Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Куҫ the word is in our database.
Куҫ (тĕпĕ: куҫ) more information about the word form can be found here.
Унтан куҫсене уҫатӑп та — ҫӗр манӑн куҫ умӗнчех курӑнса кайрӗ.

Открываю глаза, а земля – вот она, тут, возле самого глаза.

6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Вӑл, куҫ харшисене ҫӳлелле ҫӗклесе, куҫӗсене чарса пӑрахрӗ те темиҫе хутчен пуҫне тайса илчӗ, ку ӗнте вӑл ҫав тери кӑмӑллӑ пулнине, чӗререн тав тунине пӗлтернӗ.

Он только благодарно закивал головой, высоко поднял брови домиком и выкатил глаза, выражая этим высшую степень удовольствия и благодарности.

4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ӗнтӗ малашне те куҫ ал валли ӗҫ туптӑр, ал яланах куҫа ӗҫпе савӑнтартӑр.

Help to translate

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Куҫа хупатӑп ҫеҫ, сан сӑну тухса тӑрать куҫ умне.

Как только закрываю глаза, передо мной появляешься ты.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

6) Ҫапла ҫын куҫӗнчен пӑхса сыпӑнтаркаласа пурӑнать ҫак икӗ мӗскӗн чун; Куҫ умӗнче каллех — Лизаветӑпа палламан яшсем (А.Павловская, «Вӗрене шывӗ те пылак» роман);

Help to translate

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Ҫуланса тӑракан куҫ хупанкисем тачка, куҫӗсем пачах путса кӗнӗ (М.Ухсай, 158 с.);

Help to translate

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Юрий Михайлович шучӗпе, куҫ, ура, кӑкӑр, хӑлха сӑмахсене, куҫ харши, пит ҫӑмарти сӑмах майлашӑвӗсене пӗрреллӗ хисепре ҫеҫ усӑ курмалла.

Help to translate

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Куҫ хӗррипе курнипе е тем илтнипе мар, Тамара ҫак самантра пӗтӗм чунӗпе-кӗлеткипе ачипеччӗ: куҫӗсене, кӑкӑр ӗмекен тӑпӑлкка хитре тутисене сӑнатчӗ, мӑш-мӑш сывланине темле питӗ кирлӗ хыпара илтмесӗр юласран хӑранӑн тимлӗн-тимлӗн итлетчӗ…

Не то, что краем глаз увидела или услышала какой-то шорох, она в эти мгновения была полностью поглощена дочерью: всматривалась в её глаза и сосущую мамину грудь малюсенькие губки, внимательно слушала каждый её вдох-выдох, словно боялась пропустить какое-нибудь важное сообщение…

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Малтан пӗр мӑшӑр куҫ, унтан тепӗр мӑшӑр тата виҫҫӗмӗш те пачӑшкӑ куҫӗсем хыҫҫӑн пӑхма пуҫларӗҫ, унтан чиркӳри ҫынсем, пурте хӑйсен вырӑнӗсенчен кар тӑрса, куҫӗ-пуҫӗсене чарса пӑрахсах, виҫӗ вилӗ клирос тӑрӑх епле утнине сӑнарӑҫ.

Сначала одна пара глаз, потом другая последовала за взглядом проповедника, и вдруг чуть не все прихожане разом поднялись со своих мест, глядя в остолбенении на трех утопленников, шествовавших по проходу.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Прокуратура» сӑмаха илтсенех куҫ умне суд залӗ, унӑн сакки ҫинчи айӑпланакан куҫ умне тухаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ҫапах та ҫур ҫеккунт куҫпа куҫ тӗл пулнинче нимӗн начарри те ҫук.

Все же ничего плохого нет в том, когда взгляды встречаются на пол секунды.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Куҫ умне тухать те ялӑм – Куҫ умне тухатӑн эс.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Сылтӑм куҫне протез — кӗленче куҫ — лартрӗҫ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Гипертони чухне тата куҫ вӑйӗ чаксан /уйрӑмах каҫхи вӑхӑтра/, куҫ витӗмӗ шыҫсан, катарактӑн пуҫламӑш тапхӑрӗнче сезонра ирга ҫырлине ҫинипе пӗрлех шӗвек те хатӗрлемелле.

При гипертонии и ослаблении силы глаз (особенно в темное время суток), при опухли роговицы глаз, в начальной стадии катаракты не только нужно потреблять в сезон эти ягоды, но и нужно готовить настойки.

Иргара йӳҫек сахал // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

1. Эпӗ — сирӗнпе куҫ умӗнче йӑваш, куҫ хыҫӗнче хӑюллӑ Павел — сире Христос йӑвашлӑхне, Унӑн хӗрхенекен кӑмӑлне асӑнса ӳкӗтлетӗп: 2. хӑшӗ-пӗрисем пире ӳт еккипе пурӑнакан вырӑнне хураҫҫӗ, вӗсене эпӗ хамӑн хӑюлӑхӑма кӑтартма хатӗр; астӑвӑр, сирӗн пата пырсассӑн, манӑн чӑнах та ҫавӑн пек тумалла ан пултӑрччӗ.

1. Я же, Павел, который лично между вами скромен, а заочно против вас отважен, убеждаю вас кротостью и снисхождением Христовым. 2. Прошу, чтобы мне по пришествии моем не прибегать к той твердой смелости, которую думаю употребить против некоторых, помышляющих о нас, что мы поступаем по плоти.

2 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ — куҫ; ҫавӑнпа ӗнтӗ куҫу таса пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ; вӑл начар пулсан, ӳт-пӗвӳ те тӗттӗм пулӗ.

34. Светильник тела есть око; итак, если око твое будет чисто, то и все тело твое будет светло; а если оно будет худо, то и тело твое будет темно.

Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Эсир «куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл» тенине илтнӗ.

38. Вы слышали, что сказано: око за око и зуб за зуб.

Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ҫӳлхуҫа Иерусалима хирӗҫ ҫапӑҫнӑ халӑхсене пурне те ҫакӑн пек пӗтерсе тӑкӗ: кирек камӑн та ури ҫинче тӑнӑ чухнех ӳчӗ-тирӗ хӑрса ларӗ, куҫ лупашкинче куҫӗ сӳнсе ларӗ, ҫӑварӗнче чӗлхи типсе ларӗ.

12. И вот какое будет поражение, которым поразит Господь все народы, которые воевали против Иерусалима: у каждого исчахнет тело его, когда он еще стоит на своих ногах, и глаза у него истают в яминах своих, и язык его иссохнет во рту у него.

Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Зоровавель аллинчи ҫурт тӑвакансен тӳркӗҫӗ ҫине ҫав ҫичӗ куҫ — Ҫӳлхуҫанӑн пӗтӗм ҫӗре курса тӑракан куҫӗсем вӗсем — савӑнӑҫлӑн пӑхса тӑнӑ чухне ҫакӑ куна кам пули-пулмискер теме пултартӑр?

10. Ибо кто может считать день сей маловажным, когда радостно смотрят на строительный отвес в руках Зоровавеля те семь, - это очи Господа, которые объемлют взором всю землю?

Зах 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Васкаччӑр вӗсем, пирӗншӗн хӳхлеме пуҫлаччӑр, пирӗн куҫран куҫҫуль юхтӑр, куҫ хупанкинчен шыв пек тӑкӑнтӑр.

18. Пусть они поспешат и поднимут плач о нас, чтобы из глаз наших лились слезы, и с ресниц наших текла вода.

Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed