Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитерес (тĕпĕ: ҫитер) more information about the word form can be found here.
Пирӗн района ҫутҫанталӑк газӗ илсе ҫитерес тӗлӗшпе 1990 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ӗҫсем тытӑннӑ.

Help to translate

«Кӑвак ҫулӑм» ҫунать, кил-ҫурт хӑтлӑхпа тулать // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%baa%d0% ... %bb%d0%b0/

Уйрӑмах ҫак тӗллевпе ҫырма-ҫатра урлӑ кабель туртса ҫитерес тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем пулнӑ.

Help to translate

Ҫӗнӗ технологи халӑхшӑн ӗҫлет // П.Родионов. http://kasalen.ru/2022/10/14/ce%d0%bde-% ... %b5%d1%82/

Пӗрре алла илениччен ҫитерес те — ҫитӗ те».

Один хоть раз накормлю тебя досыта!

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эп пымасан, Леонтий Петрович хӑюллӑх ҫитерес ҫук, виҫҫӗнех утар ӗнтӗ.

Help to translate

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӗр корзинкӑна ҫитерес тесе, вӑл кӑнтӑрлаччен ниҫта та тухмарӗ, пӗр труках виҫӗ корзинка авса лартсан ҫеҫ, кӑмӑллӑн кулса, витене лаша кӳлме кайрӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӗнӗ урамсенче газ пӑрӑхӗсем хурас, ҫуртсем патне илсе ҫитерес енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Пултаруллӑ ӗҫчен те, юратнӑ атте те // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %82%d0%b5/

Пурне те пӗлсе ҫитерес ҫук.

Help to translate

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑтартуллӑ ӗҫлесе пыракан хуҫалӑхсен ырӑ тӗслӗхне ыттисем патне илсе ҫитерес тӗллевпе смотр-конкурсӑн яваплӑ членӗсем те тӑтӑшах вырӑна тухса ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

Ӗҫре усӑ курман техникӑна хӗллехи управа лартса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/ec%d1%80%d ... -%d0%bb-2/

Эс ман чӗрене тыткӑна илтӗн, халь ӗнтӗ эп сана манма вӑй ҫитерес ҫук.

Help to translate

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑнӑҫу пулассинче ан иккӗленӗр: ӗҫе вӗҫне ҫитерес килсен йӑлтах пурнӑҫланӗ.

Не сомневайтесь в успехе начатого: все получится, если вами будет двигать желание дойти до конца.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Совет влаҫне хурлама ҫак тӑрлавсӑр хресчен хӑй пуҫӗпе ӑс ҫитерес ҫук.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Вӗсем пулӑшмасан, эпир ҫураки валли вӑрлӑх тупса ҫитерес ҫук, Марье аппа…

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗр тиха туянса ямалла пуль, унсӑрӑн кӑҫалах лаша илме вӑй ҫитерес ҫук тенӗччӗ.

Help to translate

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат сӑмах тӗртсе чуна ыраттарнӑ хыҫҫӑн Урасмет шутласа хунӑ ӗҫ ҫинчен никампа та мар, Патирекпе хӑйӗнпе калаҫасшӑнччӗ, анчах калаҫу ырри патне илсе ҫитерес ҫуккине сиссе уҫнӑ алӑка каялла хупрӗ.

Help to translate

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах хуҫа тек ун патне тухас ҫук ӗнтӗ, ӑна ачашласа алӑран ҫӑкӑр ҫитерес ҫук, ун ҫилхине юман хыркӑчпа тураса ҫивӗтлесе ярас ҫук.

Help to translate

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫтан тупса ҫитерес ман лав?

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сирӗн ӗҫӗр пӗлтерӗшӗпе хакӗ уйрӑмах СОVID-19 пандемийӗпе кӗрешнӗ тапхӑрта уҫҫӑн палӑрчӗ, ун чухне эсир йывӑр чирлӗ ҫынсене вӑхӑтра пулӑшу парас тата больницӑсене илсе ҫитерес тӗлӗшпе ырми-канми вӑй хутӑр.

Особенно важным и ценным ваш труд стал в период борьбы с пандемией COVID-19, когда на ваши плечи легла колоссальная нагрузка по транспортировке и оказанию помощи тяжелобольным пациентам.

Олег Николаев Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/04/28/pozdravle ... i-s-dnem-r

Ҫавӑнпа пӗрлех тата хуйха Лаптевсен килне хӑвӑрт ҫитерес килмерӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗлтӗр эпир пӗр вӑхӑтрах сакӑр е ытларах ачаллӑ ҫемьесен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатрӑмӑр, нумай ачаллӑ ҫемьесене 150 лаша вӑйӗ таран двигатель хӑвачӗллӗ ҫӑмӑл автомашинӑшӑн транспорт налукне тӳлессинчен хӑтартӑмӑр, кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа сахал тупӑшлӑ нумай ачаллӑ ҫемьесенче ӳсекен 11 пин ытла ачана шкулта тӳлевсӗр вӗри апат ҫитерес ыйтӑва татса патӑмӑр.

В прошлом году мы единовременно улучшили жилищные условия семей, имеющих восемь и более детей, освободили многодетные семьи от уплаты транспортного налога на легковые автомобили с мощностью двигателя до 150 лошадиных сил включительно, обеспечили с этого учебного года детей из многодетных малоимущих семей бесплатным горячим питанием в школах.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Иккӗмӗшӗнчен, ҫӗр лаптӑкӗсене тивӗҫлӗн хатӗрлесе тата йӗркелесе ҫитерес, проектпа смета докуменчӗсене туса хатӗрлесе ҫирӗплетес енӗпе хӑйсем ҫине илнӗ тивӗҫсене муниципалитетсем те, ҫурт лартакансем те кирлӗ шайра пурнӑҫла-манни япӑх витӗм кӳчӗ.

Во-вторых, не менее существенным стало неисполнение взятых на себя обязательств как со стороны муниципалитетов, так и со стороны застройщиков по должной подготовке и оформлению земельных участков, разработке и утверждению проектно-сметной документации.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed