Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачашшӑн the word is in our database.
ачашшӑн (тĕпĕ: ачашшӑн) more information about the word form can be found here.
— Эх, чиперскерӗм эсӗ манӑн, — терӗ вӑл юрланӑ пек йӑл кулса ачашшӑн, ачана вӑр-вар аллисемпе хӑвӑрт салатса.

— Чуда ты мо-я-а! — улыбчиво, ласково выпевала она, раскутывая ребенка ловкими, сильными руками.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Игнат Савельевич арӑмӗ ҫине айккинчен ачашшӑн пӑха-пӑха илнӗ, сылтӑм аллипе картусне кӑшт сӗртӗнсе, хирӗҫ пулакан хресченсене пуҫ тайнӑ, — пӗрисене саламланӑ чухне аллине картус сӑмси патне илсе пынӑ, теприсене хисеплӗрех саламланӑ — картусне ҫӗкленӗ те, ӑна пӗр самант кукши тӗлӗнче тытса тӑрса, сайралса юлнӑ ҫӳҫӗсем ҫине пусса лартнӑ.

Игнат Савельевич искоса с нежностью поглядывал на жену, кланялся встречным мужикам, чуть касаясь правой рукой фуражки, — одним лишь показывал, что приветствует их, и подносил руку к козырьку, другим отвечал более уважительно — приподнимал фуражку и, мгновение подержав ее над лысиной, опускал на жидкие остатки волос.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл Иннокентий ҫакӑн пек хӗрсе-пӑлханса кайнине, ҫав вӑхӑтрах мӗскӗннӗн курӑннине нихҫан та курманччӗ-ха, ун пит-куҫне юн тулса килчӗ, куҫӗсем Ксени ҫине ачашшӑн тархасласа пӑхрӗҫ, Ксени, хӑйне мар, кама та пулин урӑххине чуп тунӑ пек, вӑл айккинчен ҫеҫ «пурпӗрех» тесе пӑхса тӑнӑ пек, Иннокентин васкакан тутисен ӑшшине туйса, нимӗн чухлӗ те хумханмарӗ.

Ей никогда не приходилось видеть Иннокентия таким возбужденным и одновременно жалким, лицо его налилось кровью, глаза смотрели на нее с просящей нежностью, и, ощущая тепло его торопливых губ, она не испытывала никакого волнения, словно целовали не ее, а кого-то другого, а она только равнодушно наблюдала со стороны.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Арҫынсем ҫыпҫӑнма тӑрӑшни ӑна кӳрентернӗ, кам та пулин ун аллине палӑртмаллах ачашшӑн тытсан, унӑн, аллине туртса илсе, ҫав ҫынна ҫупкӑ парас килнӗ.

Назойливое внимание мужчин оскорбляло ее, и, когда кто-либо с подчеркнутой нежностью задерживал в своей руке ее руку, ей хотелось выдернуть ее и дать пощечину.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Эпӗ сана… юрататӑп пулмалла!» — тесе кӑшкӑрас килнӗ Ксюшӑн, анчах вӑл ним каламасӑр йӑл кӑна кулнӑ, сасартӑк хаклӑ та ҫывӑх пулса тӑнӑ ҫынна пӗҫерсе тӑракан, тарланӑ питӗнчен ачашшӑн пӑхнӑ.

«Я, наверное… наверное, люблю тебя!» — хотела крикнуть Ксюша, но только молча улыбнулась, с нежностью глядя в разгоряченное потное лицо, ставшее вдруг дорогим и близким.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл вӑхӑрта Ксюша вӑрҫӑра пулнӑ ҫынсем ҫине пурин ҫине те темӗнле ытла та тимлӗн, ачашшӑн пӑхнӑ.

В те времена Ксюша с каким-то обостренным вниманием и нежностью относилась ко всем, кто побывал на войне.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, мӗн вӑтанатӑр? — ачашшӑн ӳпкелесе ыйтрӗ те Аниҫҫе, пуҫне сӗлтсе, хӗрачана хӑй патне чӗнчӗ.

— Ну чего засовестились? — спросила Анисья и кивком поманила девочку к себе.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Упӑшкин аллине хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫинчен илмесӗр, вӑл ун ҫине тата тачӑрах тӗршӗнчӗ те, унӑн сивӗрех куҫӗсенчен пӑхса, ачашшӑн та хӑюсӑррӑн сӑмах хушрӗ:

Не снимая мужниной руки с плеч, она еще ближе прижалась к нему и, заглядывая в его диковатые глаза, с нежной робостью посоветовала:

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ан шиклен-ха, амӑшӗ, малтанах, — терӗ Дымшаков, арӑмне хулпуҫҫинчен ачашшӑн ытамласа; унӑн кӑшт хӑйӑлти сассинче вӑл хӑйӗнчен хӑй кулни сисӗнчӗ, ҫакӑ ӑна унӑн ҫӑмӑл мар пурнӑҫӗнче пӗрре ҫеҫ мар пулӑшнӑ пулмалла — халӗ ним сӑлтавсӑр никама та лартмаҫҫӗ — йӗксӗк Берие шӑрка пек лапчӑтса хучӗҫ.

