Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурмаран (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫак сӑмахсене каласа та пӗтерейменччӗ вӑл — чул каска ҫурмаран лӑштах ҫурӑлса кайрӗ.

Не успел он вымолвить эти слова, как каменная колода разломилась пополам.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Каска ҫав самантрах ҫурмаран ҫурӑлса кайӗ», — тесе пӗлтерчӗ хӗр.

И колода тотчас же разломится пополам.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫав тигра читлӗхрен хӑваласа кӑларса ямалла, чул каскана йывӑҫ пуртӑпа ҫурмаран ҫурмалла.

Тигра этого нужно выгнать из клетки, а каменную колоду разрубить деревянным топориком.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫак самантра патша ывӑлӗ вӑшт ҫеҫ чупса пычӗ те пӗтӗм вӑйӗпе хӗҫне сулса ячӗ, усалӑн пуҫӗ ҫурмаран ҫурӑлса та кайрӗ.

Подскочил тут царевич, изо всех сил размахнулся мечом и рассек надвое голову чудищу.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Шӑп алӑк патӗнче капитан хӗҫҫине ҫӗклерӗ те, тухса тӑракан ҫынна тата тепӗр хут чи хӑрушшӑн касса пӑрахма хӑтланчӗ, паллах ӗнтӗ май килнӗ пулсан, вӑл леш ҫынна ҫурмаран касса тататчӗ пулӗ, анчах унӑн хӗҫҫи пирӗн «Адмирал Бенбоу» трактирӑн вывески ҫине ҫакланчӗ.

Возле самой двери капитан замахнулся кортиком и хотел нанести убегающему еще один, самый страшный, удар и несомненно разрубил бы ему голову пополам, но кортик зацепился за большую вывеску нашего «Адмирала Бенбоу».

II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Наталья Власовна ылттӑн тӗслӗ пулса кайнӑ пысӑк кавӑна ҫурмаран касрӗ.

Наталья Власовна разрезала большую золотисто-оранжевую тыкву.

Хваттерте пурӑнакан // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Ман вӑйӑ ҫапла — е пуҫӑм чӑл-пар, е стена ҫурмаран! — тенӗ те Фома хӗрӳллӗн, чышкипе сӗтеле ҫапса илнӗ.

— Я так играю, что — или башка вдребезги, или стена пополам! — горячо сказал Фома и пристукнул кулаком по столу…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ун патӗнче пӗр пулӑҫ хӑйӗн тетелӗпе пулӑ тытать, вӑл хӑйне ырӑ кӳнӗшӗн шыва тав тунӑ пекех, хура ҫурӑмне ҫурмаран авнӑ.

Около нее возился с сетью рыбак, и его почти черная спина сгибалась пополам, точно он кланялся реке, благодаря ее за милость.

Хаваслӑ шӳт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ҫав хушӑра станци хуҫи йывӑҫ хӑма татӑкӗ ҫине хӑйӗн ятне «Азеллион» тесе ҫырса, хӑмана ҫурмаран хуҫрӗ.

Вскоре вернулся Азеллион с деревянной дощечкой, на которой было написано его имя, и, разломал ее посередине.

XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Мучи дыньӑна ҫурмаран касрӗ.

Дедушка разрезал дыню.

Дыня // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл ҫӗҫӗпе пӗр татӑк касса илчӗ те, унтан ӑна ҫурмаран хуҫрӗ.

Он отрезал ножиком кусок, потом поломал пополам.

Дыня // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ҫавӑнтах вӑл кавуна ҫурмаран касрӗ.

И разрезал кавун.

Кавун // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл тилхепене пушатрӗ те, панулмине аллисемпе хытӑ ярса тытса, ҫурмаран ҫурчӗ.

Он пустил вожжи и захватил руками яблоко крепко-крепко. А оно — крак!.. — и поломалось.

Эпӗ поезд тесе, поезд та мар иккен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Асанне панулми тытрӗ те ҫурмаран касрӗ.

Потом бабушка взяла яблоко, его на половинки разрезала.

Асанне мана пӗчӗк карап туса пачӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Асанне шкап патне пычӗ те ӑна ҫӳлтен тытса ҫурмаран тӗкрӗ, вара питӗ кулмалла пек туйӑнчӗ: ҫӳлӗк пулса тӑчӗ, ҫӳлӗкӗ ҫине таз ҫирӗплетсе лартнӑ, стена ҫумӗнче — кран, ҫапла вара пит ҫумалли те пулса тӑчӗ.

Бабушка подошла, взяла шкафчик за верх и поломала пополам, и стало очень смешно, потому что получилась полочка, а на полочке приделан таз, а в стенке — кран, и вышел умывальник.

Кулӑшла шкап // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Люба амӑшӗ булкине ҫурмаран хуҫрӗ, пӗр татӑкне мана, теприне Любӑна пачӗ.

А Любина мама взяла и разломала булку и мне дала кусок и Любе кусок.

Эпир мишкӑсене апатлантарни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпир канфета ҫурмаран хуҫса пайларӑмӑр, унтан эпӗ хам пайӑмран тата тепӗртак хуҫса патӑм.

Мы разломили конфету пополам, а потом я отломил ему еще кусочек от своей половины…

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Трамвай урапи ӑна ҫурмаран каҫса кайнӑ.

Вагон конно-железной дороги переехал ее.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Мана вӗлерни — ҫут тӗнчене ҫурмаран ҫурса тӑкниех.

Убить меня — свет пополам разодрать.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сирӗн хырӑмӑр ыратать пулсан, сирӗн пуҫӑр питех те ыратать пулсан, е хӑлхӑрсенче темӗн шакканӑ пек пулсан, — эпӗ сирӗн хӑлхӑрсем хыҫне ҫурӑ дюжин питех аван сӗлӗхсем лартма пултаратӑп, — терӗ вӑл, хӑйӗн ҫурӑмне ҫурмаран хуҫса лартнӑ пек тайӑлса.

«Если у вас болит живот, — сказал он, кланяясь, будто спина у него была сломана посередине, — если у вас сильная головная боль или стучит в ушах, я могу вам приставить за уши полдюжины превосходных пиявок».

Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed