Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лутра полковник хапха ҫывӑхӗнче ҫапӑҫӑва хутшӑнмасӑр уйрӑмӑн тӑракан тӑватӑ сотньӑна ал сулчӗ; унтан вара козаксен ушкӑнӗсем ҫинелле картечпа пӗрсе ячӗҫ, анчах нумай ҫыннах лектереймерӗҫ: пульӑсем козаксем ҫапӑҫнине сехӗрленсе пӑхса тӑракан вӑкӑрӗсене пырса тиврӗҫ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл, патша ҫуртӗнчи пӗр-пӗр ушкӑн канашне итлесе, пӗрне наградӑлать, тепӗр ушкӑнӗн элекӗпе ҫав ҫыннах вӗлерет («Брахман, арӑслан, хур тата ула курак ҫинчен»).
Инди юмахӗсем // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ман шутпа, партийнӑй ҫын малтан партийнӑй ҫыннах ӗҫе лартмалла пек.По моему разумению, партейный должен партейного вперед выставлять.
XIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Колька мана унӑн аслашшӗ Чапаев ҫинчен ҫав тери хитре юмах пӗлнине, анчах та ӑна вӑл сайра хутра ҫеҫ каланине тата кашни ҫыннах каласа паманнине «вӑрттӑн» пӗлтерчӗ.
Юмаx // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Унсӑр пуҫне, хӑшпӗр чухӑнсене аякри ҫӗр лаптӑкӗсем лекни ҫеҫ мар, пӗр ҫыннах тӗрлӗрен вырӑнтан панӑ.
XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кашни ҫыннах канӑҫ кирлӗ…
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Асӑрхайман, шуйттансем, пӗтӗм ӗҫе пӑсса пӑрахрӗҫ! — тарӑхрӗ председатель яла килекен кашни ҫыннах пӑхса тӑма хушнӑ пилӗк милиционер ҫине.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл кашни ҫыннах кирлӗ, унпа пурте усӑ кураҫҫӗ.Она ведь каждому человеку нужна, и всякий ею пользоваться может.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Симӗсрех куҫӗсемпе пӑхнӑ чух, вӑл кашни ҫыннах: — «Нимех те мар, ырӑ ҫыннӑм, ан пӑшӑрханӑр. Эпӗ сире ӑнланатӑп, ытах та эсир мана тивмесен — эпӗ те сире тытса парас ҫук»… — тесе калассӑн туйӑннӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавӑнпа та, тӳп-тӳрӗ ҫулпалла пыракан ҫыннах, кайсан-кайсан, сасартӑк пуҫне ҫӗмӗрме тытӑнать: «Ара эпӗ пӗр вырӑнтах пӑтранса ҫӳретӗп-ҫке, ӑҫтан тапранса килнӗ, ҫав вырӑнах ҫаврӑнса тухрӑм. Аташса кайрӑм пуль капла!» — тесе тӗлӗнет вӑл.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Эпӗ «Си-Ай-Си» сирӗн ҫӗршыва каҫарса яма шутлакан кашни ҫыннах пӗлсе тӑрӑп.Я буду знать каждого, кого «Си-Ай-Си» планирует перебросить в вашу страну.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кларк, ватӑ кӗтӳҫӗ ҫине пӑхса, кӑшт йӗкӗлтенӗ пек кулчӗ те: — Сирӗн каччӑ кашни ҫӗнӗ ҫыннах шпион мар-ши тесе шухӑшлать пуль? — тесе ыйтрӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Халӗ вӑл кашни ҫыннах хӑйӗн чи хаяр тӑшманӗ тесе шутлать.Теперь в каждом человеке он видел своего смертельного врага.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тӗрӗссипе вара вӑл пӗр самант хушши те хӑй ӑҫта ларнине манса каймасть, анлӑ залри кашни ҫыннах вӗҫӗмсӗр сӑнать, тӗрӗслет: кам та пулин интересленмест-ши, тет.
8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тата нимрен ытла — вӑл хӑй аттене юратни ҫинчен кашни ҫыннах пӗрмай каласа пама вӑтанмасть.А главное — она не стыдилась беспрестанно говорить всякому о своей любви к папа.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Этем йӑхне нумай ушкӑнсем ҫине — пуяннисемпе чухӑннисем, ыррисемпе усаллисем, ҫар ҫыннисемпе статскисем, ӑслисемпе айваннисем тата ыттисем ҫине те уйӑрма пулать, анчах кашни ҫынӑн хӑйӗн юратнӑ тӗп ушкӑн пулать, вӑл кашни ҫӗнӗ ҫыннах пӗр шухӑшламасӑр-тумасӑр ҫав ушкӑна кӗртет.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Антон Семенович патне ҫырнӑ кашни ҫыннах куҫпа курма тӑрӑшатӑп: сӑнтан мӗнле вӑл, ҫынни еплескер?Стараюсь представить себе каждого, кто написал Антону Семеновичу: каков он, что за человек?
68 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Паллах ӗнтӗ, Екатерина Ивановнӑпа ирттерекен занятисем ҫителӗксӗр пулнӑ, ҫавӑнпа та Король кашни ерҫекен ҫыннах тытма пуҫларӗ:
31 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах хӑрах куҫ вӑхӑтне пӗлсе суйласа илеймен иккен: кашни ҫыннах ҫак сехетре килӗнче кукӑль кӗтсе тӑрать, — ӑна эрнере пӗрре пӗҫереҫҫӗ, вӗри чухне вӑл — ҫиме те тутлӑрах.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кашни ыр ҫыннах ҫавӑн пек ывӑлсем ҫитӗнтерме турӑ пулӑштӑр!
Унӑн ҫемйи // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 55–65 с.