— Не дрожи, мать, впереди страха, — ласково обнимая жену за плечи, проговорил Дымшаков, и в тихом, размягченном хрипотцой голосе его зазвучала веселая издевка над собой, которая, видимо, не раз помогала ему в его нелегкой жизни, — если жить да при каждом слове оглядываться — да пропади она пропадом, такая жизнь!

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫеҫенхире ачашшӑн ҫупӑрласа хӗвел пӑхать.

Над степью ласково светило солнце.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Питне илеперӗн сарӑ тунине перӗнтерсе, каллех ҫуна ҫине тӑсӑлса выртнӑ май, Григорий ӑшра темскер хыттӑн та ҫав вӑхӑтрах ачашшӑн чиксе кайнине туйрӗ.

Разящую и в то же время сладостную боль испытал Григорий, свалившись опять в сани, щекой касаясь желтой ветки донника.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушӑран Горчакова та ҫутӑ кӑвак куҫӗпе ун ҫине ачашшӑн та туслӑн йӑлкӑшса пӑхса илчӗ, анчах ҫав куҫсемех Горчаковӑн хура пичӗ ҫинелле ывтӑннӑ чухне йӑлтах урӑхла ҫутӑ сӑрхӑнтарнине курнипе Листницкий чӗри темле ҫӑмӑллӑн та кӳренӳллӗн ыратса килчӗ…

Изредка Горчакова обращала на него светлые голубоватые глаза, взгляд их был ласков, дружествен, но боль, легкая и досадливая, точила Листницкого, когда эти же глаза, устремляясь на черное лицо Горчакова, лучили совсем иной свет…

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорин алӑ шӑнӑрӗсене ачашшӑн сӗртӗнсе ҫупӑрланӑ май вӑл ҫӳҫенчӗклӗн чӗтренсе илчӗ:

Любовно касаясь мышц на руке Григория, она вздрогнула:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро шӑллӗ ҫине, ҫав-ҫавах вӑрахчен те аван маррӑн кулкаласа, ачашшӑн тинкерсе пӑхрӗ.

Петро ласково глядел на брата, все так же длительно и нехорошо улыбаясь.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шурӑ пӗсехеллӗ шӑркалчӑсене ҫил тармалантарнӑ Дон ытамӗнче хумсем ачашшӑн савса ҫупӑрланине кӑнтӑр кунӗнче те час-часах курма пулать.

Да и в полдень видно было, как по взлохмаченному ветром простору Дона пестает и нянчит волна белопузых чирков.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак ҫӳҫ пайӑрки ҫавнашкал кӑвакариччен мӗн чухлӗ хуйхӑ-суйхӑпа инкек тӳссе ирттернӗ пулӗ?» — ачашшӑн хумханса та шеллесе шухӑшларӗ Бунчук, Абрамсонӑн йӑм-хура ҫӳҫӗ ҫинчи, сылтӑм енчи куҫа йӑмӑхтармалла шурӑ пайӑрка ҫине пӑхса.

И сколько пережил ты горя либо ужаса, прежде чем у тебя появился вот этот седой клок?» — с растроганной ласковостью подумал Бунчук, глядя на жуковую голову Абрамсона, белевшую справа ослепительно ярким пятном седины.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тачанкӑран инҫе те мар Сергей пӗр илемлӗ те кӑмӑллӑ хӗрарӑма курчӗ, ҫамрӑк хӗрарӑм Сергей ҫине ачашшӑн, пӗр йӑл кулса, пӗр тӗлӗннӗ пек куҫхаршийӗсене пӗрсе пӑхнӑ.

Недалеко от тачанки Сергей увидел красивую и симпатичную женщину, а молодая женщина смотрела на Сергея ласково, то улыбаясь, то сжимая брови, будто удивленная.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лена хаваслансах ку ҫынсем камсем иккенне каласа пачӗ, хӑй вӑрттӑн Сергей ҫине ачашшӑн пӑхкаласа, куҫӗсемпе кулса тӑчӗ.

Лена охотно пояснила, кто такие эти люди, а сама украдкой посматривала на Сергея и одними глазами улыбалась.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анфиса Соньӑна хӗрхенсе кайрӗ, хӗрарӑмла ачашшӑн ӑна йӑл кулса ыталарӗ:

Анфисе стало жалко Соню, и она с чисто женской лаской обняла ее и сказала:

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ирина унтан ачана илчӗ, ача патне пӗшкӗнчӗ те темӗн ачашшӑн пӑшӑлтатма пуҫларӗ, Сергей Мускавран илсе килнӗ шурӑ шӑмӑ ункӑллӑ ӗмкӗче тупса хыптарчӗ, утиял вӗҫӗсене пуҫтарса ҫавӑрчӗ, ача пуҫӗ ҫинчи шурӑ калпака тӳрлетрӗ, ҫаксене вӑл ҫав тери хӑвӑрт та ҫыпӑҫуллӑ турӗ, темле тирпейлӗ ача амӑшӗ те ӑна пӑхса ӑмсанмалла.

Ирина взяла ребенка, склонила к нему голову, шепотом говорила что-то такое ласковое и нежное, отыскала соску, — ту самую соску с белым роговым кольцом, которую Сергей привез из Москвы, — подобрала концы одеяла, оправила на голове девочки беленький чепчик — и все это делала так умело и проворно, что ей могла позавидовать самая взыскательная мать.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed