Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл яштах те йӗрӗнмелле, тимӗр шапа евӗрлех лӳпперскер, ҫавӑн пекех тата сиенлӗ мар пек туйӑнчӗ.Он был отвратительным, похожим на черепаху, но казался еще более безвредным.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Эпӗ ыйтнине хирӗҫ уҫӑлса тӑракан алӑк витӗр юнашар пӳлӗмрен егерь формиллӗ, отличи паллисем пур петлицӑллӑ ҫын сиксе тухрӗ те, ман ума яштах тӳрӗ тӑчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ҫав самантрах вӑл, хӑйне ҫӗлен сӑхса илнӗ пек ҫинҫен ҫухӑрса ярса, яштах сиксе тӑчӗ, унтан пӗшкӗнчӗ те аллипе пукана хыпашлама пуҫларӗ.
Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӑл, яштах сиксе тӑрса, ҫырми пуҫланӑ доноса ещӗке пӑрахса хӑварчӗ.Он вскочил, на ходу привычным движением сбросив в ящик начатый донос.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Дикинсон судья хӑй вырӑнӗнчен яштах сиксе тӑнӑ, ҫӗнӗ шлепкине хӑех таптанине те асӑрхаман.Судья Дикинсон вскочил со своего места и наступил при этом на свою новую шляпу.
XXX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Хӗрарӑмсем яштах тӳрленчӗҫ, самантлӑха пилӗкӗсем ыратнине те манса кайрӗҫ.Женщины вмиг разогнули спины и не почувствовали даже обычной в таких случаях боли в пояснице.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑл питӗ аслӑ, ик-виҫӗ пӳлӗм чухлӗ, Джим унта яштах тӳрленсе тӑма пултарать.Пещера была большая, как две-три комнаты вместе, и Джим мог стоять в ней выпрямившись.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл пӗвесем патнелле, ӗлӗк чул кӑларнӑ вырӑналла утас тенӗччӗ, анчах аялта, пӗве ҫинче вӑлта хулли яштах ҫӗкленнине курчӗ тӗ чарӑнчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Яштах ҫӗклет пуҫне Ҫеруш, мӑнаҫлӑн утма тытӑнать кӑна «купцасем» хапха умне ҫитсе те тӑраҫҫӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Яштах тӑрса ларчӗ Кирюк, ыйхӑланӑ куҫӗсене аллисемпе сӑтӑркаларӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Подъесаул хӗҫе йӗннинчен яштах туртса кӑларчӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пантелей Прокофьевич яштах сиксе тӑчӗ, сакка ӳпӗнтерсе ячӗ, унтан Григорий патне таччӑн пырса тӑчӗ.Пантелей Прокофьевич вскочил, повалив лавку, и подошел к Григорию вплотную.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ахаль чухнехи пек мар ҫӑмӑллӑн, чунӗ ҫунат хушнӑ пек, Андрей самантрах бруствер умне яштах тӑсӑлса тӑчӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Петя Уралец, нимӗнле мар пулса кайса, яштах чӑсӑлса тӑчӗ.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Курман вӗт-ха эпӗ вӗсене… — Ҫук, апла мар! — сасартӑк хыттӑн каларӗ Алевтина Васильевна, яштах чӑсӑлса тӑрса.Не видала ж я их… — Ну нет! — неожиданно твердо сказала Алевтина Васильевна и даже выпрямилась.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Илтетӗр-и? — яштах чӑсӑлса тӑрса кӑшкӑрчӗ Марийка.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Шыв хӗрринчи ачасем яштах сиксе тӑчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Полк музыки темпа тытса, ҫӗклеттерсе илчӗ ку вӑл, ҫакна кура пӗтӗм полк ҫийӗнчех туртӑнса, чӗрӗленсе тӑчӗ: пуҫсем картах ҫӳлелле каҫӑрӑлчӗҫ, кӗлеткесем яштах тӳрӗленчӗҫ; ывӑннӑ, ӑмӑр питсем уҫӑлса ҫуталчӗҫ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Итлетӗп, сирӗн благороди! — яштах тӑсӑлса тӑрать Шаповаленко.
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Офицерсем тӑчӗҫ те яштах каҫӑрӑлчӗҫ.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.