Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавра the word is in our database.
ҫавра (тĕпĕ: ҫавра) more information about the word form can be found here.
Цифра вӗренӳ тытӑмӗнче ачасемпе ҫамрӑксене воспитани парасси) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ.

Help to translate

Павлов Иван Владимирович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... %BE%D0%B3)

Вӗсенчен пӗри — «Тантӑш» хаҫатӑн ҫамрӑк корреспонденчӗсемпе йӗркеленӗ «Юнкорӑн ыйту пур» ҫавра сӗтел.

Help to translate

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсен тытӑмӗнче» «ҫавра сӗтел» калаҫӑва хутшӑннӑ.

Help to translate

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul

Ҫавра ҫил пек ҫаврӑнса, Ҫӗмӗртсене ҫӗмӗрсе, Сикрӗ-тухрӗ ҫырмаран, Пӗкке хуҫрӗ ҫурмаран…

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Чӑн-чӑн ҫавра кӑшӑл.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Акӑ, амӑшӗ пӗр ҫавра юрлама ӗлкӗрейчӗ — Ванюк хаваслӑн ҫухӑрашса ун патнелле упаленсе пычӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗлле чӗр вилӗм ку касра пурӑнасси: юрлӑ, аскӑн ҫавра ҫилсем урам тӑршшӗпех ҫӳллӗ кӗртсем хӳсе лартаҫҫӗ.

Help to translate

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Ҫутӑ хӑмӑр тӗслӗ сӑрӑпа сӑрланӑ урай варринче — ҫавра питлӗ пысӑк сӗтел.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫавра» сӑмах та илтӗнчӗ хушӑра/.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унран вунӑ — вун икӗ метрта хулӑн тиртен ҫӗленӗ куртка тата шӑлавар, пуҫне хулӑн калпак тӑхӑннӑ, питне тӗслӗ кантӑклӑ хӳтлӗхпе хупланӑ ҫын колоннӑсене тӗреклетме пулӑшакан ҫавра тимӗрсене шӑратса ҫыпӑҫтарать.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Аптранӑ енне ури айне лекнӗ ҫавра ывӑс пек пӗрене пуҫне тапса сирпӗнтерчӗ.

Help to translate

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унӑн ҫавра пичӗ ҫинчи пысӑк куҫӗсем тӗпсӗр тӳпе пек кӑн-кӑвак.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗвел, вӗри кӑмакаран кӑларнӑ ҫавра питлӗ ҫӑкӑр пек, пӗлӗтелле кӑлтӑр-р-р! кусса кайрӗ.

Help to translate

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Хура тӑпраллӑ ҫӗр ҫинче тырри-пулли те йӑтӑнса пулнӑ, ҫӑмарта пек ҫавра, тутӑ выльӑхсем кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе ӗрӗхсе ҫӳренӗ, чӑтлӑхлӑ вӑрмансенче тискер кайӑксемпе тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗк никам тытса пӗтермелле мар ӗрченӗ.

Help to translate

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Ҫак кунах Раҫҫейре автотуризма аталантарасси ҫинчен иртнӗ ҫавра сӗтелте ку тӗлӗшпе Чӑваш Республики пилотлӑ регион пулма пултарасси ҫинчен те калаҫу пынӑ.

Help to translate

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Унӑн хура-хӑмӑр ҫавра куҫӗсем таҫта тинкернӗ.

Help to translate

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫамрӑксем «пуҫра ҫавра ҫӗлӗкчӗ» тесе шӳтлеҫҫӗ.

Help to translate

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫтаппан ҫав калаҫу вӑхӑтӗнче пит пӑхкаларӗ вӗсем ҫине, тем шутларӗ ҫавра куҫӗсене хӗскелесе, ӑна ҫамрӑксем сисмерӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫтаппан вара, ҫавра куҫлӑскер, куҫне тата чарса пӑрахнӑ та шӑши тытма тухнӑ тӑмана пек — час кама та пулин ҫӑтса ярасла пӑхать.

Help to translate

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑхӑт нумай иртрӗ-и, ҫав тӗмеске шартлаттарса ҫурӑлса кайнӑ сасӑ кӑларчӗ, татах ҫӗкленчӗ те ҫӗр айӗнчен асамат кӗперӗ евӗр темле ҫавра тӗм курӑнса кайрӗ.

Help to translate

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed