Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуратнӑ (тĕпĕ: ҫурат) more information about the word form can be found here.
Тахҫан Максим Горький ҫавнашкал ҫынсене сӑнама юратнӑ, анчах вӑл вӗсенче пӗтнӗ ҫынсене ҫеҫ мар, вӑйлӑ ҫынсене те курнӑ, мӗншӗн тесен ун чухнехи пурнӑҫ никӗсӗ ҫав ҫынсене хӑй ҫуратнӑ

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӑл пирӗн самана ҫуратнӑ паянхи пурнӑҫ ҫынни тулли те витӗмлӗ сӑнарне сцена ҫине илсе тухмалӑх, чӑн-чӑн героикӑллӑ, романтикӑллӑ драма ҫырас шая хӑпарса ҫитеймен-ха.

Help to translate

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

— Тӗрӗссипе, санӑн саламламалла пуль мана, мӗншӗн тесен арӑм ача ҫуратнӑ.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хулана ял ҫуратнӑ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эпир, чӑвашсем, космонавт ҫуратнӑ халӑх!

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗчченех мар-ха ӗнтӗ вӑл: унӑн качча каймасӑр ҫуратнӑ ача пулма кирлӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Амӑшӗ ҫапла ҫуратнӑ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ара, шутласа кӑларнӑ та-ҫке, амӑш мӗнле ҫуратнӑ, ҫалла тӑратса хӑварнӑ.

Help to translate

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арӑмӗ ача ҫуратнӑ, улпут вара ун патне хӑй йыттин ҫурине илсе пынӑ та ӗмӗртме хушнӑ.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кам сана, мӗнле ҫын сана ҫуратнӑ, чӑвашла калаҫма вӗрентнӗ?..

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Пиллӗкӗмӗш ачине ҫуратнӑ чухне мӑшӑрӗ те ҫӗре кӗнӗ.

Help to translate

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Пӗрре ҫеҫ курасчӗ манӑн хӗрарӑмӑн ача ҫуратнӑ чухнехи асапне…

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ашшӗ-амӑшӗ халь те ӗнтӗ Митюка, салтака кайиччен ҫӳресе юлтӑр тесе, купса ачи пекех капӑр тумлантарчӗҫ, тутлине илсе ҫиме укҫине те шеллемерӗҫ, анчах ҫитӗнсе ҫунатланнӑ йӑвари кайӑк ҫав-ҫавах, хӑйне ҫуратнӑ кайӑксем тӑрантарасса кӗтсе, ҫӑварне карса ҫеҫ ларать.

Help to translate

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗш хыҫҫӑн вара парнене ача ҫуратнӑ ҫуртрах пама тытӑнӗҫ.

А после 1 июня этого года данный подарок начнут выдавать сразу в родильных доме.

Чӑваш тӗрриллӗ тум парнелеме тытӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34224.html

Мана анне хӗсепсӗр ҫуратнӑ.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӑна хупахра ҫуратнӑ, эрехпе шыва кӗртнӗ теме пулать.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эй, турра ҫуратнӑ таса хӗр Мария, Сан яту сӑваплӑ, хисеплӗ пултӑр…

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Анне мана ҫуркунне ҫуратнӑ.

Help to translate

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Амӑшӗ ҫулсерен тенӗ пек ача ҫуратнӑ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Татьяна кун хыҫҫӑн спортран кайнӑччӗ, 2019 ҫулта хӗр ҫуратнӑ.

После этого Татьяна ушла из спорта, в 2019 году родила дочь.

Татьяна Акимова ывӑл ҫуратнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33920.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed