Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗрхи (тĕпĕ: кӗрхӗ) more information about the word form can be found here.
Кӗрхи ҫӗр шӑплӑхне кӗрслетнӗ сасӑсем кисрете-кисрете илнӗ хыҫҫӑнах, тепӗр темиҫе минутран, полк командирӗ, ватӑ полковник фон-Гротт, Митман обер-лейтенанта хӑй патне чӗнтернӗ.

Через несколько минут после того, как расплескался в осенней ночи грохот взрывов, командир полка, старый полковник фон Гротт, вызвал к себе обер-лейтенанта Митмана.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӑрпасӑр лампа мӗлтлетсе ҫуннӑ хушӑра, санитар ӗҫӗсене туса тӑракан Андрейпа Умрихин пӳртри пушӑ урайне, кӑмака кукрисӗр пуҫне, йӑлтах ыраш улӑмӗ сарса тухрӗҫ, — улӑмне пӗтӗмпех кӗрхи усал сивӗ ҫапнӑ.

При дрожащем свете коптилки Андрей и Умрихин, исполнявшие обязанности санитаров, устлали весь свободный пол избы, за исключением кути, ржаной соломой, пропитанной злой осенней стужей.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Смотр хыҫҫӑн часах вӑрман тӗлӗпе аялтанах хура ҫумӑр пӗлӗчӗсем юхма пуҫларӗҫ те кӗрхи вӗт-вӗт ҫумӑр вӗтӗртетсе ҫума тапратрӗ.

А вскоре после смотра низко над урочищем поплыли темные тучи и затрусил, затрусил неторопливый осенний дождь.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах ҫак кун кӗрхи усал ҫанталӑк пуҫланса кайрӗ.

Но в этот день началась осенняя непогодь.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Капитан ун чух хӑй татса илнӗ темле кӗрхи чечеке, темшӗн-ҫке, нумайччен тытса тӑчӗ.

И капитан почему-то долго не бросал сорванный им какой-то осенний цветок.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӗрхи ӑшӑ ҫанталӑкӑн юлашки кунӗ.

Последний теплый осенний день.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӗрхи вӑрӑм ҫӗрсене ирттерме те хӑрушӑ: пӗрмаях такам хапхаран шакканӑ пек туйӑнать, такӑшӗ килхушшинче уткалать пек, кӗлете пырса кӗнӗ пек, ҫенӗкре те шакӑртатнӑ пек туйӑнать…

Страшно было коротать длинную осеннюю ночь: все казалось, что кто-то стучит в ворота, бродит по двору, лезет в хлев, скребется в сени…

XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ольховка ялне, пӗтӗм таврари тӗнчене ҫӑлтӑрсӑр-мӗнсӗр кӗрхи сӗм-тӗттӗм каҫ хупласа илнӗ.

Над Ольховкой, над всем ближним миром текла глухая, без звезд, осенняя ночь.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӗвелтухӑҫӗнчен ерипен кӑна кӗрхи вӑйсӑр шурӑмпуҫӗ хӑпарать.

На востоке медленно поднималась слабая осенняя заря.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫурри таран типӗ курӑк ҫыххисем ҫакса тултарнӑ пӗчӗкҫеҫ чӳречерен кӗрхи тӗксӗм ҫутӑ пӗчӗккӗн кӑна кӗрет.

В небольшое окошечко, до половины завешенное пучками сухих трав, врывалась полоса неяркого осеннего света.

XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӗрхи усал ҫанталӑк пырса тивсенех, вӗсем сасартӑк, — куҫпа та курса юлаймастӑн, — саралса каяҫҫӗ, ҫулҫисене тӑкса пӗтереҫҫӗ.

Только осень обрушит ненастье, они вдруг и заметить не успеешь — пожелтеют, облетят.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Майӗпен ҫеҫ кӗрхи сӑн кӗрет вӗсене!

И осенний облик входит в них постепенно.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӑнтӑр енче, ял вӗҫӗнче, кӗрхи тӗттӗмре ирӗкелле тухса пыракан вут-ҫулӑм йӗри-тавралла хӗм пӗрӗхтерсе, йӑлт-йӑлт тукаласа тӑрать.

За южной окраиной деревни плескалось, брызгая искрами в осенней тьме, большое пламя.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Каҫсерен хӑй ҫутми пулчӗҫ, — ҫур талӑкне ытла ял кӗрхи сӗм тӗттӗмре пытанса ирттерет.

Вечера стали темными, — больше половины суток деревня пряталась в осенней темноте.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӗрхи чи тӗксӗм кунсем килсе ҫитрӗҫ.

Наступили самые глухие дни осени.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑрмансемпе уй-хирсене тата шурлӑхсене ҫитсе кӗнӗ кӗрхи ҫанталӑк вӗсене, хӗрхенме пӗлмесӗр, ҫул ҫинче канма та памасӑр, ют ҫӗршывалла хӑвалать.

Проходя по лесам, полям и болотам, осень безжалостно гнала их на чужбину, не давая отдыха в пути.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫунӑк тимӗрпе ҫу тата тар шӑршине ҫил вӗҫтерсе кайнӑ та ҫапӑҫу хирӗнче вара каллех кӗрхи шӑршӑсем ҫиеле тухса, сисӗнсе тӑма пуҫланӑ.

Ветерок разогнал запахи горелого железа, масел и пороха, и на поле боя вновь начали торжествовать внятные запахи осени.

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫӗр ҫинчи мӗнпур шӑршӑсене, кӗрхи уяр ҫанталӑкӑн мӗнпур илемлӗхне ҫав тери ҫӑра, пуҫа анкӑ-минкӗлентерекен шӑршӑсем хупласа илнӗ.

Все запахи земли, всю красоту осенней погоды перебивали эти одурманивающие запахи.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Сулахай енче автомат сасси шӑтӑртатса илсен, пульӑсем пӗр-пӗрнӗ хӑваланӑ пек, кӗрхи типӗ сывлӑшра шӑхӑрса иртсе кайсан тин, вӗсем шикленсе, окопран пуҫӗсене кӑларса пӑхрӗҫ.

Только когда в левой стороне раздалась автоматная очередь, и пули начали будто гонять друг друга, свистеть в сухом осеннем воздухе, они обеспокоенно выглянули из окопа.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӑнтар енче — шыв тӑрӑх тӑвалла — горизонт патне ҫитиех вӑрмансем кӗпӗрленсе лараҫҫӗ, — ирхи тӳлек ҫутӑра вӗсем, хӑш-пӗр ҫӗрте, ҫутӑ пӑхӑр тӗслӗн тата кӗрхи парча пек йӑлкӑшаҫҫӗ.

В южной стороне — вверх по реке — до самого горизонта толпились леса, кое-где сверкавшие при тихом утреннем свете яркой медью и осенней парчой.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed