Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурмалла (тĕпĕ: ҫур) more information about the word form can be found here.
Ҫӗрӗ ҫурмалла пулать.

Help to translate

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Микуль хӗвӗнчен хуп-хура пашалу кӑларчӗ, ӑна ҫурмалла хуҫса, пӗр татӑкне Вова еннелле тӑсрӗ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем стаканри эрехе ҫурмалла ӗҫрӗҫ те иккӗшӗ пӗр чаппанпа витӗнсе выртрӗҫ.

Help to translate

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫук — ҫурмалла, Мирун.

Help to translate

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем, Нурулла мыскарипе йӳпсӗнсе, Палас тулса пынине те, Хветут хыҫӗнчи кукӑрта пӑр капланнипе шыв Упа авӑрӗ тӗлӗнче ҫыранран тухса урама шӑп ҫурмалла татса кайнине те сисмесӗрех юлнӑ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халь унӑн пӗр кӗтӳ лаша пӑхнисер пуҫне хӑмӑт-пӑяв юсамалла, темиҫе вите тислӗкне тасатмалла, утӑ ҫулмалла, вутӑ татса ҫурмалла, картиш шӑлмалла, тем те пӗр тумалла.

Help to translate

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫуралнӑ чухне ашшӗпе амӑшӗн илемӗпе курӑмне ҫурмалла илнӗ пулмалла.

Help to translate

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Астӑватӑр пулӗ, темиҫе ҫул каялла ҫуркунне пӑрлӑ ҫумӑр чылай ҫӗрте хӑватлӑ йывӑҫсенех ҫурмалла хуҫнӑччӗ…

Help to translate

Пӑр ытамӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11755-p- ... -ytam-nche

Пурӑнасса та пирӗн иксӗмӗрӗн пӗрле пурӑнса ирттермелле, ачасене ҫурмалла касса, ик еннелле уйрӑлса кайма ҫук.

И все же жить нам с тобой придется вместе, детей на ноги ставить, их не разделишь пополам, не растащишь.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйӗн — карти витӗр ҫил вӗрет, пӳлмисенче шӑши ӳксе пуҫне ҫурмалла.

А у самого во дворе гуляет ветер, в пустых сусеках разбивают головы мыши.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсен ҫук — ҫурмалла, пур — пӗрле.

Если нет, то пополам, а коли есть, так вместе.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хапхаран ун умне мулаххай тӑхӑннӑ, пӗтӗмпех юнланса пӗтнӗ ҫӳллӗ аскер тухса тӑчӗ, тутар хӑлхана ҫурмалла тем ҫухӑрса ячӗ те вӑрӑм сӑннине тӳрех Черемисинов еннелле вӑркӑнтарчӗ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫук, — ҫурмалла, пур — пӗрле, — хирӗҫлет ӑна Ахтупай.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Фофанов вӗсен аллинчи хулӑн кӗнекене ҫурмалла уҫрӗ те Хусан университечӗн историне танлӑн вулама тытӑнчӗ.

Help to translate

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анасене хӑвӑр сухалама ӗлкӗреймесен темиҫе ҫынна ҫурмалла пама пултаратӑр.

Help to translate

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗсьери ҫӑкӑр чӗллине кӑларса ҫурмалла хуҫрӗ, ку ҫур чӗлле малалла тӑсса ӑйӑр патне ҫывхарчӗ.

Help to translate

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫук — ҫурмалла, пур — пӗрле, — терӗ вӑл.

Help to translate

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара сӗтел умне пырса ларчӗ, сунтӑхӗнчен таса хут кӑларчӗ, ҫурмалла хуҫлатрӗ, ҫырма тытӑнчӗ:

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Линейка ҫурмалла хуҫӑлса кайнӑ, Павӑл тӑнсӑр пулса ӳкнӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫенӗкре кӑштах юлнӑ уттине антарса пачӗ, унтан пӳрте кӗрсе ҫаврака ҫӑкӑра ҫурмалла касрӗ те пӗр пайне саппунӗпе чӗркесе аслӑк айне илсе тухрӗ.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed