Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Лере the word is in our database.
Лере (тĕпĕ: лере) more information about the word form can be found here.
Лере, тӑкӑрлӑкра, витӗр курӑнакан тӗттӗмлӗх, Валя пӳлӗмӗнчи — урӑхла йышши, пӳлӗмри тӗттӗмлӗх.

Там, в переулке, была лёгкая, прозрачная темнота, а у Вали — комнатная, совсем другая.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Камӑн кӗреҫе ҫук — лере параҫҫӗ.

Кому нет лопата, там дадут.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лере, ҫамрӑк та чечен вӑрманта ытарайми шӑплӑх та канӑҫлӑх телейӗ!

и там, в молодом, лёгком лесу, была такая тишина, такое счастье покоя!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лере эп, фронтра, «сывлӑш» сигналӗ пулсан, хамӑн вырӑна малтанах пӗлетӗп, кунта ак приказ панӑ пире: хулара тревога пулсан, хӳтӗлӗхе ан.

На фронте у себя я знаю, где мне быть по сигналу «воздух», а тут приказано нам, если тревога застает в городе: иди в укрытие.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Рояль хӗлехӗсене ав лере — ҫивитти ҫине ывӑтса янӑ…

От рояли-то все жилки вон куда — на крышу закинуло…

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лере, ҫӳлте, хам палланӑ люстра тӑлӑххӑн ҫакӑнса тӑнине курсан, эпӗ кӑшкӑрса ятӑм, вӑл карап караван майлӑскер, чалӑшнӑ тимӗр ҫеклӗ ҫинче темле тытӑнса юлкаланӑ.

И я вскрикнула, увидев там, наверху, косо висящую на погнутом железном крюке знакомую мне люстру в виде корабля-каравеллы.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лере ав, вӑрӑмскер, — Манеж.

А там, длинный такой, — это Манеж.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ав лере — Тӗп театр, пирӗн, ачасен.

А вон там Центральный детский театр.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лӑпкӑ ҫарансем хушшинче асфальтпа ҫуталса тӑракан ҫак ҫул ҫинче лере, тен, халӗ ҫапӑҫу пырать…

И там, на этом же самом шоссе, которое накатанным асфальтом блестело здесь, около нас, среди мирных лугов, там, может быть, сейчас шел бой…

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лере, кӑнтӑрпа тухӑҫ хушшинче ӗнер Мускав ҫийӗн ахах шурӑмпуҫӗ чӗтренсе тӑнӑ анлӑхра, паян пӗлӗт хура та чӗмсӗр курӑнать.

И там, на юго-востоке, где вчера трепетало перламутровое зарево над Москвой, небо сегодня казалось глухим, черным.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лере темӗнле-ха, паллӑ мар.

А как там, еще неизвестно.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Хам та пӗлместӗп ӗнтӗ лере мӗншӗн ун ҫинчен шухӑшласах кайманне.

— Очень странно, но там мне это было почему-то не важно.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, лере кайса вӗсене пӗтӗмпех ӑнлантарса памалла.

Конечно, нужно пойти туда и всё объяснить.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лере, шлюз хапхин тӳркӗтеслӗ башнисем ҫинче, Колумб карапӗсен моделӗсем ҫинчи пӑхӑр пӑрӑссем тӗтре витӗр ялкӑшма тапратрӗҫ.

Там, на выходных прямоугольных башнях шлюза, загорелись в тумане медные паруса на моделях кораблей Колумба.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лере, залра, ҫавнашкал пин-пин залра — Мускавра, Ленинградра, Киевра, Минскра каллех ҫутӑ сӳнет, каллех манӑн сӑнарлӑ хӗр ача, манӑн Устя, ташлать, юрлать, ҫухалать, тупӑнать, ҫакланать, хӑтӑлать, паттӑра тухать, тӗшӗрӗлсе анать…

А там, в зале, и еще в десятке залов Москвы, и в Ленинграде, и в Киеве, и в Минске снова уже погас свет, и опять пляшет, поет, плачет, гибнет, спасается, совершает подвиги и падает ничком девочка с моими веснушками — моя Устя…

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кунта эп, эс лере чухне, паллашрӑм-тӑк паллашрӑм!

А я тут без тебя с кем познако-оми-лась!..

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл ыттисем патне ҫитнӗ ҫӗре лере вӑйлӑ кӗрешӳ пынӑ.

Когда он явился в цепь, там была уж сильная перестрелка.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӗвеланаҫӗнче пилӗк тӑрӑллӑ Бешту кӑвакарса ларать, «палланӑ тӑвӑлӑн юлашки пӗлӗчӗ» пек, ҫурҫӗр енче перссен ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ евӗрлӗ Машук тӑвӗ ҫӗкленет, ҫак енчи тӳпене вӑл пӗтӗмӗшпех хупӑрласа илнӗ; хӗвелтухӑҫнелле пӑхма савӑнӑҫлӑрах: ман умра аяларахра вӗр-ҫӗнӗ хула тӗрленсе ларать, симлӗ ҫӑл куҫӗсем юхаҫҫӗ, тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑх шавлать, — лере тата, катара, амфитеатр пек кӗпӗрленсе, кӑвакарса, тӗтреленсе тусем тӑсӑлаҫҫӗ, тавра курӑм хӗрринче юрпа витӗннӗ ту тӑррисен кӗмӗл тӗпекӗ тӑсӑлать.

На запад пятиглавый Бешту синеет, как «последняя туча рассеянной бури»; на север поднимается Машук, как мохнатая персидская шапка, и закрывает всю эту часть небосклона; на восток смотреть веселее: внизу передо мною пестреет чистенький, новенький городок, шумят целебные ключи, шумит разноязычная толпа, — а там, дальше, амфитеатром громоздятся горы все синее и туманнее, а на краю горизонта тянется серебряная цепь снеговых вершин.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Неушлӗ вара вӑл, Алексей Мересьев, паянхи кун ҫунатлӑ турӑ пек пулса, шӑп Петровӑн пӗтмелли самант ҫитнӗ вӑхӑтра темле тӗлӗнмелле майпа сасартӑк нимӗҫ умне тухса тӑнӑскер, халӗ ӗнтӗ таҫта лере, снарядсем ҫӗмӗрсе, шӑтарса пӗтернӗ ҫӗр ҫинче ҫунса кайнӑ аш татӑкӗ пулса выртать пулӗ?

Неужели он, Алексей Мересьев, который сегодня, как крылатый бог, непостижимым образом возник вдруг перед немцем в тот самый момент, когда Петрову казалось, что все кончено, лежит теперь где-то там, на этой страшной, скальпированной и изорванной снарядами земле, комком бесформенного обгорелого мяса?

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӑл лере, вӑрман хыҫӗнче.

Он там, за лесом.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed