Шырав
Шырав ĕçĕ:
Инҫех те мар, тӑм сӑмсахӗ тӗлӗнче, сарӑ ту пек, кирпӗч ҫунтаракан кӑмакасем ларнӑ, тӑм ҫӑракан хуран курӑннӑ, вӑл хуран тавра, ашӑм аштарнӑ пек, лаша ҫӳренӗ.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пите чӗпӗтсе ҫунтаракан сивве те, прикладпа чышса ыраттарнине те туймарӗ вӑл.И не чувствовал ни холода, жегшего лицо, ни боли от удара прикладом.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑрҫӑра курнине каласа кӑтартма май та ҫук пек туйӑннӑ ӑна, мӗншӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» пани ҫинчен ыйтсан, ялан ун куҫӗ умне Дон шывӗ хӗрринчи Кантемировка ятлӑ пысӑк ял патне ҫывхарнӑ чухнехи танксен атаки сиксе тухнӑ — вӑл ӑна аса илме хавас пулнӑ, вара каласа памасӑр чунӗ чӑтайман: вӑл ыттисенчен малтан тӑшман хушшине ҫӗмӗрсе кӗрсе кайнӑ та чи малтан самоходкӑна, хӑй хыҫӗнчен темиҫе бронетранспортер ертсе пыраканскерне, персе амантнӑ, нимӗҫ танкӗсене хирӗҫ ҫапӑҫу пуҫласа янӑ, хурҫа ҫунтаракан снарядсемпе персе, тӑшманӑн пилӗк танкне вут хыптарнӑ, тӑшман сехрине хӑпартса арпаштарса янӑ.
XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫеҫенхирте, ҫунтаракан шӑрӑхра, ӗҫҫи кӗрлесе тӑрать.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Нимӗнпе лӑпланмасӑр ӑша ҫунтаракан хӗрарӑм хуйхи-суйхипе йӳҫӗхсе иртеҫҫӗ кунсем.Отравленная бабьим неусыпным горем, разматывалась пряжа дней.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Наталья ашшӗ патӗнче «халӑхран уйрӑм хохол» пек пурӑнать: ӑна шавах Григорий хӑй патне таврӑнассӑн туйӑнать, ӑс-хакӑлӗ уррӑн пӑшӑлтатса каланине итлемесӗр, пӗтӗм чун-чӗререн кӗтет; ҫӗрӗпе ӑша ҫунтаракан тунсӑх пуснипе асапланать вӑл, кӗтмен ҫӗртенех тивӗҫсӗр таптаса тӑкса кӳрентерни унӑн чӗрине шӗкӗлчет.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Салтакра чухне Сашка (Богучар енчи ҫын пулнӑ вӑл) ӳсӗр пуҫпа эрех вырӑнне кӗленче тутинчен питӗ хаяр крепки водки янклаттарнӑ та, ҫунтаракан япала, унӑн аялти тутине янахӗ ҫумнех тавӑрса какӑртса лартнӑ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Гранатӑсем тата ҫунтаракан бутылкӑсем ывӑтма пурте пӗлеҫҫӗ-и, — тӗрӗслесе пӑхас пулать.— Все ли умеют бросать гранаты и горящие бутылки, — надо будет проверить.
XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вара вӑл, хӑйӗн куҫне ҫав ҫунтаракан ҫилтен сыхланӑ пекех, пуҫне кӑштах каялла ячӗ те, ҫав самантрах, сасартӑк хӑй сывлама пултарайманнине туйса, хӑрасах кайрӗ.
VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Андрей хайӗн алли ҫине Марийкӑн куҫҫулӗ тумланине туйрӗ, — хӑйне ҫунтаракан ҫил питрен ҫапнӑпа пӗрех пулчӗ ку.Андрей почувствовал, как на руку упала ее слеза, — и точно палящим ветром ударило ему в лицо.
VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫав стена икӗ сехет маларах кӑна сулхӑнраччӗ, халӗ ак хӗвелӗн ҫунтаракан пайӑркисем тӳрех ун ҫине ӳкеҫҫӗ.Часа два тому назад та стена была в тени, но теперь на нее прямо падали жгучие косые лучи.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— «Кунти шӑрӑх тата ҫунтаракан хӗвел кама килӗшет вара?»
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ, Челкаш: кордонсем! — тесе пӑшӑлтатсан, Гаврила кӑртах ҫӳҫенсе илчӗ: чун-чӗри витӗр ҫивӗч, ҫунтаракан шухӑш чупса иртрӗ, иртрӗ те хытарса карӑнтарнӑ нервисене сӗртӗнчӗ — Гаврила кӑшкӑрасшӑн, хӑйне пулӑшма ҫынсене чӗнсе илесшӗн пулчӗ…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ку хыпар чӑнччӗ, ман чӗрене ҫунтаракан чӑнлӑхчӗ ку, эпӗ вара тахҫан хам ӑна пӑхӑнтарса тӑнине туймасӑр, тавҫӑрмасӑр итлерӗм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Астӑватӑн-и, вӑл пирӗн ҫурт ҫине ӳкнӗ ҫунтаракан бомбӑна сӳнтернӗччӗ?
22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ пӗр тӗлте тимӗр уйрӑмах тутӑхса, йӗрленсе тӑнине асӑрхарӑм: кунта эпир, Игорьпе иксӗмӗр, ҫунтаракан бомбӑна тытса сӳнтернӗччӗ.Я нашла проржавевший след на кровле: вот тут мы с Игорем потушили зажигалку.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ну юрӗ, Жмырев, хӑйне кӑтартас тесе, ҫунтаракан бомба ҫине сиксе ӳкни мӗскер пулать?Ну хорошо, а Жмырев, когда кинулся, чтобы показать себя людям, на зажигалку?
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Акӑ унӑн пӗр объявленийӗ: «Пӗр фугас бомбине ҫунтаракан икӗ бомбӑпа улӑштаратӑп. Тӗрлӗрен районсенче пулсан — авантарахчӗ».
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӗнтӗ хӑрасса та сахалрах хӑратпӑр, анчах ҫунтаракан бомба алла лексен те — савӑнӑҫ халӗ ӗлӗкхи евӗр мар.Мы меньше пугались, но и меньше восторгались, когда нам удавалось потушить бомбу.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ку каҫ нимӗҫсем фугас бомбисем нумайрах тӑкаҫҫӗ, ҫунтаракан бомбӑсем — сахалрах.Немцы в эту ночь бросали мало «зажигалок», но больше швыряли фугаски.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950