Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ял историне тӗпчесе ҫамрӑк ӑру валли ҫырса хӑварма тӑрӑшатӑп.
Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr
Ҫӗршыв историйӗнче юнпа ҫырӑнса юлнӑ тапхӑра ҫитӗнекен ӑру валли палӑксемпе обелисксем упраҫҫӗ.
«Обелиск» акци пуҫланчӗ // О. КИРИЛЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/ob ... ci-pulanch
Ҫавна май авалхи чӑваш тӗррин тӗслӗхӗсем ламран лама куҫса паянхи ӑру патне те ҫитнӗ.
Тӗрӗ ӑстин пысӑк ҫитӗнӗвӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/03/tr ... -pisk-itnv
Ҫамрӑк ӑру мӑн асаттесемпе асаннесен ятне хисеплетӗр тесен пирӗн пурте пӗрле тӑрӑшмалла, ҫамрӑксене ӗҫе явӑҫтармалла.
Таса урамсенче пурӑнма кӑмӑллӑ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/30/ta ... urnma-kmll
Спорт е халӑх ташши-и, хип-хоп-и - пур енӗпе те ҫамрӑк ӑру маттур.
Ҫуркунне илӗртет, ташӑ картине чӗнет! // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14252-c ... ine-ch-net
Ватӑ асаттесен йӑхӗ пекех, хальхи ӑру та ҫӗршыва хӳтӗлесе паттӑрлӑх кӑтартать, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса ҫӗршыв хӑй умне лартнӑ ответлӑ задачӑна пурнӑҫлать, мӑнаҫлӑ Раҫҫее юратасси нихӑҫан та иксӗлменнине ҫирӗплетет.
Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let
Пирӗн ӑру Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн асаттесемпе-кукаҫейсемпе мӑн асаттесем-кукаҫейсем тунӑ паттӑрлӑх ҫинчен манмалла мар.
Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3757103
Апрелӗн 24-мӗшӗнче РФ социаллӑ фончӗн пирӗн округри клиент служби ҫумӗнчи «Кӗмӗл ӑру» хутшӑну центрӗнче Чернобыльти аварие тата ҫӗршыври радиаципе ҫыхӑннӑ инкексене пӗтерме хутшӑннӑ ҫынсемпе тӗлпулу пулса иртрӗ.
Кашни тапхӑртах паттӑрсем пур // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%ba%d0%b ... %83%d1%80/
Ҫӗнетнӗ лаптӑксем тӗрлӗ ӑру ҫыннисене мероприятисем ирттерме, интернет уҫлӑхне, ҫав шутра патшалӑх пулӑшӑвӗ паракан пӗрлехи портала кӗмешкӗн илӗртеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ачалӑх теми патне таврӑнса ҫакна палӑртмалла: ятарлӑ ҫар операцийӗ чи малтанах ҫитӗнекен ӑру валли лайӑх пуласлӑх туса хурассине тивӗҫтерме пулӑшать.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Сагӑра 1914 ҫул умӗнхи британи вӑтам класӗ шутӗнчи виҫӗ ӑру ҫинчен ҫырса панӑ.В саге рассказывается о трех поколениях британского среднего класса перед 1914 годом.
Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8
Тиллисем пиллӗкӗн пӗр Тилли — чи кӗҫӗнни, ӑру асси.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Хам вӑхӑтрисем мар пулсан та, ман хыҫҫӑнхи ӑру эпӗ Тӑван ҫӗршыва парӑннине ӑнланӗ.Если не современники, то, может быть потомки наши поймут, сколь велика моя преданность нашей Родине.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Пирӗн тӗллев – Чӑваш Ене аталантарма чи лайӑххипе усӑ курасси тата ҫитӗнекен ӑру валли ҫӗнӗ майсем туса парасси.
Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom
Ҫитӗнекен ӑру пӗчӗкренех ҫӗр ӗҫченӗн ӗҫне хаклама вӗрентӗр тесе ачасемпе ҫуллахи кунсенче техника паркне, комбайнсем ӗҫлекен уй-хире ҫитсе килетпӗр.
Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/
Виҫӗ ӑру кӗрешӳҫӗсем вӗсем айӗнче комсомолӑн аслӑ уявне уявлаҫҫӗ, хӑйсем утса тухнӑ кӗрешӳпе ҫӗнтерӳ ҫулӗсене аса илеҫҫӗ.
32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Комсомол юбилейӗ ячӗпе виҫӗ ӑру ҫыннисен тӗлпулӑвне, малтан калаҫса татӑлнӑ пекех, вӑрманта виҫӗ юман патӗнче ирттерчӗҫ.
32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Виҫӗ ӑру паттӑрӗсен тӗлпулӑвне ирттермелле пирӗн.
23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Ҫапла, пирӗн ӑру пӗтсе пырать, — калаҫӑва малалла тӑсрӗ Ваҫиле, — хамӑр ялтан та вӑрҫӑн пӗрремӗш кунӗнчех ик ҫӗр арҫын тухса кайрӗ — яланлӑха.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ман шутпа арӑмӗпе упӑшки пӗр-пӗрне парӑнсан, пӗр шухӑшлӑ пулсан, пулас ӑру вӑйлӑ пулӗ.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.