑнтах ман ҫӑвара хӑй аллипе хупларӗ, кӗсйинчен хӑвӑрт кӑна тутӑрне кӑларчӗ те ман пит-куҫӑма, сӑмсама шӑлса илчӗ.

Я хотел сказать, что вовсе не собираюсь умирать, — напротив, но он вдруг закрыл мне рот ладонью, а другой рукой быстро достал платок и вытер мне лицо и нос.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вилме мар, тӳрленсе кайрӑм.

Наоборот, я поправился.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ӑна Швабрин аллине париччен, эпӗ, лучше, халех вилме килӗшетӗп, — терӗм эпӗ, урса кайнӑ пек пулса.

— Скорее соглашусь умереть, — сказал я в бешенстве, — нежели уступить ее Швабрину!

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпир, пачӑшкӑпа иксӗмӗр, вилме патнех ҫитрӗмӗр.

А веришь ли, я и батька мой так уж и приготовились к мученической смерти.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed