Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ытла йӗпенсе кайнипе ҫумӑра пачах та асӑрхаман.Он так вымок, что дождь уже не производил на него никакого впечатления.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Инсаров ун патне тара тытнӑ ямшӑкпа пӗр сехет хушши кайрӗ, ҫитменнине тата вӑл килте пулмарӗ; каялла таврӑннӑ чухне кӗтмен ҫӗртен чашлаттарма тытӑннӑ шалкӑм ҫумӑра пула лачкам шыв пуличченех йӗпенчӗ.
XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑйӑҫсем кӗвӗ калаҫҫӗ, хӗрсем юрлаҫҫӗ, халӑх ҫумӑра кӗтсе апата ларать.Заиграла музыка, зазвенели девичьи голоса, стали люди пировать в честь предстоящего дождя.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Ҫумӑра чӗнес пулать!
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Хӗвел пӑхман чухне вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳпене е пысӑк кӑпӑшка пӗлӗте, хӑш чухне ҫумӑра сывлӑх суннӑ.Если солнца не было, девочка здоровалась с бескрайним небом или огромной тучей, иногда — с дождём.
Пӗрремӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
Дон хӗрринче, ҫумӑра сиснӗ пек, шапасем асар-писер кӑшкӑрашаҫҫӗ, кӑштах кичемреххӗн путӑшсем сӗрлеҫҫӗ.У Дона, как перед дождем, гомонили лягушки, угрюмовато гудели водяные жуки.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кантӑк ҫинчи щеткӑ пӗр вӗҫӗмсӗр ҫӑвакан ҫумӑра аран-аран шӑлса ӗлкӗрет, урам уяври пек ҫап-ҫутӑ, юхса тӑракан сӑрӑсем асамат кӗперӗн мӗн пур тӗсӗсемпе ялтӑраҫҫӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Ҫук, малалла кун пек пурӑнма юрамасть, — шухӑшларӗ Мажаров, вӑйланнӑ ҫумӑра пула картишӗнче кӳлленчӗксем мӗнле хӑмпӑланнине пӑхса.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫерҫисем ҫеҫ, ҫумӑра сиссе, сарай ҫунаттисемпе тип ҫапӑ куписем ҫинче хӗрсех чӗликлетеҫҫӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лашасем ҫумӑра сиссе тулхӑраҫҫӗ; хӗҫсем йӗнер йӑранисене ҫапӑнса чӑнкӑртатаҫҫӗ, чикарккӑсен хӗрлӗ ҫутисем йӑлтлата-йӑлтлата илеҫҫӗ.Прыскали кони, чуя близкий дождь; вызванивали с стремена шашки, вспыхивали рдяные огоньки цигарок.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Таҫта лере, Хопер шывӗн тепӗр енче, тачка пӗлӗтсен ҫутӑрах шурӑ арки асамат кӗперӗн капӑр пиҫиххийӗпе пиеленнӗ пӑрлӑ ҫумӑра тӑкать, ҫумӑрӗ ҫӗр ҫине чалӑшшӑн ҫапса ҫӑвать.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сарлака ҫулҫӑллӑ ҫамрӑк хӗвелҫаврӑнӑшсем, ҫул хӗрринчи парка мӑян, сарлака хупахсем, хӗрлӗ пуҫӗсене тӑратнӑ талпиҫенсем те — пурте ҫумӑра кӗтсе илме ҫулҫисене хура пӗлӗте хирӗҫ ҫӗклерӗҫ.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Пилӗк ыратать, ҫумӑра пулас, — шӳтпе ирттерсе яма пикенчӗ Григорий.— К дождю, видно, поясницу ломит, — попробовал Григорий отшутиться.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах машина ҫумӑра та, шыв кӳлленчӗкӗсене те асӑрхаман пек туйӑнать, вӑл пылчӑк сирпӗнтерсе хӑвӑрт малалла чупать, пылчӑк сирпӗнчӗкӗсем капотпа умри кантӑк ҫумне ҫыпӑҫа-ҫыпӑҫа лараҫҫӗ, машинӑн малти пайне хытӑ силленипе шӗвек пылчӑк машина ӑшне кӗмеллех сирпӗннӗ чухне шофер пӗр самантлӑха куҫне хупа-хупа илет, вара никам асӑрхамалла мар йӑл кулса, рычаг ҫине урипе шоферсем калашле «пӗтӗм тимӗрне хупламаллах» пусать.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫумӑр шӑпӑртатса ачашланӑ май Прохор мотор пӑсӑлни ҫинчен хӑй пӗлнӗ пек тӗплӗн каласа панӑ хушӑра, унӑн йӑнӑшӗ мӗнре пулнине Виктор ӑнлантарса панӑ хушӑра тулта тӗттӗмленсе килчӗ; ӑнланма ҫук: те каҫ пулчӗ, те ҫумӑра пула тата ҫӗр ҫумнех усӑнса аннӑ хура катрам пӗлӗтсене пула тӗттӗмленчӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ку ачана ӑҫта илсе каятӑн? — ыйтрӗ Муратлийский арӑмӗ, ҫумӑра пула унӑн сасси те ытла йӑваш илтӗнчӗ.— Куда ты несешь ребенка? — спросила она Огнянова слабым голосом, заглушаемым дождем.
XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫумӑра пула хальхинче лару Мичо байӑн садӗнче пулмарӗ, садра улмуҫҫипе ҫӳллӗ самшит йывӑҫҫи нумайччӗ, ҫынсем хуҫа пӳлӗмӗнче пуҫтарӑнчӗҫ.
VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вал ҫумӑра сиснӗ лаша пек ахӑрса ячӗ, вара, кулнипе чӗтрене-чӗтрене, хӗрелсе кайнӑ питне кофтӑ ҫаннипе хупларӗ.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем, сарайсен айккинче, йӗпенсе хуралса кайнӑ ҫатан картасен ҫумӗнче апат шыраса, тӑрӑшсах чаваланаҫҫӗ, мӑнаҫлӑ кӗрнеклӗхне кӑштах ҫухатнӑ йӗпе автансем, ҫумӑра пӑхмасӑр, пӗрин хыҫҫӑн тепри янӑратса авӑтаҫҫӗ, вӗсен хаваслӑ сасси кӳлленчӗксенче ним именмесӗр шыва кӗрекен ҫерҫисем чӗриклетнипе, ҫумӑрпа тусан шӑрши кӗрекен, хӑй патне ачашшӑн чӗнекен ҫӗр ҫийӗн ярӑна-ярӑна вӗҫекен чӗкеҫсем йӑнӑшнипе пӗрлешсе каяҫҫӗ.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпир картиш варринче, пылчӑк ҫинче, ҫумӑра, хӗвелсер хӑмӑр пӗлӗт айне тӑрса юлтӑмӑр…Мы же остались среди двора, в грязи, под дождем и серым небом без солнца…
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.